Пулмантăшра çул пулмаллах!

Категория: Публикации Опубликовано: 2022-11-14 13:46:13 Версия для печати
ЮНКУН _ Шăмăршăра пасар кунĕ. Район центрне тĕрлĕ ялтан килекенсем йышлă. Шăмăрша çитнĕ май пирĕн редакцие кĕрсе тухакансем те тупăнаççĕ. Ял çыннисене кулленхи пурнăçри тĕрлĕ ыйту хумхантарать, чылайăшĕ редакцирен пулăшу ыйтаççĕ.

Акă Пулмантăшран (Çĕнĕ Чукал) икĕ хĕрарăм килнĕ. Ят-хушамата хаçатра кăтартасшăн мар хăйсем, анчах вĕсем çĕклекен ыйту ялта пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сăмах кунта Мир урамĕнчи çул пирки пырать.

"Çула тракторсем çăрса пĕтернипе çуран иртсе çỹреме те çук, _ пăшăрханаççĕ ял çыннисем. _ Ачасене садике е шкула мĕнле çỹретмелле-ха? Пĕр-пĕр инкек сиксе тухасран Турă сыхлатăрах _ Мир урамне паян нимĕнле машина та кĕреймест.

Тата çак урамра çỹп-çап контейнерĕсем те вырнаçтарман".

Пулмантăшсем çул туса пама тархасласах ыйтаççĕ. Шел те, редакци _ çул тăвакан организаци мар, çавăнпа та эпĕ район администрацийĕн строительствăпа коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕпе Андрей КОКУРКИНПА çыхăнтăм.

_ Чăнах та, Çĕнĕ Чукалти Мир урамĕнчи çул япăхса çитнĕ. Çак çул ял тăрăхĕн харпăрлăхĕ шутланать. Çул тума ял тăрăхĕн бюджетĕнче укçа-тенкĕ çуккипе, хальхи вăхăтра "Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси" патшалăх программине хутшăнма проект хатĕрлетпĕр. Çак проект Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви ирттерекен конкурсра çĕнтерсен 2023-2024 çулсенче çивĕч ыйтăва татса пама май пулĕ тесе шутлатпăр, _ пĕлтерчĕ Андрей Анатольевич.

Сăмах май, Андрей Кокуркин халăх нушине питĕ лайăх ăнланать, проект туса хатĕрлес тĕлĕшпе ял тăрăхĕн пуçлăхне Геннадий Чугунова пулăшма тăрăшать. _

Кĕрхи-çурхи йĕпе-сапаллă тапхăрта урамсене йывăр техника кĕртме юраманни çинчен мĕн чухлĕ калатпăр, çапах та ку тĕлĕшпе çирĕп йĕрке туса хуман-ха, _ пăшăрханса калаçрĕ Андрей Анатольевич. _ Çул хамăрах кирлĕ вĕт, мĕншĕн çĕмĕрмелле ăна? Чул тăксан та, асфальт сарсан та, çула çĕмĕрмĕç тесе шантарма çук. Техника тытакан пĕр-икĕ çын айăпне пула пĕтĕм ял халăхĕ нуша курать.

Мир урамĕнче çỹп-çап контейнерĕсем вырнаçтарманни те ятарлă автомашина кунта кĕрсе çỹреме пултарайманнипе çыхăннă. Ял тăрăхĕн администрацийĕ çỹп-çап тултарнă михĕсене Ленин урамĕнчи 90-мĕш çурт патĕнчи контейнера пушатма сĕнỹ панă. Паллах, хăшин-пĕришĕн, уйрăмах ватă çынсемшĕн, ку меллех мар. Çавăнпах кăмăлсăррисем те тупăнаççĕ.

"Нумай чăтнине сахал кăна чăтăпăр ĕнтĕ", _ теççĕ ял çыннисем. Вĕсем Мир урамĕнче асфальт сарнă çул пулатех тесе ĕмĕтленеççĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru