Таврăнаççĕ киле салтаксем

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-11-09 09:22:36 Версия для печати
IMG_9276.JPG
ХАÇАТ вулакансем «Шăмăршă хыпарĕн» кăçалхи февраль уйăхĕн 22-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ «Пирĕн ентешсем - маттур салтаксем» статьяна астăваççĕ пулĕ-ха. Унта Шăмăршă районĕнче çитĕннĕ 5 каччă - В.Гладков, В.Головин, К.Ефимов, Н.Нянин, Н.Самарин - Иваново хулинче тăракан сывлăшпа космос вăйĕсен (ВКС) çарĕнче службăра тăни çинчен пĕлтернĕччĕ. Тĕрĕссипе вара вĕсем улттăн та пулнă иккен - Шупашкарта пурăнакан Андрей Кузнецовăн ачалăхĕ те пирĕн районта иртнĕ - ашшĕ-амăшĕ Хайпăлара çуралса ỹснĕрен, унти аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патĕнчен тухма та пĕлмен вăл.
Çапла вара 2017 çулти кĕрхи призывпа службăна кайнă ултă ентеш пĕр чаçе лекни пурне те тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Халĕ акă вĕсем, иртнĕ эрнере çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн, сывлăхпа, тĕрĕс-тĕкел тăван килĕсене таврăнчĕç.
Акă вĕсем эпир чĕннипе тăваттăн пĕр харăс редакцие кĕрсе тăчĕç - яштака, тĕреклĕ, хавас кăмăллă.
Вĕсем улттăн пĕр чаçе лекнĕ, анчах та 3 уйăх учебкăра тăнă хыççăн Иваново хулинче Анат Чаткасри Н.Нянинпа Виçпỹрт Шăмăршă каччи В.Гладков иккĕн çеç тăрса юлнă. Малалла Н.Самарин (Кивĕ Шăмăршă) Тверь хулинче стрелок, каярах, кĕçĕн сержант званийĕ илнĕ хыççăн, отделени командирĕн тивĕçне пурнăçланă. Константин Ефимова (Ярăслав) Смоленск облаçне куçарнă.
Николай Нянинпа Валерий Гладков çар тивĕçне çулталăк хушши пĕр казармăра пĕр тăвансем пек пĕр-пĕрне пулăшса ирттернĕ. Вĕсен пурнăçĕнче пĕрпеклĕхсем те сахал мар: иккĕшĕ те ялти шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти колледжра вĕреннĕ, иккĕшĕ те тăрăшуллă, спортпа туслă, çирĕп йĕркене пăхăнма хăнăхнă. Çарта та вĕсем пĕр тивĕçех пурнăçланă - рота хуралĕнчи аслă химик. Мал ĕмĕтлĕ çамрăксем халĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлỹ илме тĕллев лартнă: Николай - экономика факультетĕнче, техник-программист дипломĕллĕ Валерий - компьютер енĕпе ăс пухасшăн. Строительство техникумĕнче ятарлă пĕлỹ илнĕ прораб-строитель Николай Самарин та университетра аслă пĕлỹ илесшĕн. Константин Ефимов йĕрке хуралĕнче пире канлĕхпе тата тăнăçлăхпа тивĕçтерсе тăрасшăн.
Çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн малашне мĕнле тĕллевсем тесе ыйтсан, Николай Нянин пурин ячĕпе те çапла хуравларĕ:
- Лайăх ĕç вырăнĕ пултăр тесен малалла та вĕренмелле. Кун хыççăн çемье çавăрма та вăхăт çывхарать.
Епле тĕрĕс сăмахсем, çунатлă ĕмĕтсем. Çамрăксем тĕллев лартма пĕлни, ăна пурнăçлассишĕн хăйсене хистесе малтан-мала ăнтăлни çав тери паха. Николай Нянин, сăмахран, çарта Раççей салтакĕн ятне çỹллĕ шайра тытнăшăн ырă сăмахсене кăна тивĕçнĕ. Унăн ашшĕ-амăшне - Леонид Николаевичпа Людмила Петровнăна - ывăлне лайăх воспитани парса çитĕнтернĕшĕн командовани Тав çырăвĕпе савăнтарнă. «Образцовой службой, самоотверженным ратным трудом Николай Нянин завоевал уважение и авторитет у командиров и товарищей», - тесе çырнă унта чаç командирĕ. Ашшĕ-амăшĕшĕн мĕн тери хаклă сăмахсем...
Республика тулашĕнче, аякра, чăвашлăх туйăмĕ тата вăйлăрах иккен. Çакна салтаксем те çирĕплетрĕç. Чăвашсемпе (пĕр районтисемпе кăна мар!) питĕ килĕштерсе, çирĕп туслăхра пурăнни çинчен пĕлтереççĕ вĕсем. Акă ноябрĕн 15-мĕшĕнче Иваново хулинче службăра тăнă чăваш каччисем тĕп хулара тĕл пулу ирттерме хатĕрленеççĕ. Ентешлĕх пурне те пĕрлештерет!
... Николай Леонидович тăван килне çартан 3 чĕрĕ чечек çыххи илсе çитернĕ: кĕрен роза букечĕ - амăшне, сарри - Настя аппăшне, тĕксĕм хĕрли - асламăшне. Кун пек чухне амăшĕ савăнăç куççульне епле тытса чарайтăр?
Тавах сире, çамрăксем, Тăван çĕр-шыва сыхлама хатĕр пулнăшăн, çар ретне тăма юрăхлă пулассишĕн пĕчĕкрен тăрăшнăшăн. Умри çулăр яланах çутă та такăр пултăр.
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru