«Çăкăр ячĕ пултăр чи çỹлте!»

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-11-09 09:03:44 Версия для печати
IMG_9455.JPG
ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ пуриншĕн те питĕ пĕлтерĕшли каламасăрах паллă. Кашнин сĕтелĕ çинчи çăкăр - тыр-пул çитĕнтерекенсен ырми-канми ĕçĕпе пулнăскер. Çавна май Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне çуллен сумлă паллă туни чăннипех вырăнлă.
Шăмăршă районĕнче çак праçнике ноябрĕн 7-мĕшĕнче уявларĕç. Район администрацийĕн умĕнчи лапамра ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен(фермер) хуçалăхĕсем, уйрăм çынсем çу каçипе тар тăкса тунă продукцие сутрĕç. Аш-какай, пыл, сĕт-çу, пахча çимĕç, пулă, улма-çырла сĕнчĕç сутуçăсем ял хуçалăх ярмăрккине килнисене. Иртерех килнисем тырă-пулă, утă-улăм, тислĕк те туянчĕç.
Лапамра вĕр çĕнĕ ял хуçалăх техники те пурин куçне те илĕртсе тăчĕ. Анчах та вĕсене сутма илсе тухман. Виçĕ «Беларусь» трактор (хуçисем А.Юнкеров, О.Павлов, Ф.Рахматуллов фермерсем) тата Германире туса кăларнă трактор (хуçисем Карапай Шăмăршăри Ивановсем) епле савăнаççĕ ĕнтĕ хуçалăхра ĕçлеме туяннă çĕнĕ техникăшăн. Тракторсăр çĕр хуçи алăсăр пекех вĕт! Çапла пĕчĕккĕн пуянланса пырать ял ĕçченĕсен техника паркĕ.
Культура Керменĕ те уяв шавĕпе кĕрлесе тăчĕ. Фойере хăнасене Пуянкассинчи «Аххаяс» халăх фольклор ансамблĕпе Анат Чаткасри «Шурăмпуç» пултарулăх ушкăнĕ А.Андронов аккомпаниатор пулăшнипе чăваш халăх юррисемпе кĕтсе илчĕç. Куракансен залĕпе юнашарти пысăк пỹлĕмре - ял тăрăхĕсем хатĕрленĕ уяв сĕтелĕсем. Чăннипех пуян çав кĕркунне. Акă Васан ял тăрăхĕн сĕтелĕ çинче - сĕт-çуран хатĕрленĕ апат-çимĕç, тăварланă салă; пуянкассен - çĕнĕ, пысăк пахалăхлă тыр-пул сорчĕсем; Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн хĕл валли пĕçерсе хатĕрленĕ çырласем, маринадсем, пахча çимĕç вăлчи; Карапай Шăмăршăн тĕрлĕ сортлă çăкăр, кукăль- пỹремеч; кивчукалсен - пыл коллекцийĕ; чукалсен - хăнасене кĕтсе илме уяв сĕтелĕ - тин çеç пиçсе тухнă кăпăшка çăкăр тутлă шăршипе илĕртсе тăрать... Фермерсем те хăйсен çимĕçĕсене тăратнă. Сăмахран, А.А.Юнкеров, кăçал чи тухăçлă çĕр улми çитĕнтернĕскер, çĕнĕ йышши сортсемпе паллаштарать: Гранада, Мондео, Беллароза, Бриз... И.Севрюгин купă-ста, кавăн çĕнĕ сорчĕсене сĕнет. Ача сачĕсем те хутшăннă уява - Шăмăршăри «Аленушка», «Ромашка», «Сказка» ача-пăча учрежденийĕсем кĕрхи тĕксĕм куна илемлетсе, çут çанталăк пурлăхĕнчен тем тĕрлĕ капăр япала хатĕрленĕ. Районти тĕп библиотека тытăмĕн ĕçченĕсем ял хуçалăхĕнче усă курма кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ.
Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, район пуçлăхĕ Менир Хамдеев, Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Николай Косулин хутшăнчĕç.
Чăн малтан район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх тата экологи пайĕн ертỹçи О.Алексеев сăмах илчĕ, уява пухăннисене ăшшăн саламланă хыççăн кĕскен ял хуçалăхĕнчи ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ.
Олег Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, тĕпрен илсен, çанталăк условийĕсене пăхмасăр, çĕр ĕçченĕсем кăçал та япăх мар тухăç çитĕнтернĕ. Çак тĕллевпе хуçалăхсем районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ - 9826, çĕр улми - 155, сахăр чĕкĕнтĕрĕ - 406, хĕвел çаврăнăшĕ - 1301 гектар çинче акса тунă. Выльăх çими валли 4892 гектар çĕрпе усă курнă. Çапла вара кăçалхи çул пĕтĕмпе 17511 гектар çĕре ĕçе кĕртнĕ. Районĕпе пурĕ 16 тонна тыр-пул пухса кĕртнĕ, унăн тухăçĕ вăтамран 21 центнерпа танлашать. Çĕртме сухине - 6500, кĕрхи культурăсене - 3010 гектар çинче акса хăварнă. Кăçал районта пуçласа çĕнĕ культурăсем (соя – 120, рапс – 80 гектар çинче) акса ỹстерни те пĕлтерĕшлĕ. О.Алексеев 2019 çулта çĕр улми тата техника культурисен лаптăкне ỹстерме палăртни çинчен те пĕлтерчĕ.
Малалла район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов тухса калаçрĕ, залра ларакансене пурне те уяв ячĕпе саламларĕ,ĕçре ăнăçу сунчĕ.
- Ĕç кăтартăвĕсем мухтанмалăхах пулмасан та, малалла ĕçлес, ĕнерхи çитĕнỹсене çĕнетсе, ỹстерсе пырас туртăм тата та тухăçлăрах ĕçлеме хушать, - терĕ Владимир Васильевич. - Çĕнĕ сортсем, тĕрлĕ культурă акса çитĕнтерес енĕпе ытларах ĕçлĕпĕр. Çанталăк типĕ тăнипе 2 пин ытла гектар çĕр тухăç параймарĕ пулин те, эсир тар тăкса ĕçлени сая каймарĕ, - хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетрĕ районадминистрацийĕн пуçлăхĕ. Çак сăмахсем, чăн та, малашлăха шанчăклăн пăхма май параççĕ.
В.Денисов выльăх-чĕрлĕх хисепне ỹстерессишĕн малалла та тăрăшса ĕçлемеллине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра ĕнесен йышĕ 460 пуç шутланать. Ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 122 процент. О.А.Хлюкин ХФХра кашни ĕнерен - 5343 килограмм, Т.Г.Иванова ХФХра - 5172 килограмм сĕт суса илеççĕ. Çывăх вăхăтрах Г.Макаров фермер грантпа тивĕçнĕ 10 миллион тенкĕ укçапа 130 пуç ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ вите хута яма хатĕрленет. Пурнăç малаллах шăвать, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те аталансах пыраççĕ.
Çавăн пекех уявра район пуçлăхĕ М.Хамдеев, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Н.Косулин та ял ĕçченĕсене саламласа ăшă сăмахсем каларĕç, пархатарлă та йывăр ĕçĕсемшĕн тав турĕç.
Николай Косулин ял хуçалăхĕнчи сумлăĕçсемшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Дипломĕпе - О.Н.Хлюкин фермера, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе Г.Идрисована - «Россельхозбанк» управляющине - чысларĕ.
Шăмăршă район администрацийĕн Хисеп грамотипе ĕçре палăрнă тыр-пул çитĕнтерекенсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене наградăларĕç.
Уява малалла Культура Керменĕ тата ялти Культура çурчĕсем çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕ тăсрĕ.
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru