Салтака каяççĕ каччăсем

Категория: Публикации Опубликовано: 2022-11-18 09:25:54 Версия для печати
Лев Чамеев.jpg
КАШНИ çулах - çуркунне тата кĕркунне - пирĕн ялсенче салтак юрри янăрать. Шăмăршă районĕ хăйĕн чи маттур ывăлĕсене Раççей çĕр-шывне хỹтĕлеме ăсатать.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин йышăннă Указпа килĕшỹллĕн, кăçал кĕркуннехи призыв ноябрĕн 1-мĕшĕнче пуçланчĕ. Чи малтисен йышĕнче салтак службине Кивĕ Чукал йĕкĕчĕ Лев Чамеев кайрĕ.

Лева - чăваш юманĕ пек патвар, спорта мĕн ачаран юратакан хастар çамрăк. Нумаях пулмасть çеç-ха Шупашкарти строитель техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Çар комиссариатне пыма повестка парсан Лева комисси членĕсенчен хăйне Псков хулинчи Сывлăш десант çарĕн дивизине (ВДВ) яма ыйтнă.

- Тен, Президент полкне яратпăр сана? - ыйтнă комисси председателĕ. - Сан пек маттур йĕкĕтсем унта питĕ кирлĕ.

- ВДВ мана ытларах килĕшет! - çирĕппĕн хуравланă Кивĕ Чукал çамрăкĕ.

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче çывăх çыннисемпе юлташĕсем, пĕтĕм ял-йыш Лев Чамеева Раççей çарне ăсатса ячĕç. Салтак юрри те, купăс кĕвви те, лайăх салтак пулма, командирсене итлеме ырă сунни те Левăн асĕнчен тухас çук. Ашшĕ - Александр Сергеевич - хăй те вăхăтĕнче салтак пулнă. Ывăлĕн те Тăван çĕр-шыва хỹтĕлемеллех тесе шутлать ялти ĕçчен водитель. Амăшĕ - библиотекăра тăрăшакан Татьяна Александровна - хăйĕн ачи салтака юрăхлă пулнăшăн чĕререн савăнать.

- Кĕркуннехи призыври йĕкĕтсене ятарлă çар операцине хутшăнтарманни питĕ лайăх, - тет салтак амăшĕ. - Вĕсем çар пурнăçне хăнăхчăр, вĕренччĕр, хĕç-пăшал вăрттăнлăхĕсене алла илччĕр. Тĕнчери лару-тăру лайăхланасса шанса пурăнатпăр.

Левăн аппăшĕпе йăмăкĕ те - Марийăпа Софья - хăйсен çывăх тăванне ыталаса илсе, çыру çырса тăма сăмах пачĕç.

Ноябрĕн 16-мĕшĕнче Лев Чамеевăн амăшĕ редакцие ывăлĕ Псков хулине çитни, ăна унта ăшшăн йышăнни çинчен пĕлтерчĕ. Эпир те савăнтăмăр унпа пĕрле.

Кивĕ Чукалтан салтака каякансем тата та пур. Ноябрĕн 15-мĕшĕнче Никита Эрюковпа Саша Заказова телей те ăнăçу сунса, каялла сывă таврăнма пехиллесе ăсатса ячĕç. Çак кунсенче Илья Чамеев та салтак тумне тăхăнма хатĕрленет.

Телейлĕ çул пултăр, лайăх салтак пулăр, ентешĕмсем! Асаттесемпе аттесен ырă ятне, чăваш ятне çỹлте тытăр!

Ив.САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru