Эх, илемлĕ мĕнешкел - Асанкассипе Пашьел!

Категория: Новости Опубликовано: 2018-05-16 17:00:57 Версия для печати

 


1. Умĕн калани


"Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕ, "Тăван ялăм, савнă ял" рубрикăна малалла тăснă май, хальхинче Пăчăрлă Пашьел тăрăхне çитсе курма шутларĕ. Блокнотпа, ручкăпа, фотоаппартпа урамран урама çỹресе вун-вун çынпа курса калаçрăмăр, халăх пурнăçĕпе интереслентĕмĕр.


Çак ял тăрăхĕ икĕ яла - 309 килти хуçалăхлă Пăчăрлă Пашьелпе 210 хуçалăхлă Асанкассине пĕрлештерет. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял тăрăхĕнче 1523 çын пурăнни паллă. Вĕсен 30 проценчĕ ытла - пенсионерсем. Нумай ачаллă çемьесем 19. Ял тăрăхĕнче 4 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, 5 уйрăм предприниматель тата 2 пĕчĕк предприяти ĕçлеççĕ.


2. Çĕмĕртсем шап-шурă çеçкере


ИКĔ ялĕнче те йывăçсене юратакан, тăван çутçанталăк пуянлăхне ỹстерессишĕн тăрăшакан çынсем пурăнаççĕ. Ку - пĕрре те ỹстерсе калани мар. Шап-шурă тумлă çĕмĕртсем, тин çеç çеçке çурма пуçланă улмуççисемпе чиесем кăмăла çĕклеççĕ.


Тата пире ялсем тирпейлĕ пулни килĕшрĕ. Пĕр-пĕр семинара е канашлăва хатĕрленсе ятарласа шăлса-тасатса тухнă пек урамсене. Кашни кунах çапла тирпейлĕ пурăнма хăнăхнă пашьелсемпе асанкассисем. Ахальтен мар ĕнтĕ ял тăрăхĕ юлашки çулсенче районти конкурсра та çĕнтерет, "Чи илемлĕ ял", "Чи тирпейлĕ урам", "Чи пуян килти хушма хуçалăх" конкурссене халăха анлăн хутшăнтарассишĕн тăрăшаççĕ.


Çỹп-çапа çирĕплетнĕ графике çирĕп пăхăнса уйăхне икĕ хутчен турттарса каяççĕ. Ку тĕлĕшпе районти ытти ялсен Пăчăрлă Пашьелпе Асанкассинчен тĕслĕх илмелли пурах. Çырма-çатра хĕррине те, вăрман тăрăхĕсене те çỹп-çап тăкса тултарман. Урамри электричество юписене шуратса тухни те яла темле уяв сăнĕ кĕртет.


Урамри тата çырма-çатра хĕрринчи, çул аяккинчи хыт-хурана çулсах тăраççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ трактор косилкипе газон çулмалли хатĕр туянни те ĕçе чылай çăмăллатать.


Пăчăрлă Пашьелĕнче çамрăк çемьесем çĕклекен çĕнĕ çуртсене курса савăнтăмăр. Чăннипех те кермен пек тейĕн Совет урамĕнчи Сергей Антиповпа Александр Старшинин туса лартнă çуртсене! Сергей - йывăçран, Саша -хĕрлĕ кирпĕчрен çурт хăпартнă, кăçал пулмасан килес çул ăшне кĕме шутлаççĕ.


3. Кĕтỹç пушши шарт! тăвать


ВĂРМАН хĕрринчи Асанкасси ялĕ выльăх-чĕрлĕх йышĕпе районта чи пуянни тесен те йăнăшмăпăр. Кашни ирех ялтан улăха икĕ кĕтỹ тухать: пĕринче -130 пуç, тепринче - 85 пуç ĕне выльăх. Кунта черетпе кĕтмеççĕ, ятарласа кĕтỹç тытаççĕ. Ирпе 5 сехет иртсен хăваласа каяççĕ те кĕтĕве, каçхине 6 сехетченех кĕтеççĕ.


Эпир Тимошкинсен хуçалăхĕнче пулса куртăмăр. Сергей Николаевичпа Татьяна Аркадьевна 8 ĕне, 5 пĕчĕк пăрупа 2 пысăк пăру тата 2 вăкăр усраççĕ. Куллен 85-90 литр сĕт сутаççĕ. Пĕр литрне 11 тенкĕпе кăна параççĕ пулин те ĕне усрани тупăшлă тесе шутлаççĕ Тимошкинсем. Ашшĕпе амăшне ачисем те пулăшаççĕ. Асли -Андрей -часах салтака каймалла. Салтакран таврăнсан тăван районтах пурăнасшăн çамрăк каччă, шоферта ĕçлесшĕн.


- Хула пурнăçĕ мана пĕрре те килĕшмест, - тет вăл, - Ялта сывлăшĕ те уçăрах, çынсем те кăмăллăрах. Тин сунă сĕте пысăк куркапа ĕçетĕн те, нимĕнле лимонад та кирлĕ мар!


Тимошкинсем 10 гектар çĕрпе усă кураççĕ, çĕр улми тата нумай çул ỹсекен курăксем çитĕнтереççĕ. Хăйсен техника та пур.


Юрий Николаевичпа Лариса Владимировна Драгуновсем те 5 ĕне усраççĕ.2 вăкăрпа пăрусене шутласан выльăх шучĕ 12-е те çитнĕ. Тата 2 сысна ами тытаççĕ, çăвăрлаттарса çурисене сутаççĕ. Драгуновсем хур та ĕрчетеççĕ, чăх-чĕп те йышлă.


Петр Исаев- 6, Валерий Тимошкин -5, Ильдар Хайретдинов - 3-шер ĕне усраççĕ. Виталий Ванюшин, Анатолий Кавалеров, Валерий Юманов, Лев Инголов тата ыттисем те выльăхсен йышне ỹстерсех пыраççĕ.


Ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекен Татьяна Антонова пĕлтернĕ тăрăх, 2017 çулта икĕ ялти килти хуçалăхсем 1842,34 тонна сĕт, 290,36 тонна аш-какай туса илнĕ.


4. Çул тăваççĕ тăрăшса


ИРТНĔ çул Пăчăрлă Пашьелĕнче Мичурин урамĕнчи, К.Маркс пăралукĕнчи, Асанкассинчи Киров урамĕнчи çулсене юсанă, ку ĕçе тума 354 пин тенкĕ тăкакланă. Кăçал Пăчăрлă Пашьелĕнчи Совет урамĕнче пĕлтĕр тума пуçланă çула вĕçлеме палăртнă, çак пысăк ĕç валли 8,7 миллион тенкĕ кирлĕ пулать.


Пуçару бюджечĕпе усă курса, иртнĕ çул ялти вăтам шкул йĕри-тавра тимĕр карта тытнă, кăçал шкулăн тепĕр енне те çакăн пек илемлĕ картапа тытса çаврăннă.


Пĕлтĕр 95 пин тенкĕ тỹлесе ача-пăча вылямалли 2 площадка тунă. Укçа-тенкĕ тупăнсан, ку ĕçе малалла та тăсасшăн.


Çапах та Асанкасси-Пашьел-Чукал тăрăхĕнче пурăнакан халăхшăн питех те пысăк савăнăç - республика пĕлтерĕшлĕ 16 километр тăрăшшĕ çула тĕпрен юсама пуçăнни. Шăтăк-путăклă çул пурне те тарăхтарсах çитернĕччĕ, мĕн чухлĕ техника ваннине шутласа та кăлараймăн.


Эпир Асанкасси-Пашьел ялĕсем хушшинчи çула юсакансемпе курса калаçрăмăр, çак маттурсене фотоаппаратпа та ỹкерсе илтĕмĕр. "Рэмисс" ОООри участок пуçлăхĕ Александр Паликин çул тунă çĕрте 36 çын ĕçленине палăртрĕ. Объекта кăçалхи август уйăхĕнче вĕçлеме шутлаççĕ.


5. Хаçат-журнал вулăпăр  - ăслă-тăнлă пулăпăр


ĔÇЧЕН çынсене ял-йыш хисеплет, сума сăвать. Акă, Нина Ивановна Улюкина 1983 çултанпа ялти çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă, маларах икĕ çул Кивĕ Чукалта ĕçленĕ. Ăшă кăмăлĕшĕн, ваттипе - ватăлла, çамрăккипе - çамрăкла калаçмса пĕлнĕшĕн тав сăмахĕ сахал мар илтнĕ Нина Улюкина.


Почта ĕçĕн ветеранĕ кăçалхи майăн 4-мĕшĕнче тивĕçлĕ канăва кайнă. Апла пулин те килте ĕçлемесĕр лармасть вăл: Улюкинсем ĕнепе пушмак пăру тата пĕчĕк пăру, сыснасем усраççĕ, хур-кăвакал та картишне илем кỹрет. Нина Ивановна çурт умĕнчи пахчинче хитре чечексем çитĕнтерет.


Хальхи вăхăтра çыхăну уйрăмне Асастасия Можаева ертсе пырать. Хĕвел шевли кĕнĕ тейĕн почтăна: Анастасия клиентсене йăл! кулса кĕтсе илет те ăшă сăмахпа ăсатса ярать.


Наталия Старшинина, Антонина Корчакова, Любовь Белякова почтальонсем те хăйсен ĕçне тỹрĕ кăмăлпа туса пыраççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Пăчăрлă Пашьелпе Асанкасси ялĕсенче районта тухса тăракан "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат та лайăх сарăлать, юратнă хаçата кăçалхи иккĕмĕш çур çул валли çырăнакансем те йышлă.


- Мĕн килĕшет халăха хаçатра, мĕн килĕшмест? - интересленчĕ Наталия Ильина тĕп редактор.  - "Шăмăршă хыпарне" пурте юратса вулаççĕ, - терĕç почтальонсем пĕр саслăн.


- Мораль темипе ытларах çырсан тата та лайăх пулĕччĕ. -Çыхăну ĕçченĕсем район хаçачĕ ирттерекен конкурс пирки те лайăх пĕлеççĕ, халăха та ăнлантарса параççĕ. Тен, мотопăчкă выляса илме те пултарĕç çак ялсенче пурăнакансем? Телей кайăкĕ кунта вĕçсе килмĕ тесе калама çук.


"Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн Пăчăрлă Пашьелĕнчи лесничествипе пушарпа хими станцийĕ (ПХС) кунĕн-çĕрĕн сыхă тăрать.


- Эпир 12940 гектар вăрмана вут-кăвартан сыхлатпăр, - теççĕ кунта ĕçлекенсем. - Ял таврашĕнче пушар тухасран та сыхă тăратпăр. Пирĕн икĕ автомашина талăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче те пушар сỹнтерме хатĕр тăрать.


ТДТ-55 вăрман тракторĕ те плуг çаклатнă: енчен те пушар тухас пулсан вут çулне тарăн суха кассипе пỹлсе хурĕ. Вут-кăвартан сыхă тăни кирлех. Инкек-синкекрен Турă сыхлатăр та-ха, çапах хамăрăн та тимлĕ пулмалла.


6. Васкасах лартаççĕ çĕрулми


ИКĔ ялта та васкасах çĕрулми лартаççĕ. Тракторпа та, мотоблокпа та, лашапа та, кĕреçепе те ĕçлеççĕ.


- Пирĕн çĕрсем пĕр вăхăтра ĕлкĕрмеççĕ, йĕпе пахчасем те нумай, - терĕ Асанкассинчи Пантелей Филиппов ĕç ветеранĕ. - Çавăнпа та йышпа васка-васка ĕçлеме тивет. Эпĕ, акă, кашни çулах лашапа лартатăп çĕр улмине, кăçал та пахчана сухапуç кĕртрĕм.


- Вăй патăр! - терĕмĕр те çĕр ĕçченĕсене, тулли кăмăлпа килелле васкарăмăр. Тепре куриччен, Пасна хĕрринчи ялсенче пурăнакан ĕçчен те пултарулллă çынсем!


Ив.САЛАНДАЕВ.


Н.Ильина сăн ỹкерчекесем.

ФОТОРЕПОРТАЖ
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru