Чăн-чăн ал ĕç ăсти - хамăр хушăра

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-11-02 08:36:10 Версия для печати
катя.jpg
ШĂМĂРШĂРИ тĕп библиотекăра - ал ĕç куравĕ. Екатерина Жолобова çекĕлпе çыхса ăсталанă тумтир, капăрлатмалли япаласем - пỹлĕм тулли илем! Мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ çакăн чухлĕ ĕçе алăпа ăсталама! «Маçтăр ĕмĕрĕпе пуçтарнă ĕнтĕ çак тупрана», - теме пултарĕç ăна пĕлменнисем. «Тивĕçлĕ канура пуль-ха, пушă вăхăтне усăллă ирттерет ав, куçĕ çивĕч пулмалла», - теççĕ пуль теприсем. Чăннипе вара Екатерина (Катюша тесе чĕнетпĕр ăна хамăр хушăра) - нумаях пулмасть 28 çул тултарнă илемлĕ çамрăк хĕрарăм.
Кичемленсе ларма вăхăчĕ çук унăн - мăшăрĕ, 2 ачи тата кашни кун ĕçе каймалла - «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕнче дизайнер, верстка операторĕ вăл. Аслă хĕрĕ Ксюша 1-мĕш класра вĕренет - ăна уроксем тума пулăшасси те сахал мар вăхăт илет. Кĕçĕнни - виçĕ çулхи Кристина - садике çỹрет. Унпа вылямалла, уçăлса çỹремелле, юмах кĕнеки вуламалла... Хĕрарăмăн куçа курăнман ĕçĕ те вĕçĕ-хĕррисĕр: апат-çимĕç хатĕрлесси, кил-çурта тирпей-илем, тасалăх кỹресси, тата çулла пахча çимĕç çитĕнтерет... Çапах та чун киленĕçĕ валли вăхăт тупатех Екатерина. Унăн алли тахăш самантра мĕн те пулин ăсталатех: çỹçе хĕстермелли чечек евĕр заколка е бантик, пỹлĕмре çỹремелли тапăчкă е карçинкка. Карçинккине хăваран авса тăвать тетĕр пуль-ха. Çук çав, пăхсан кăна çапла курăнать. Хутран ПВА клейпа хытарса ăсталать ăна, авăрне тĕрлĕ шăрçа таврашĕпе капăрлатать - илемлĕ те, çирĕп те.
Çекĕлпе ăна чăн малтан амăшĕ паллаштарнă, çипрен куçсем (петли) тума хăнăхтарнă. Çыхма вара Кивĕ Чукалти ачалăхĕнчи кỹршĕ - ватă кинеми Лидия Денисова вĕрентнĕ. Пĕрремĕш ал ĕçĕ - симĕс салфетка - Лидя аккăшĕ пулăшнипе пулса тухнă. Ун çумне çулла хĕрсем тăхăнакан шăтăклă майка хутшăннă... Çапла пĕрин хыççăн теприне пуçăнса пăхать пĕве кĕме тытăннă хĕр - çак ĕç интереслĕ те илĕртỹллĕ пулнине туять вăл, тата çĕннине вĕренес килет унăн, урăх ỹкерчĕклине, тĕслĕ çипсемпе илемлетсе...
Катя Петровăн (хĕр чухнехи хушамачĕ) диплом çинчи специальноçĕ - аслă пĕлỹллĕ юрист. Çак профессипе ун тĕлне ĕç тупăнман. Çут çанталăк панă илем туртăмĕ пулăшнипе вара дизайнер специальноçне хăй тĕллĕн алла илнĕ - 4 çул ĕнтĕ çак ĕçре тăрăшать. Калас пулать, тивĕçне юратса, творчество пултарулăхĕпе анлă усă курса пурнăçлать Екатерина Ивановна. Материалсене художник куçĕпе пăхса вырнаçтарать вăл хаçата. Алли - вăр-вар, çыпăçуллă, тăн-пуçĕ çивĕч, илем курăмлăхĕ - вĕçĕ-хĕррисĕр.
Е.Жолобовăн ал ĕç куравĕнчен куçа илейместĕп: хĕр ачисене валли çекĕлпе (крючокпа) çыхнă жилетсем, юбкăсем, кофтăсем, сарафансем, тутăрсем, шарфсем... Унтах хĕвелтен сыхланмалли тем тĕрлĕ илемлĕ шĕлепкесемпе косынкăсем... Тин çуралнă ача валли те пур: кĕпе, пинетка, чепчик, чăлхаллă йĕм (ползунки)... Çĕлесе мар, çекĕлпе çыхса хатĕрлеме те пулать иккен вĕсене! Тепĕр сĕтел çинче пĕтĕмпех теттесем: пуканесем, йытă, лаша, жираф, павлин, дикобраз... Унтах тĕреклĕ хăюсенчен çыхса ăсталанă рюкзаксем, тĕрлĕ размерлă сумкăсем, вĕт шăрçапа (бисер) илемлетнĕ савăт-сапа (витре, ваза, шкатулка) тата ытти те. Сăн-питне тата çи-пуçне те питĕ килĕшỹллĕ илемлетме пĕлет вăл - вĕт шăрçапа усă курса хăлха çакки, мăй шăрçи (бусы), мăй çыххи (ожерелье), галстук, алă сули (браслет) ăсталать. Ăçтан вĕренет-ши? Ытларахăшĕ - интернет урлă шыраса тупнисем. Маларах ятарлă журналсем, кĕнекесем туяннă.
- Пĕр тĕрлĕ эреше, ỹкерчĕке тепĕр хут тăваймастăп. Тепĕр япала çыхма тытăнсан ун валли çĕнĕ ỹкерчĕк шыраса тупатăпах. Çапла яланах çĕнетсе пыратăп ĕçсене. Çекĕлпе тем çыхма та пулать. Эпĕ акă кĕçĕн хĕре, çуралсанах, хам çыхса хатĕрленĕ япаласем тăхăнтартма тытăнтăм. Аслипе декрет отпускĕ вăхăтĕнче çыхнисем те пулнă-ха ĕнтĕ. Çыхас туртăм аннерен куçнă пуль тесе шутлатăп. Вăл çекĕлпе кăна мар, ятарлă йĕпсемпе те тем те çыхать. Кăçал Кивĕ Чукал ял праçникĕнче уйрăм курав йĕркелемелĕх те пухăнса кайнă ав. Пĕр кун та çыхмасăр тăраймасть вăл. Халĕ хăйĕн мăнукĕсем валли кăна мар, ытти тăванĕсен мăнукĕсем валли те калпаксем, шарфсем, алсишсем хитрелетсе ăсталать.
Çамрăксем те чăваш халăх ал ĕç культурине асанне-кукамайсенчен, анне-аппасенчен вĕренсе пыни çав тери кăмăллă. Чăваш хĕрарăмĕ тумтире ĕмĕрех хăйĕн аллипе ăсталанă. Халĕ те, лавккара тата пасарта тем тĕрлĕ çи-пуç туянма май пулсан та, çак йăла-йĕркене малалла тăсса пыракансем пурри çав тери савăнтарать.
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru