Ай-хай купăс пурне те ташлаттарать...

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-11-09 09:13:19 Версия для печати
гармонисты.JPG
ПУЯНКАССИНЧИ Культура çуртĕнче иртнĕ эрнере Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа «Искусство каçĕ» мероприяти ирттертĕмĕр. Ăна купăсçăсен фестивалĕ пек йĕркелерĕмĕр. Пуянкасси ял тăрăхне кĕрекен ялсенчен пурĕ 15 купăсçă пуçтарăнчĕç. Вĕсенчен тăххăрăшĕ - Культура çурчĕ çумĕнчи кружока çỹрекен арçын ачасем. Çитĕннисенчен чи асли - Виçпỹрт Шăмăршăри 88 çулхи Илья Михайлович Петров пулчĕ. Вăл купăс каласа та, юрăсем юрласа та савăнтарчĕ. Чи кĕçĕннисем - Владислав Мресовпа Андрей Гордеев - 3-мĕш класра вĕренеççĕ. Аслăрах классенче пĕлỹ пухакан К.Антонов, М.Андреев, А.Борисов, П.Акимов, А.Тимошкин, Д.Никифоров, В.Пушкин та купăса çирĕппĕн тăсаççĕ, икĕ алăпа та выляççĕ. Ултă çулхи Полина Ухваркина вырăс халăх юррине балалайкăпа питĕ илемлĕ каласа кăтартрĕ.
Кахăрлă Шăхаль ялĕнчи Петр Петров, Пуянкассинчен Культура çурчĕн директорĕ, Виçпỹрт ялĕн вăйçи Федор Малов кĕвĕ хыççăн кĕвĕ шăрантарчĕç. Çĕпрел районне кĕрекен Куршанкă Шăхалĕнчен килнĕ хăнасем те - Борис Михайлов тата Николай Афанасьев - куракансен кăмăл-туйăмне çĕклентерчĕç, хаваслантарчĕç. Концерта çавăн пекех юрăçăсем те илем кỹрсе тăчĕç. «Аххаяс» фольклор ушкăнĕ, Кристина Андреевăпа Галина Афанасьева уйрăм солистсем çепĕç сассипе программăна пуянлатса тăчĕç. Кану каçĕнче çавăн пекех ноябрь уйăхĕнче çуралнă юбилярсене музыка саламĕ ятăмăр.
Çапла хаваслă иртрĕ Пуянкассинче искусство каçĕ.
Н.АНДРЕЕВ,
Пуянкассинчи Культура çурчĕн ертỹçи.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru