Хисеплĕ фельдшер, хăвăр та сывлăхпа çỹрĕр!

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-11-09 09:29:39 Версия для печати
байдеряково в номер 09.jpg
ПАТИРЕК ялĕн хисеплĕ гражданинĕ Валентина Федоровна Хорькова ĕнер 80 çул тултарчĕ. Çак хисепĕн çурри - шăпах 40 çул! - сывлăх сыхлавĕнче ирттернĕ çулсем. Çак хушăра мĕн чухлĕ çынна пĕрремĕш пулăшу парса вилĕмрен çăлса хăварнă, вăхăтра район больницине çитернĕ... Çĕр варри, кану е уяв кунĕ - ниме те пăхса тăман, ăçта чĕннĕ – унта васканă.
- Çунакан кăмакана пăрахса хăварни те, мунчаран типĕнмесĕрех тăхăннă-тăхăнман тухса чупни те темĕн чухлех пулнă. Сывлăх - чи хакли, çынна пĕр хутчен кăна пурнăç парнелеççĕ. Çакна эпир Канашри медицина училищинче вĕреннĕ чухнех ăнланса илнĕ, - сăпайлăн калаçать медицина ĕçĕн ветеранĕ.
Патăрьел районĕнчи Козловка ялĕнче йышлă çемьере çуралса ỹснĕ В.Артемьева (хĕр чухнехи хушамачĕ). Вăрçă умĕн çуралнисен ачалăхĕ йывăр та нушаллă иртни пуриншĕн те паллă. Çапах та тỹснĕ, пĕчĕкренех пур ĕçе те хутшăннă, шкулта та тăрăшса вĕреннĕ. Валентина та 7 класлă шкула «пиллĕк» паллăсемпе кăна пĕтернĕ хыççăн тỹрех Канашри медицина училищине çул тытнă.
Тăватă çул вĕреннĕ хыççăн «фельдшер-акушер» специальноç илнĕ хĕре 1957 çулта Тутар Сăкăт ялне ĕçлеме яраççĕ. Малтанах тутарла пĕлменни йывăрлăх кăларса тăратнă. Çур çул ĕçленĕ хыççăн ăнланма кăна мар, калаçма та вĕренсе çитет çамрăк фельдшерица. Çакă ăна каярах тĕрлĕ нациллĕ Патирекре те - кунта 1959 çулта Б.Хорьковпа пĕрлешсен пурăнма тытăнать вăл - питĕ пулăшать. Унти фельдшерпа акушер пунктне тĕрлĕ халăх çỹрет - кашнинпе хăйĕн наци чĕлхипе - чăвашла, вырăсла, тутарла - ирĕккĕн калаçма пултарни епле кăмăллă!
Унтанпа Патирек ялĕнче пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ, асфальт сарнă çулсем - васкавлă пулăшу машини самантрах хуть хăш урама та çитет. Иртнĕ ĕмĕрти 60-70-мĕш çулсенче ялтан тухса çỹреме питĕ кансĕр пулнă. Уйрăмах кĕркуннепе çуркунне, Хырла шывĕ сарăлнă вă- хăтра. Кĕпер пулманнипе пайтах нушаланнă ял халăхĕ. Патирекре халăх йышлă пурăннă - çулсерен 40-45-шер ача çуралнă. Ача-пăчана уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ. Пĕр канăç та пулман фельдшерицăна, 1989-1998 çулсенче пĕчченех медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерсе тăнă ял çыннисене яваплă Валентина Федоровна. Ахальтен мар ăна, ĕçченлĕхĕпе тăрăшулăхне хакласа, «РСФСР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» паллăпа чысланă. Ял-йыш хушшинче пархатарлă ĕçĕпе, ырă кăмăлĕпе тивĕçнĕ вăл çак чыса.
Халĕ ĕç ветеранĕ Борис Александрович мăшăрĕпе килĕнче иккĕн çеç пурăнаççĕ. Виçĕ ачи те çунатланса тăван йăваран вĕçсе кайнă: ывăлĕ Тольяттире тĕпленнĕ, аслă хĕрĕ çемйипе Америкăра пурăнать, кĕçĕн хĕрĕ çеç çывăхра - Шăмăршăра йăва çавăрнă, час-часах килсе çỹрет. Ултă мăнук, икĕ кĕçĕн мăнук вĕсен. Тăтăш шăнкăравласа тăраççĕ, тăван киле пуçтарăнаççĕ. Савăнаççĕ вĕсемпе ĕç ветеранĕсем - лайăх воспитани панă ачисене, кашнине тивĕçлĕ пĕлỹ илсе пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă.
Хисеплĕ Валентина Федоровна, эпир те Сире сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр!
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru