Нумай чĕлхе пĕлни лайăх-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-11-30 08:34:45 Версия для печати
IMG_9493.JPG
КĂÇАЛХИ вĕренỹ çулĕнче Шăмăршăри вăтам шкул ачисене иккĕмĕш ют чĕлхе вĕрентме тытăннă. Халлĕхе çак çĕнĕлĕхе 5-г класра вĕренекенсем çеç туяççĕ-ха. Вĕсем акăлчан чĕлхине тулли вĕреннисĕр пуçне эрнере 1 урок нимĕç чĕлхипе паллашаççĕ. Кунта ачасемпе, класа икĕ ушкăна пайласа, С.Жилкина тата Э.Азизова учительсем ĕçлеççĕ.
- Килес çултан 5-9 класра вĕренекенсем пурте 2-мĕш ют чĕлхе вĕренме пикенĕç, - тет Шăмăршăри вăтам шкул директорĕн вĕренỹ енĕпе ĕçлекен заместителĕ Е.Воронцова. - Çĕнĕ ФГОС (федераци патшалăх вĕрентỹ стандарчĕ) çирĕплетнĕ списокра ытти предметсемпе пĕр тан (сăмахран, вырăс чĕлхи, математика тата ытти те) 2-мĕш ют чĕлхе те пур. Ăна эпир Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹпе наука министерствин Çырăвĕпе (2018 çулхи майăн 17-мĕшĕнче тухнă) килĕшỹллĕн пурнăçлатпăр.
Тĕрлĕ шухăш çуратать çак çĕнĕлĕх. Кирлех-ши икĕ ют чĕлхе пĕлни? Кашнинех вĕренмелле-и ăна? Ашшĕ-амăшĕ хирĕçех те мар, анчах ачине вĕренме йывăр пуласран шикленет. Çапах та чылайăшĕ темиçе чĕлхе пĕлни пăсмасть тесе шутлать. Мĕн чухлĕ чĕлхе пĕлетĕн, çавăн чухлĕ ăс тесе ахаль каламаççĕ.
Акă ют чĕлхесен вĕрентекенне Эльза Витальевнăнах илер. Вăл Красноармейски районне кĕрекен Еншик Чуллă ялĕнче чăваш çемйинче чăвашла калаçса ỹснĕ. Вăтам шкула ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн Чăваш патшалăх институчĕн ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕнĕ. Унта 5 çул хушши нимĕç тата француз чĕлхисене шĕкĕлченĕ. Нимĕç чĕлхине шкултах питĕ кăмăлланăран, ăна тарăннăн вĕренме май пулнă. 1991 çулта аслă пĕлỹ дипломне илнĕскере направленипе Патирекри вăтам шкула ĕçлеме яраççĕ. Ялта тĕрлĕ наци çыннисем пурăннине кура, Эльза Витальевна часах тутарла калаçма хăнăхать. Кунта хваттер хуçи тутар хĕрарăмĕ пулни те пулăшать. Часах, çулталăкран, Тутар каччипе Альберт Азизовпа туслашса пĕр çемье çавăраççĕ.
Çапла унăн пурнăçĕнче 5-мĕш чĕлхе - тутар чĕлхи - яланлăхах вырăн тупать. Эльза Вита- льевна урокра - нимĕçле, килĕнче - тутарла, ял çыннисемпе чăвашла тата вырăсла калаçса пурăнма тытăнать.
2003 çулта районти пĕтĕм шкул акăлчан чĕлхи çине куçрĕ. Çакна маларах пĕлсе, Э.Азизова Республикăри вĕрентỹ институтĕнче икĕ çул хушши заочно майпа акăлчан чĕлхине вĕренет, алла иккĕмĕш диплом илет. Патирекри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта, пуçламăш шкул статусне иличченех, 10 çул ытла акăлчан чĕлхи урокĕсене ертсе пырать вăл.
Паянхи кун тĕлне 6 чĕлхепе калаçма пултарать пирĕн полиглот - нумай чĕлхе пĕлекен Эльза Витальевна. Çапах та тăван чĕлхе - чи çывăххи. Унпа вăл ашшĕпе, тăванĕсемпе калаçса киленет. Питĕ ачаш та çепĕççĕн янăрать чăваш чĕлхи вăл калаçнă чухне. Атте-анне чĕлхи пуринчен те хаклă, паллах.
- Малашне тата мĕнле чĕлхе вĕренме ĕмĕтленетĕр?- ыйтатăп урок тăхтавĕпе усă курса чĕлхе ăстинчен.
- Çакăнпа та çитет пулĕ, вăхăт çитереймесрен хăратăп, - йăл кулăпа хуравлать ют чĕлхесенучителĕ. - Халĕ акă нимĕç чĕлхипе ытларах ларатăп - ăна аса илмелле - 15 çул калаçманни ан сисĕнтĕр тетĕп, - каллех урока васкать вăл.
Азизовсен ачисем те - Гузель хĕрĕпе Минидин ывăлĕ - виçĕ чĕлхепе калаçса ỹснĕ. Хĕрĕ хулара вырăса качча тухнă - Никита мăнукĕ çитĕнет. Чăн-чăн интернационаллă çемье. Пĕрле пурăнакансен наци туйăмне хисеплекен пурин чĕлхине те пĕлме тăрăшать. Çакă ăс-тăна, культура шайне тата ытларах ỹстерет, аталантарать, теççĕ ăсчахсем. Эппин, май килнĕ таран тарăнлатар хамăрăн тавра курăма. Тăван чĕлхемĕртен те ютшăнар мар. Унта та халăх ăс-хакăлĕ, историйĕ, кун-çулĕ. Мĕн чухлĕ нумай пĕлетĕн, çавăн чухлĕ хăвна обществăра ирĕклĕрех туятăн.
Хăйĕн йăхĕнчен писекен çын мĕскĕн, сумсăр. Çакăн патне çитес марччĕ...
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru