«Пĕр тĕрлеме ларать те, тĕрри шăрçа пек пулать...»

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-11-02 09:00:23 Версия для печати
DSCN5208.JPG
ТĔЛĔНМЕЛЛЕ пултаруллă çын вăл. 77-ри пуçĕпе тепĕр çамрăкран та правурлăхĕпе ирттерет. Шав ĕçлĕ: е пахчара, е кил хушшинче тăрмашать... Пỹртре те ахаль лармасть. Кỹршĕ-аршă е тăван-пĕтен пысăк ĕç хускатсан, чĕннĕ-чĕнмен вĕсем патне васкать. Утса мар, вĕçсе çỹрет тейĕн. Пур çĕре те çитет, пур ĕçе те ĕлкĕрет. Кашнинпех пĕр чĕлхе тупать, кирек кама та хавхалану кỹрет. Кал-кал ĕçĕ - пуриншĕн те ырă тĕслĕх.
Çакăн пек вăл Палтиелĕнчи Людмила Егоровна Борисова. Эппин, çывăхрах паллашар-ха унпа.
...Çут тĕнчене Люда 1941 çулхине килнĕ. Стратилатовсен çемйинче иккĕмĕш ача пулнă. Ашшĕ Егор Ильич - тăван колхоз фермин заведующийĕнче, амăшĕ Анна Егоровна унта выльăх пăхаканра тăрăшнă.
Аслă Аттелĕх вăрçи пуçлансан Е.И.Стратилатова фронта янă. Вăл унтан таврăнайман. Мăшăрĕ вара Игорь ывăлĕпе Людмила хĕрне пĕчченех ура çине тăратнă.
Пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхнĕ çурма тăлăх хĕр: ал ĕç тунă, килте тирпейленĕ... Тăван Палтиел вăтам шкулĕнче 10 класс пĕтереймесĕрех Улатăр районĕнчи Киря вăрманне касма кайнă. Çап-çамрăкскере «пăхсан çĕлĕк ỹкмелле» çỹллĕ йывăçсене касса йăвантарма (ал вĕççĕн тата!) пачах та çăмăл пулман.
Тыр çи вăхăтĕнче комбайнерсене апат çитернĕ вăл.
1961 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Палтиел вăтам шкулĕнче техслужащире тимленĕ. Хам та кунта ĕçленĕрен, Людмила Егоровна ĕçе тĕплĕ те тирпейлĕ тунинчен тĕлĕнеттĕм. Пенсире пулин те, Уруков ячĕллĕ хуçалăхăн йĕтемĕ çинче тырă тасатса тирпейленĕ, хирте чĕкĕнтĕр çумланă-кăларнă. Кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнче те тыр çинче тар тăкнă. Килти хушма хуçалăха аталантарма, ĕçшĕн тивĕçнĕ тырра машини-машинипе кỹрсе килнĕ.
Мăшăрĕпе Геннадийпе (йывăр тăпри çăмăл пултăр) икĕ ывăл çуратса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă Людмила Егоровна. Вĕсем те çав тери ĕçчен. Çемьеллĕ, ача-пăчаллă; мăнуксем те пур.
Кĕçĕннипе Валерипе тата ун çемйипе пурăнать халь Люда аппа. Юратупа килĕшỹ хуçаланать Борисовсен килĕнче. Хуçисем тарават: килнĕ çынна нихçан та çăкăр-тăварсăр кăларса ямаççĕ. Хăйсен аллипе лартнă кермен пек çуртĕнче хăтлă та илемлĕ. Картиш тулли - выльăх-чĕрлĕх, пахча тулли - тĕрлĕ çимĕç.
Арçынсене - ывăлĕпе Дмитрий мăнукне - водитель династийĕ çывăхлатать. Сăмах май, Людмила Егоровнăн тетĕшĕ, мăшăрĕ таврари паллă шофер пулнă; аслă ывăлĕ Владимир та вĕсен çулнех суйласа илнĕ.
Хунямăшĕпе Ирина кинне, Маринăпа Валентина мăнукĕсене ал ĕç ăсталăхĕ пĕр тĕвве çыхнă. Хĕрсем-хĕрарăмсем тем тĕрлĕ япала та çыхаççĕ: кофта-юбка, косынка, алса-чăлха... Людмила Егоровна кĕл чечек, савăт айне хумалли салфетка, сĕтел-пуканпа урай сарри ăста çыхать. Хăй арласа пĕтĕрнĕ сурăх çăмĕн çиппине те, пасарта-магазинта туяннăскерпе те усă курать вăл. Эрешне хăех шутласа кăларать. Тĕссен çураçулăхĕ, шăрçа пек тикĕс куçсем маçтăр ĕçне яр-уççăн кăтартаççĕ. Илемлĕ, чуна тыткăнламалла илĕртỹллĕ!
Тĕрлеме те юратать Людмила Егоровна. Çамрăкрах чухне мулинепе е кивĕ тумтире сỹтсе тунă çиппе чỹречепе алăк, тур ум каррисем тĕрлетчĕ. Стена çине çакмалли кавир те тăватчĕ. Михĕ çĕлемелли материал çине хĕреслĕ канвапа хăмăт йĕппипе тата шăтарса тĕрлемелли крючок-йĕппе куçаратчĕ. «Мăшăрăмпа ывăлсем машина кабинине çакатчĕç кавирсене. Кил ăшши-хăтлăхĕ вĕсене çул çинче упранах ĕнтĕ», - пуплет пански çыхнă май Л.Борисова.
Минтер питне хĕреслĕ канвапа та, тултарса та тĕрлет пенсионерка.
Борисовсен килне кĕрсен кирек кам та хăйне çут çанталăк ытамĕнчи пек туйĕ. Чỹрече çинче, урайĕнче ỹсекеннисемпе юнашар пур çĕрте те «чун кĕртнĕ» «чечексем» - Людмила Егоровнăн ывăна пĕлмен алли ăсталанă эрешсем. Кил-çурта хăтлăх кỹме, килен-каяна пĕр шелсĕр парнелеме тĕрлет-çыхать вĕсене илем хуçи. Сăмах май, Л.Е.Борисова ăстан ал ĕç выставкине ял, район шайĕнчи уявсенче тăтăшах йĕркелеççĕ. Ăсталăхне куракан та, жюри те пысăк хак параççĕ.
«Канăçлăха ал ĕçĕнче куратăп», - тет илем тĕнчине чунтан парăннă ăста.
Зинаида СВЕКЛОВА,
Палтиел ялĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru