Анлă тавракурăмлă ăста специалист

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-12-21 09:14:40 Версия для печати
Денисов электрик.jpg
АЛЕКСАНДР ДЕНИСОВ Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта пур предметпа та «4» тата «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă. Вăтам классенче вĕреннĕ çулсенче малашне математика, физика наукисем кирлине шута илсе, çак предметсемпе ытларах ларнă. Ашшĕ пек аслă пĕлỹллĕ инженер пулас ĕмĕтпе çунатланнă вăл. Анчах та вăтам шкул хыççăн ун тĕслĕхĕпе ял хуçалăх институтне мар, Чăваш патшалăх университетне çул тытнă (1990 çул). Электроэнергетика факультетне, экзаменсем ăнăçлă тытнă хыççăн, çăмăллăнах вĕренме кĕнĕ. Тăван шкулти вĕрентекенсене, уйрăмах Р.Д.Кузьминана тата В.Г.Андреева тарăн пĕлỹ панăшăн халĕ те чĕререн тав тăвать Александр Витальевич. Ашшĕ те физика тата математика енĕпе сахал мар пулăшнă мал ĕмĕтлĕ ывăлне. Сăмах май, Вита- лий Николаевич паянхи кун те çирĕп-ха ăс-тăнпа - халĕ мăнукĕсене экзаменсене хатĕрленме пулăшать.
А. Денисов 1996 çулта «инженер-энергетик» специальноçпа диплом илнĕ хыççăн Шăмăршăри подстанцире ĕçлеме тытăнать. Малтанах монтер, участок мастерĕ тивĕçĕсенче тăрăшать. Каярахпа, пултарулăхне кура, ăна Кăнтăр электричество сечĕн Шăмăршăри подстанци начальникĕ пулма шанаççĕ. Паллă ĕнтĕ, çакă питех те яваплă ĕç. Района кунĕн-çĕрĕн, пĕр чарăнусăр электричествăпа тивĕçтересси çăмăл мар. Çулла - çил-тăвăлĕ, аçа-çиçĕмĕ, хĕлле - пăрлă юр, çил-тăман чăрмавсем кăларса тăратаççĕ - электричество линийĕсем татăлаççĕ. Пăтăрмах сиксе тухсан çийĕнчех (çĕр варринче те!) унта çитмелле, сиенленнĕ участока васкавлă юсамалла. Авари пулнă вырăнта икшер талăк ирттернисем те пайтах. Ун пек чухне кану, праçник кунĕсем çинчен те мансах каятăн. Çапах та ỹкĕнмест Александр Витальевич энергетик профессине суйласа илнишĕн.
- Йывăрлăхсем кашни ĕçрех пулаççĕ. Вĕсене парăнтарма университетрах вĕрентнĕ-çке! Хăруш- сăрлăх правилисене пăхăнса ĕçлеме те хăнăхнă ĕнтĕ, - хăйĕн çинчен калаçса вăхăтне ирттересшĕн мар ĕçе васкакан энергетик.
Çапла Шăмăршăра 20 çул вăй хурать вăл. 2017 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче тỹрĕ кăмăлпа, яваплă ĕçленĕшĕн Александр Денисова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ энергетикĕ» ят парса чысланă. Çакăн хыççăн ăна, пуян опытлă руководителе, Патăрьелĕнчи Кăнтăр электричество сечĕсен подстанцийĕн ертỹçи тивĕçне йышăнма ыйтаççĕ. Пысăк карапа пысăк ишев, теççĕ халăхра. Çак должноçра та ăнăçлă ĕçлесе пырать вăл.
Килĕнче те, Шăмăршăра, пысăк хуçалăх Денисовсен: мăшăрĕпе - Ольга Петровнăпа (вăлШăмăршăри подстанцире электричество счетчикĕсен электромонтерĕ) - çурт-йĕр çавăрнă, 3 ачана пурнăç парнеленĕ. Асли - Мария - Шăмăршăри тĕп больницăн терапи уйрăмĕнче медицина сестри пулса ĕçлет, çемьеллĕ. Вăталăххи - Анастасия - Шупашкарти педколледжра 2-мĕш курсра вĕренет. Спорт çитĕнĕвĕсемпе те савăнтарсах тăрать. Çак кунсенче акă Настя Мускавра студентсен спорт ăмăртăвне хутшăнса хăвăрт утассипе (спортивная ходьба) çĕр-шывĕпе 2-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Кĕçĕн хĕрĕ Даша Шăмăршăри вăтам шкулта 3-мĕш класра вĕренет.
Карапай Шăмăршăра ашшĕ-амăшĕ патĕнче те тăтăш пулать вăл кану кунĕсенче, вĕсене кил- хуçалăхри ĕçсенче пулăшма вăхăт çитерет. Любовь Петровнăпа Виталий Николаевич вара ывăлĕн çемйипе курса калаçнăшăн та питĕ савăнаççĕ. Ачисен, мăнукĕсен çитĕнĕвĕсем ял-йышра хисепе тивĕçнĕ пенсионерсене вăй-хал парса тăраççĕ.
Александр Витальевич ĕçрен пушансан садра, пахча-çимĕç участокĕнче ĕçлеме юратать. Çулла вăрмана çỹреме кăмăллать: кăмпа-çырла пуçтарма, милĕк хуçма. Вунă çулхи Дашăна та тимлĕх уйăрмалла - килти ĕçсене пурнăçланă хыççăн Шăмăршă урамĕсем тăрăх уçăлса çỹреççĕ. Çапла вĕрентсе çитĕнтернĕ вĕсене аслă çулхи Денисовсем. Уйрăмах амăшĕ - Любовь Петровна, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, воспитани енĕпе пысăк тỹпе хывнă. Ашшĕ те - çемье тĕрекĕ - ывăлĕшĕн яланах ырă тĕслĕх пулса тăрать.
Професси уявĕ ячĕпе сире, Денисовсем! Малашне те çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ хутшăнса пытăр сирĕн çемйĕрте!
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru