Çỹп-çап купи тавра çĕр тĕрлĕ калаçу

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-12-04 08:34:54 Версия для печати
ÇĔнĔ япала яланах тĕрлĕрен ыйту çуратать. Иртнĕ çулсенче ял территорийĕсем, вăрман тăрăхĕсем, улăх-çарансемпе çул хĕррисем тирпейсĕрленсе, тасамарланса, йăла каяшĕпе тата çỹп-çаппа тулса пыни çинчен нумай калаçаттăмăр. Йĕрке тăвассипе çыхăннă ыйтусене хамăр хаçатра та пĕрре кăна мар хускатнă. Хăш-пĕр чухне йĕркелĕхе тивĕçтерессипе вырăнсенче ырă улшăнусем палăркаланă пулин те, çав-çавах районта Шăмăршă ял тăрăхĕн территорийĕ нчи малтанхи кирпĕч завочĕн карьерĕ патĕнче йăла каяшĕн ятарлă полигонĕ пур çинчех, унта та кунта санкцилемен свалкăсем пулса тăратчĕç.
Вырăнта йĕрке пуласси хамăрăн йĕркелĕхрен, хамăрăн культура шайĕнчен килет пулин те, çỹп-çап, каяш ыйтăвне татса парассипе çĕр-шыв шайĕнчех тивĕçлĕ йышăну тумасăр та май килменни куçкĕретех.
Маларах асăннă çĕнĕлĕх тинех пурнăçа кĕме пуçларĕ. Çитес çулхи январь уйăхĕнчен тытăнса каяш ыйтăвне çĕр-шыв шайĕпех татса пама задача лартнă. Федерацин «Об отходах производства и потребления» саккунĕпе килĕшỹллĕн Раççей Федерацийĕн пур субъекчĕ те 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен йăла каяшне тиесе ăсатассин çĕнĕ системи çине куçса пыма тивĕç. Чăваш Республикинче саккунпа пăхнă çĕнĕлĕхсене кăçалхи октябрь уйăхĕнчен тытăнса пурнăçа кĕртме пуçларĕç. Пирĕн республикăра октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса коммуналлă хытă каяшпа çыхăннă пĕтĕм ĕç-хĕле, вăл шутра ăна вырăнсенче пухассине, тиесе турттарассине, сортлассине, утилизацилессине, сиенсĕрлетессине тата чавса чикессине регион операторĕ - «МВК «Экоцентр» ООО пурнăçлать. Асăннă организаципе çак ĕçсене 10 çул хушши пурнăçлама килĕшỹ тунă.
Çĕнĕлĕх каяша тиесе ăсатнăшăн унччен тỹлесе тăнисене те пырса тиврĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем унччен каяша тиесе ăсатнăшăн пурăнмалли çурт-йĕр услугисен шучĕпе хваттер лаптăкне кура тỹленĕ пулсан, халĕ каяша тиесе ăсатнине коммуналлă услугăсен шутне кĕртнĕ май, хваттерте пурăнакансен шутне кура тỹлес пулать. Çакă тĕрĕсех ĕнтĕ. Кашни хваттерте каяш мĕн чухлĕ пухăнасси лаптăкран мар, унта миçе çын пурăннинченех килет.
Çапла вара халĕ ял çыннисем те йăла каяшне тиесе ăсатнăшăн тỹлеме квитанцисем илме пуçларĕç. Квитанцисем килме тытăннипе пĕрлех редакцие те шăнкăравсем пĕрин хыççăн тепри килме тытăнчĕç. Акă Шăмăршă ял тăрăхĕнчен шăнкăрав. Ятне палăртмарĕ хăй. Ульяновск хулинче пурăнни пирки калать. Пропискăра та унтах тăрать. Йăла каяшĕшĕн те хулара тỹлет. Ялти çуртĕнче вара ватă амăшĕпе кукамăшĕ пурăннă иккен. Вĕсем тăватă çул каяллах çук ĕнтĕ. Анчах та 148 тенкĕ те 88 пус тỹлеме квитанци килсе выртнă имĕш. «Мĕнле япала ку? Камшăн тата мĕншĕн тỹлемелле!» - тет.
Ялсенче каяш пухмалли ятарлă вырăнсем çукки, контейнерсем вырнаçтарманни пирки те шăнкăравсем пулчĕç. Акă черетлĕ шăнкăрав. Пĕр арçын каллех телефон трубки витĕр хытă калаçать. «Укçине ыйтаççĕ, майĕсене кам туса парать. Контейнерсем йĕркелеме те ял çыннисен укçа пухмалла мар пулĕ те?» - тет. Кунсăр пуçне:«Манăн хуçалăхра çỹп-çап та, нимĕнле коммуналлă каяш та пухăнмасть. Тимĕр-тăмăрне пуçтараççĕ, çунаканни валли лаçра кăмака пур, çĕрекеннине тислĕк купи çине ăсататăп. Манăн каяш ăсатнăшăн мĕн-ма тỹлемелле?» - тесе ыйтаççĕ.
Çынсем шăнкăравланă чухне йăла каяшĕ валли ятарлă контейнерсем çукки, мĕншĕн квитанцисене «çук çынсемшĕн» те валеçни пирки те сăмах пуçараççĕ.
Çавна май вулакансен ыйтвĕсемпе район администрацийĕн строительство тата пурăнмаллли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕпе çыхăнтăм.
Кунта ăнлантарса панă тăрăх, йăла каяшне тиесе ăсатнăшăн тỹлессин йĕркине федераци саккунне тĕпе хурса йышăннă. Хальхи вăхăтра коммуналлă услугăсемшĕн пурте тỹлетпĕр. Вăл шутра газпа, шывпа, электроэнергипе усă курнăшăн. Йăла каяшне тиесе ăсатасси те халĕ çавăн пек коммуналлă услуга шутнех кĕрет. Çавăнпа та йăла каяшĕшĕн те ытти услугăшăн тỹленĕ пекех тỹлемелле пулать. Кашни хуçалăхра е хваттерте электроэнерги, газ, шыв мĕн чухлĕ расхутланине палăртма счетчиксем вырнаçтарнă. Ку услугăсемшĕн счетчик кăтартăвĕсене кура тỹлетпĕр. Пухăнакан каяша шута илсе пыракан счетчик вара хальлĕхе шутласа кăларман-ха.
Тата акă мĕн. Енчен те пурин те каяшшăн уйăхсерен тỹлесе тăмалла пулсан, мĕншĕн-ха ăна хăшĕ-пĕрин çынсем куриччен вăрттăн вăрман тăрăхне, улăх-çарана е çул хĕррине сĕтĕрсе аппаланас? Каяша урамри контейнера кайса пăрахма меллĕрех вĕт-ха. Апла пулсан санкцилемен свалкăсен шучĕ те ỹсме пăрахĕ, тавралăх та тасалса илемленме тытăнĕ. Ку вара хамăр валлиех. Çакна манар мар.
Районти строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕнче ĕçлекенсем каланă тăрăх, ялсенче тата урам хушшисенче йăла каяшне пухмалли ятарлă вырăнсем йĕркелесси, контейнерсем вырнаçтарасси ял тăрăхĕсен тивĕçĕ шутне кĕрет. Пурăна киле ялсенче каяш пухмалли ятарлă вырăнсем те, контейнерсем те пулаççĕ.Хальхи вăхăтра Шăмăршă ял тăрăхĕнче контейнерсем вырнаçтараççĕ те ĕнтĕ. Анчах та пĕтĕм ыйтăва ниепле те пĕр харăс татса пама май çук. Уйăрнă вырăнсенче контейнерсем вырнаçтарса париччен хальлĕхе йăла каяшне унчченхи пек михĕсене пухса хурсан тĕрĕсрех пулать. Михĕсене ăçта пухса купаламаллине те, хăçан тиесе каяссине те çынсене ял тăрăхĕн администрацийĕ маларах пĕлтерме тивĕç. Хаçатăн çитес номерĕнче, вулакансем ыйтнипе, ял тăрăхĕсенчи каяша хăш-хăш кун пуçтарас графике те пичете кăларăпăр.
Килĕрен, вăл шутра çынсем пурăнман çурт-йĕр адресĕпе те, йăла каяшĕшĕн тỹлеме квитанцисем килни те пĕтĕм ĕç йĕркеленсе, майлашăнса çитейменнипе çыхăннă. Ку е вăл уйрăм çуртра никам та пурăнманни унăн саккунлă харпăрçи çуккине пĕлтермест. Каяшшăн харпăрлăх хуçи тỹлеме тивĕç. Тỹлев сумми тарифа кура уйăхне пĕр çын пуçне 74 тенкĕ те 44 пуспа танлашать. Ку та хальлĕхе çапла. Тен, чăннипе каяш ялсенче мĕн чухлĕ пухăннине шута илсе ăна пĕчĕклетĕç те. Тỹлемелли суммăна çурт-йĕрте пурăнакан çынсен шутне тĕрĕс мар кăтартса палăртнă пулсан, ун пирки ял тăрăхĕнчен справка илсе регион операторĕ патне - «МВК «Экоцентр» ОООна ярса парас пулать. Çавăн пекех хăвăрăн ыйтупа 8 (8352) 70-92-27 телефонпа та шăнкăравлама пултаратăр.
Н.Ильина.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru