Çемье ăшши – чун ăшши

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-10-26 08:36:13 Версия для печати
IMG_9021.JPG
«Ватта сума сăвакан, хăй те ырă куракан».
(Ваттисен сăмахĕ).
ПУЯНКАССИНЧИ Виталий Николаевичпа Лидия Петровна Антоновсем иккĕшĕ те пĕр ял тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ. Кахăрлă çырми кăна уйăрса тăнă вĕсене. Çемье пуçĕ мăшăрĕнчен çичĕ çул аслăрах пулсан та, вăрçă хыççăнхи йывăр çулсене пĕр пекех тỹссе ирттернĕ вĕсем.
Виталий Антонов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланас умĕн, 1940 çулхи кĕркунне çуралнă. Ашшĕне ас тумасть - кĕçĕн ывăлĕ 11 уйăхра чухне вăрçа илсе каяççĕ. Çапла 3 ывăлĕпе хĕрĕпе, мăшăрĕпе ĕмĕрлĕхех сыв пуллашнă 35 çулхи Николай Степанович. Воронеж çывăхĕнчи çапăçура куçне хупасса чунĕ сиснĕ пулмалла çав...
Лидия Юмановăн (хĕр чухнехи хушамачĕ) ашшĕ те Тăван çĕршыва фашистсенчен ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăннă. Телее, вăл килне, йывăр аманнă пулсан та, сывă таврăннă. Кĕçĕн лейтенант Петр Константинович (1921-2001), Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕ, Анна Тимофеевнапа (1923-2010) çемье çавăрса, 9 ача çуратса ỹстернĕ. Лидия хĕрĕ, чи асли пулнăран, ашшĕ-амăшне ултă шăллĕпе икĕ йăмăкне пăхса ỹстерме пулăшнă.
Пысăк çемьере çитĕннĕрен-и (аслашшĕпе асламăшĕпе пĕрле пĕр кил-çуртра вун виççĕн пурăннă!), пĕчĕкренех аслă ăру çыннисемпе килĕштерсе пурăнма вĕренсе ỹснĕ вăл.
- Атте-анне асаннепе те, асаттепе те яланах килĕштерсе пурăннă. Çемьере пĕр-пĕринпе сасса хăпартса калаçнине нихăçан та илтмен. Аттепе анне иртен пуçласа каçчен колхозра тăрăшнă, пире асанне Евдокия Семеновна (1888-1976 çç) пăхса ỹстернĕ теме те пулать. Шкултан вĕри яшкапа кĕтсе илетчĕ, çитĕнсен каçхине урамран кĕнĕ çĕре сĕтел çине сĕтпе çăкăр лартатчĕ. Пирĕн пата 2-мĕш сыпăкри тăвансем час-час килсе çỹретчĕç. Вĕсене асанне яланах ăшшăн кĕтсе илетчĕ, каç выртмасăр та ямастчĕ. Пурин валли те кравать çитменнипе урайне матрас, тỹшек сарса паратчĕ. Çамрăксем пурте урамран кĕрсе пĕтмесĕр те çывăрмастчĕ. Хăнасене килĕсене кайнă чухне яланах кучченеç парса яратчĕ.
Асатте вара пире шкулта лайăх вĕренме хистетчĕ. Сĕм-суккăрланнă пулсан та, киле панă ĕçсене вулаттаратчĕ, ăсра шутлама хăнăхтаратчĕ. Пĕр ĕçкĕ-çикĕрен те хăварман ăна, малтан асанне, каярах анне хăнана çавăтса пĕрле илсе çỹретчĕç. Киле аякран таврăнакан чăн малтан асаттене кучченеçпе сăйланă. Укçа-тенкĕ те ун аллинче пулнă. Çапла хисеплесе, йăпатса тăнă ăна çемйипех. Кулянма паман аслисем, вĕсене кура эпир те - çамрăксем, - аса илет ачалăхне Лидия Петровна.
- Чăннипех те ватăсем çул кăтартса тăраççĕ пире. Мĕн чухлĕ ăшă кăмăл, ачисемпе мăнукĕсене ырă сунни вĕсенче! Асанне каланă сăмахсем халĕ те асрах. Сăмахран, çаксем: «Çын сана усал тусан та, ăна ырăпа тавăрма тăрăшмалла», «Çиччĕ виçсе пĕрре касмалла», «Тăван тăварпа пиçнĕ», «Çапма пĕлмен пушă хăвна пырса тивет» тата ытти те. Вĕсенчен вĕренмелли паян кун та питĕ нумай, - малалла тăсать аса илĕвне ĕç ветеранĕ, халĕ ĕнтĕ хăй те 5 мăнукăн асламăшĕ-кукамăшĕ.
Виталий Николаевичăн амăшĕ пулас кинĕ камне пĕлсен савăннă теççĕ. Кинĕ ватăсемпе килĕшỹллĕ пурăнакан çемьерен пулни ăна малашлăха шанчăкпа пăхма май панă. Çакă чăн та пурнăçра çапла пулса тухать. Аслисен тĕслĕхĕ кĕçĕннисене сыпăкран сыпăка куçса пырать. Акă, Виталий Николаевичпа Лидия Петровна 51 çул пĕр çемьере, пĕр сукмакпа алла-аллăн тытăнса утаççĕ. Ваттисен пилне асра тытса, пĕр-пĕрне юратса, ăнланса, пулăшса тăраççĕ ял-йыш хисепне тивĕçнĕ Антоновсем. Ачисем те ĕçчен, сăпайлă, тараватлă. Паянхи кун пысăк та хăтлă кермен çуртра 3 сыпăк шăкăл-шăкăл калаçса пурăнать: асаттепе асанне, Коля ывăлĕ мăшăрĕпе, 3 мăнукĕ. Аслă мăнукĕ Николай (ăна мăн аслашшĕ ятне панă) аслă пĕлỹллĕ ĕнтĕ. Владислав - университет студенчĕ. Кĕçĕн мăнукĕ Костя 5-мĕш класра вĕренет. Вĕсем пĕчĕкренпех ĕçе, тирпейлĕхе хăнăхса ỹсеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхма-и, пахча çимĕç çитĕнтерме е утă-улăм хатĕрлеме - яланах пурте пĕрле тухаççĕ.
Кỹршĕре Анисия хĕрĕ (ăна асламăшĕн ятне панă) хăйĕн çемйипе пурăнать - Димăпа Виолетта та кукамăшĕпе кукашшĕне чунтан юратаççĕ. Хуларан килсенех вĕсене курма васкаççĕ - яланхи пекех питĕ çывăх вĕсем те ватăсемпе. Тĕрĕссипе, ватă тесе калас та килмест Антоновсем пирки. Сăн- сăпачĕпе те, чунĕпе те çамрăк вĕсем. Кунĕпе кил хушшинче тăрмашаççĕ, кил- çурта тирпейлеççĕ, кĕçĕн мăнукне шкултан кĕтсе илеççĕ. Кăçал Костя уроксем хыççăн ялти клуба купăс калама çỹрет - аслашшĕ пек ăста гармонист пуласшăн. Виталий Николаевич «Чайка» купăсне тăсса ярса ташă кĕввисем калама тытăнсан сакăр теçеткене çывхаракан ĕç ветеранĕн çулĕсем таçта кайса çухалаççĕ - çăп-çăмăллăн выляççĕ-ха ĕçре пиçĕхнĕ аллисем, кĕвĕ хыççăн кĕвĕ шăрантараççĕ.
- Халь пỹрнесем унчченхи пекех итлесшĕн мар çав, хытса пыраççĕ. Çамрăк чухне улах сăринче, хĕр сăринче икшер сутка купăса алăран яман. Туй-çĕнĕ хăта таврашĕсене шута та хуман,- тет Виталий Николаевич.
71 çулхи Лидия Петровна тивĕçлĕ канăва тухнăранпах ялти Ваттисен канашне ертсе пырать, пенсионерсен канăвне интереслĕ ирттерессишĕн тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет. Пур тивĕçе те, çав шутра обществăлла ĕçсене те, пысăк яваплăхпа пурнăçлама хăнăхнă вăл. Çепĕç чунлă хĕрарăм чун-чĕре ăшшипе, сăпайлăхĕпе кашнинех хăй патне илĕртсе тăрать. Ырă-ырă туйăмсем çуралаççĕ унпа курса калаçнă хыççăн.
... Вĕсен кил-çурчĕ çулталăк тăрăшшĕпех чечек ăшĕнче ларать. Хĕл кунĕсенче пỹлĕмри чечексем илем кỹрсе тăраççĕ. Вĕсем кашни чỹрече ани çинчех, урайĕнче те пысăк чỹлмексемпе пире илĕртсе тăраççĕ. Хăнасене алкумĕнченех тĕрлĕ тĕслĕ гераньсем кунта ăшă кăмăллă çынсем пурăннине пĕлтерсе кĕтсе илеççĕ . Ăшпиллĕх нихăçан та ан иксĕлтĕр çак çуртра, малалла та ваттисенчен мăнукĕсене куçса пытăр.
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru