Çынна пулăшсан кăмăл çĕкленет

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-12-04 08:28:54 Версия для печати
Мульдияров.JPG
РАЙОНТА ăна пĕлмен, палламан çын çук пулĕ. Компьютер итлесшĕнех мар-и е интернет-çыхăну «чăхăмлать» - район администрацийĕнче ĕçлекенсем кăна мар, Шăмăршăра пурăнакансем пурте унран пулăшу ыйтаççĕ. Çавăнпа та кунĕпе пĕр канмасăр ĕçлет Александр Мульдияров.
Район администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен пай секторĕн заведующийĕ вăл. Кунта 4 çул ĕçлет. Маларах та çак енĕпех тăрăшнă: 1995-2004 çулсенче - Федераци казначействин Шăмăршăри уйрăмĕнчи информатизаци пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ, 2007-2014 çулсенче «Ростелеком» ОАО пĕрлешĕвĕн ЧР филиалĕн Шăмăршă районĕнчи интернет-ресурсĕсен ĕçченĕ.
2007 çулччен интернет организацисемпе учрежденисенче кăна пулнă пулсан, майĕпен цифра технологийĕн çыхăнăвĕ çемьесене те çитрĕ. Çĕнĕлĕх яланах темĕн тĕрлĕ ыйту çуратать. Компьютера пĕлсе пĕтереймессĕн туйăнатчĕ. «Ăçтан пурне те пĕлет-ши Александр Иванович?» - тесе тĕлĕнеттĕмĕр.
Яланах çĕннине пĕлесшĕн çунаканскер, хальхи вăхăт ыйтнине тивĕçтерекен технологисене хăй тĕллĕн вĕреннĕ вăл. Паллах, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче алла илнĕ «математика, информатика тата шутлав техники» специальность уншăн яланах шанчăклă никĕс пулнă (1986-1991 çулсем). Шăмăршăри вăтам шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă хыççăн тỹрех унта çул тытнă мал ĕмĕтлĕ çамрăк. Казначействăра ĕçленĕ çулсенче заочно майпа Шупашкарти финанспа экономика колледжĕнче пухнă пĕлỹ те тавра курăмне самаях ỹстернĕ. Такам хистенипе мар, хăйĕн чунĕ ыйтнипе вĕренет А.Мульдияров, кунран-кун пĕлĕвне тарăнлатса пырать. Çыннăн, çулне пăхмасăр, ĕмĕрĕпех малалла талпăнмалла, тăн-пуçа аталантармалла. Пĕр вырăнта тăма юрамасть. Çапла пурăнма хăнăхнă вăл. Амăшĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Олимпиада Александровна та, Семеновсемпе Мульдияровсен йăхĕнче кун курнă пур тăванĕ - пĕчĕкренпех çирĕп йĕркене хăнăхса çитĕннĕ, шкул хыççăн ятарлă пĕлỹ илсе малалла та ĕмĕрĕпех хăйсем тĕллĕн вĕренеççĕ. Александр Иванович та аслисенчен ырă тĕслĕх илнех ĕнтĕ.
- Ĕçри тивĕç те килĕшет, манпа пĕр çуртра тăрăшакансем те пурте лайăх çынсем, - яланхи пекех ăшă кăмăлпа калаçать Александр Иванович. - Ĕçе хаваспах çỹретĕп, кун иртнине те сисместĕп,- лăпкăн хуравлать вăл.
Компьютера витĕр курма-туйма пĕлекен ăста специалист хăçан та пулсан кăмăлсăр пулнине, кам-тăр ыйтнине хуравсăр е пулăшусăр хăварнине астăвать-ши? Çук пуль. Пурин кăмăлне те тивĕçтерме тăрăшать вăл, пурин патне те васкать. Учитель пек тĕплĕн, ансат чĕлхепе, тĕслĕхсемпе ăнлантарать. Ăçтан чăтăмлăх, вăхăт çитерет-ши?
Мăшăрĕпе, Ирина Геннадьевнăпа, икĕ ывăл çуратса ỹстернĕ вĕсем. Ывăлĕсем те иккĕшĕ те ашшĕн профессине суйласа илнĕ. Артем аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн Ульяновскра ĕçлесе пурăнать, Семен - студент, Ульяновскри патшалăх технологи университетĕнче 3-мĕш курсра инженер-программиста вĕренет.
Савăк кăмăлĕпе, ырă ĕçĕсемпе районĕпех ят-хисепе тивĕçнĕ сăпайлă Александр Иванович çак кунсенче 50 çул тултарать.
- 50 çул пирки икккĕмĕш хут 25 çула таврăнни теме те пулать вĕт-ха, - çулĕсене парăнасшăн мар шỹте юратакан юбиляр.
Шỹтлесе-кулсах акă вăл ФСКра шывра ишессипе ирттернĕ район ăмăртăвĕнче призер пулса тăнă. Гитара каласа юрлама юратать. Тата темĕн чухлĕ ăсталăх пĕр çынра. Кил-хуçалăхĕнче унăн алли пĕлмен ĕç çук теççĕ Александр Ивановича çывăх пĕлекенсем. Чăннипех те ылтăн алăллă, ылтăн чĕреллĕ вăл.
Эпир Сире тата нумай-нумай çавра çул кĕтсе илме, ырă чунăрпа малашне те пурне те пулăшса тăма çирĕп сывлăх, пурнăçра телей, ăнăçу сунатпăр!
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru