Ĕçре хастар менеджерсем

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-11-30 08:21:46 Версия для печати
IMG_9503.JPG
РАÇÇЕЙ Сбербанкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн 8613/0451 номерлĕ хушма офисĕ Шăмăршăри Космовски урамĕнчи 36-мĕш çуртра вырнаçнă. Кунта кашни кунах çын татăлмасть - тỹлевсем, кредит таврашĕ валли килĕшỹ йĕркелесси, тĕрлĕ операципе укçа куçарасси - çак ĕçсене пурнăçлама унта çỹретпĕр. Тăтăшах çын йышлă пулсан та, килекенсене банк ĕçченĕсем хапăл туса йышăнаççĕ. Тĕлĕнетĕп, 5 сотрудник пĕтĕм район çыннине епле тивĕçтерсе ĕлкĕрет-ши?
Светлана Захаровапа Фания Басырова аслă менеджерсем кунта пĕр улшăнми 31 çул ĕçлеççĕ. Иккĕшĕ те пуян опытлă. Светлана Аркадьевнăн Олеся хĕрĕ те çак специальноçа суйласа илнĕ - Шупашкарти банкра тăрăшать. Ертсе пыракан менеджер Светлана Падиарова банк тытăмĕнче 20 çул ĕçлет. Ун патне уйрăмах аслă çулхи клиентсем тĕрлĕ ыйтупа пыраççĕ - пурне те тĕплĕ ăнлантарса парать, кашнинех пулăшма вăхăт та, чăтăмлăх та çитерет. Хальлĕхе пурте килте ларсах кĕсье телефонĕ урлă онлайн меслетпе е банкоматпа усă курма вĕренсе çитеймен-ха. Банк ĕçченĕсен пулăшăвĕ кунта питех те кирлĕ!
Татьяна Шамина тата Анастасия Митрофанова та - асăннă банк ĕçченĕсем. Вĕсем те пуринпе те яланах ăшă кăмăллă, тарават.
Эпир сире пурне те çывхарса килекен професси уявĕ ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçу сунатпăр!
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru