Чир çăмăлттайлăха каçармасть

Категория: Новости Опубликовано: 2021-09-20 14:21:11 Версия для печати
Коронавирус ыйтăвĕ çав-çавах çивĕч. Юлашки эрне хушшинче кăна районта 30 çын чирленĕ. Вунă пациент сывалнă. Вилнисем çук, çакă пире савăнтарать. Кунсерен вăтамран тăватшар çын вирус çаклатать.

2020-2021 çулсенчи кăтарту тăрăх, ковид тыткăнне пурĕ 689 (çав шутра кăçал _ 480) çын лекнĕ. Сывалнисен хисепĕ пурĕ _ 620 (çав шутра кăçалхи _ 417). Пурнăçран уйрăлса кайнисен шучĕ _ 24 (çав шутра кăçалхи _ 18). Ку цифрăсем коронавирус вăйланса пынине çирĕплетеççĕ.

Вакцинаци витĕр тухакансен шучĕ ỹснине палăртмалла. Ку çынсен ăнланулăхĕпе çыхăннă. Пĕтĕмпе 3071 çын прививка тутарнă, çав шутра ревакцинаци тутарнисем _ 122. Ку шутра 60 çултан иртнисем _ 1092, çак ỹсĕмри çынсенчен 48-шĕ ревакцинаци тутарма килĕшнĕ.

Район çыннисене асăрхануллăрах пулма хистес килет. Те хăнăхрăмăр ку хăрушă амака _ сыхлăх пирки нумайăшĕ "манса кайни" сисĕнет. Хамăра хамăр упрамасан никам та пире сыхласа хăвараймĕ.

И.А.Смирнова, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин "Шăмăршă район больници" бюджет учрежденийĕн тĕп врачĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru