Хисеп ĕçченлĕхпе, ырă кăмăлпа килет

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-10-26 08:40:27 Версия для печати
Воробьева.JPG
Тури Чаткасри О.Г.Воробьева çак уйăхра 70 çул тултарчĕ. Юбиляра Анат Чаткасра модельлĕ клуб уçнă чух пĕтĕм çын умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.В.Денисов Грамотăпа чысларĕ, асăнмалăх парне пачĕ. Владимир Васильевич юбиляра ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕ, çамрăксене унран ырă тĕслĕх илме чĕнсе каларĕ. Халăх умĕнче çакăн пек хисеп туни ахальтен мар, паллах. Ольга Георгиевна - ырми-канми ĕçпе, пархатарлă пурнăç йĕркипе ят-сум çĕнсе илнĕ хĕрарăм.
... Ĕç - пурнăç никĕсĕ иккенне Оля ачаранах ăнланнă. Амăшĕ Мария Васильевна, ашшĕ Георгий Матвеевич «Восход» колхозăн хастар колхозникĕсем пулнă. Пĕчĕкренех çĕр ĕçĕн «тутине» «ас тивнĕ» О.Степанова. Уйрăмах килти выльăх-чĕрлĕхе юратса пăхнă.
Анат Чаткасри 8 çул вĕренмелли шкулта, Палтиел вăтам шкулĕнче ăс пухнă хыççăн тỹрех, 1966 çулта, «Восход» хуçалăхăн 2-бригада ферминче ĕçе кỹлĕннĕ. Малтанласа телятницăра тăрăшнă çамрăк хĕр. Каярахпа явăплăскере сысна ферминче ĕçлеме сĕннĕ. Кунта 2003 çулччен, тивĕçлĕ канăва тухиччен, вăй хунă Степанова-Воробьева.
«Вун ултшар ама пăхаттăм, вĕсен çумне пĕр çурлаканнине паратчĕç, - тет ĕç ветеранĕ аса илỹ çăмхине сỹтнĕ май. - Пĕр-пĕр амаран 18-20 çура илеттĕм...»
Çăвăрлакан выльăх - «йывăр çын» хĕрарăм пекех. Ăна пысăк тимлĕх кирлĕ: вăхăтра апат памалла, уçăлтармалла, айне таса тытмалла... Кăвак çутăллах, 4 сехетре тăрса, фермăна васканă Ольга Георгиевна. Чухчухсене ачашла-ачашла пăхнă. Савăнмалли те, пăшăрханмалли те пулнă, паллах. Выльăха юратни темле йывăрлăха та çĕнме пулăшнă. Ун чухнехи алă вĕççĕн тумалли ĕç çине мĕн чухлĕ вăй-хал, тар тăкнине вăл хăй çеç пĕлет.
Çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тунă социализмла ăмăртура пиçĕхнĕ свинарка. 1-бригадăри Галина Гавриловна Хрисановапа, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕпе, ăмăртнă. Хăйĕнчен кĕçĕнрех сысна пăхаканпа Елена Кузьминапа питĕ килĕштерсе ĕçленĕ. «Районти чи лайăх свинарка» ята çĕнсе илнĕ. Район, республика шайĕнчи грамотăсемпе, хаклă парнесемпе наградăланă ĕç маякне. Пысăк кăтартусемшĕн ВДНХн медальне тивĕçнĕ вăл. Ольга Георгиевна Воробьева - КПСС XXVI-съезчĕн делегачĕ. Хастарлăхне кура О.Г.Воробьевăна темиçе хутчен те район Совечĕн депутатне, ЧАССР парти обкомĕн членне суйланă.
Çак ят-сума тивĕçни - чаткассемшĕн те, район çыннисемшĕн те - пысăк чыс!
Паллах, юратнă мăшăрĕ Валерий Григорьевич, «Восходăн» ăста электрикĕ, юнашар пулни - ĕçпе те, канашпа та пулăшни - хĕрарăма яланах хавхалану, тĕрек кỹнĕ...
Воробьевсем пĕр çăвартан, килĕштерсе, пур ĕçе те пĕрле тăваççĕ. Валерий Григорьевич амăшне (вăл 92-ччен пурăнчĕ) тата мăн аккăшне (100 çула кайсан вилчĕ) вĕсем чунтан юратса-хисеплесе пăхрĕç. Ахальтен вăрăм ĕмĕрлĕ пулман ĕнтĕ аслă ăрури çывăх çыннисем.
Хисеп ĕçченлĕхпе тата ырă кăмăлпа килет теççĕ. Çак сăмахсен чăнлăхĕ Ольга Георгиевнăн пархатарлă пурнăçĕпе çыхăнни куçкĕретех.
Зинаида ВОРОБЬЕВА,
Тури Чаткас ялĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru