Ехрем хĕрĕ Клавди - 90 çулта

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-10-23 09:28:09 Версия для печати
Ишукова К.Е..jpg
КЛАВДИЯ ЕФРЕМОВНА ИШУКОВА (хĕр чухнехи хушамачĕ - Федорова) Шăмăршă районне кĕрекен Энтĕрьел ялĕнче 1928 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче йышлă ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи ачалăхĕ çăмăл пулман хĕрачан. Килти ĕçсене те, колхоз ĕçне те çамрăклах хутшăнма, выçлăх çулĕсене те тỹссе ирттерме тивнĕ.
Çул çитсен ытти ачасемпе пĕрле ялти шкулта вĕренме пуçланă. Тăрăшса вĕреннĕшĕн пĕрремĕш класра пуçа çыхмалли тутăр, иккĕмĕш класра – кĕпелĕх пусма, виççĕмĕш класра - супăнь тата çỹç çивĕтлемелли лентăсем парса хавхалантарнă хĕрачана.
Тăван ялĕнчи 4 класлă шкула «5» паллăсемпе кăна вĕренсе пĕтернĕ Клавдин малалла вĕренес килет. Вара вăл Тутар республикинчи Çĕпрел районĕнчи Хурăнвар шкулне вĕренме каять, тăванĕсем патĕнче пурăнать. Пĕр чĕрĕк вĕреннĕ хыççăн ашшĕ, Ехрем тете, çулĕ ытла инçе тесе хĕрне Шăмăршă шкулне куçарать.
Вăрçă пуçланиччен Шăмăршă шкулĕнче виçĕ пиллĕкмĕш класс, вăрçă пуçлансан - пĕр 5-мĕш класс юлать. Вырăс класĕнче вĕренме пуçлать Клавдия Федорова. Ку шкулта та хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать вăл вĕрентекенсене.
6-7 классенче Клавди «5» паллăсемпе кăна вĕренет, çакна çирĕплетекен Мухтав хучĕсем паян кунччен сыхланса юлнă. Малалла вĕренме те ĕмĕт пулнă, анчах пурнăçа кĕреймен. Вĕреннĕшĕн тỹлеме йышлă ачаллă çемьен укçи тивĕçмен, хулана кайма юрăхлă тумтирĕ пулман. Отличница хĕрача тăван ялĕнчи «Мотор» колхозра ĕçлеме пуçлать.
Çулла уй-хир бригадинче вăй хурать, тыр- пул пуçтарса кĕртсен вăрман каснă çĕрте тăрăшать.
«...1944 çул, çырла пиçнĕ вăхăт. Каçхине çамрăксене клуба пуçтарчĕç, калаçтарчĕç, çĕр выртма та киле ямарĕç. Клубрах çĕр каçнă хыççăн колхоза илсе кайрĕç те икĕ кило ыраш пачĕç. Унтан ушкăнĕпех Эйпеçе леçсе ячĕç. Çул кăтартса леçсе яракан Платун Ваçили тете пулчĕ. Кучек патĕнчи арманта ыраша авăртса çăнăх турăмăр. Çапла вăрман касса хатĕрлекен вырăна çитсе ĕçлеме пуçларăмăр. Кашни кун пĕр çыннăн 6 кубла метр вăрман хатĕрлемеллеччĕ. Плана яланах тултарнă. Хĕрачасем йывăç каснă, арçын ачасем хатĕр йывăçсене лашапа шыва турттарнă, сулăсем туса юхтарса тăнă. Шыв хĕрринче йывăç нумайлансан, хĕрачасем те сулă юхтарнă. Агафонка текен вырăнта ĕçленĕ эпир», - каласа парать Клавди аппа.
Шăмăршăри «Химлесхоз» предприятире Мари енне сухăр юхтарма бригада йĕркеленĕ. Вăл 3 çул хушши ĕçленĕ. Унта Энтĕрьелĕнчен çичĕ хĕрача тата Виçпỹрт Шăмăршă каччи Миша Ишуков çырăннă. Сухăра кайма пĕр михĕ çăпата, тăла чăлхасем хатĕрленĕ. Ĕçлеме Мари республикин Юрино районĕнчи Козиково поселокĕнче пуçланă.
Сухăр юхтарнă çĕрте Клавди вздымщик - хыр йывăçĕсенчен сухăр юхтăр тесе ятарлă инструментпа йывăç çине йĕрсем тăвакан - пулса тăрăшнă. Сезонта 6 пин хыр йывăçĕнчен сухăр юхтарнă. Вăрманта пĕчченех ĕçленĕ, хăраман. Упа тĕл пулман, ури йĕррисене кăна курнă. Кашкăрпа тĕл пулма тỹр килнĕ. Ĕçе теплушкăпа çỹренĕ. Пĕррехинче теплушкăран юлса ĕçлемелле пулса тухнă. Киле çитме 9 çухрăм. Рельс тăрăх чупса пыракан хĕре хирĕç кашкăр килет. Уçă сасăллă хĕр вăрмана янраттарса хытă-хытă кăшкăрса ярать. Чарăнмасăр кăшкăрса чупать хĕр: «Хам кашкăра хирĕç чупатăп, хам кăшкăратăп; кашкăр чукун çул çинчен пăрăнса вăрмана кĕрсе кайрĕ. Хăрасси асра та пулман,- аса илет юбиляр. - Поселока çитме пĕр 3 километр юлсан, çын килни курăнса кайрĕ. Ку мана хирĕç тухнă Виçпỹрт каччи Миша пулса кайрĕ. Тек тухман вара упа-кашкăр тавраш ман ума».
1954 çулта февраль уйăхĕнче Мишапа Клавди пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Вербовкăпа Курган хулине тухса каяççĕ, Свердловск хулине çитеççĕ.
1958 çулта хăйсем малтан ĕçленĕ Козиково поселокне вырнаçса ĕçлеме пуçлаççĕ, сухăр юхтараççĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсем виçĕ ачаллă çемье. Ачисем ача садне çỹреççĕ. Çемье ĕне, ытти выльăх усрать, пахча та пур.
Анчах тăван ен хăй енне туртать. Клавдипе Миша тăван яла таврăнса унта тĕпленме шутлаççĕ.
1961 çулта тăван яла - Виçпỹрте таврăнаççĕ, çурт лартаççĕ. Клавди аппапа Миша тете «Правда» колхозра ĕçлеме пуçлаççĕ. Клавди - уй-хир бригадинче, Миша – тимĕрçĕ лаççинче. Тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ вăхăтра Клавди аппа яланах кăнтăрла - хирте, каçхине – йĕтем çинче тăрăшать. Ырми-канми ĕçленĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» ятне илме тивĕç пулнă Клавдия Ефремовна.
Ишуковсем 5 ача: 3 хĕрпе 2 ывăл - çуратса ỹстереççĕ. Ачисем пурте аслă пĕлỹллĕ. Ывăлĕсем – Раççей Çарĕн офицерĕсем. Вячеслав - аслă ывăлĕ - çемйипе Харьков хулинче пурăнать. Володя йывăр чире пула 50 çула çитичченех пурнăçран уйрăлса кайнă. Аслă хĕрĕ - Тамара - Мускавра гимназире ачасене акăлчан чĕлхи вĕрентет. Галя - вырăс чĕлхи вĕрентекенĕ - халĕ тивĕçлĕ канура, Патăръел районĕнчи Сăкăт ялĕнче пурăнать. Кĕçĕн хĕрĕ Надя Чĕмпĕр хулинче тĕпленнĕ.
Клавди аппа кил-çурт тытас енĕпе те, ачасене тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларас енĕпе те пирĕншĕн тĕслĕх пулса тăрать. Пахчинче тĕрлĕ улма-çырла, пахча-çимĕç çитĕнтерет. Унăн пахчинче пĕр çум-курăк та курăнмасть. Тирпейлĕ, анлă тавракурăмлă хĕрарăмпа калаçма та кăмăллă. Вăл кĕнеке вулама юратать, библиотекăна çỹрет.
Клавдия Ефремовна – Владимир Бараев-Сĕркке поэтăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ. Поэта вăл кукка тесе чĕннĕ - В. Бараевăн ашшĕпе Клавдин амăшĕ пĕр тăвансем. «Али - паттăр» кĕнекене те парнеленĕ поэт хăйĕн йăмăкне. «Али – паттăр» поэмăна Клавди аппа пăхмасăр вĕреннĕ, халĕ те сыпăксене каласа пама ỹркенмест.
Ялта ирттерекен уявсене яланах хутшăнать ĕç ветеранĕ, кăсăклă япаласем каласа кăтартать, çынсене аса илỹсемпе интереслентерет.
Хальхи вăхăтра Клавдия Ефремовна килте пĕчченех пурăнать. Мăшăрĕ пурнăçран 2008 çулта уйрăлса кайнă. Тăватă ачи хăйсен çемйисемпе кичемленме памаççĕ ăна, килсех тăраççĕ, 8 мăнукĕпе, 7 кĕçĕн мăнукĕпе те савăнтараççĕ.
Клавди аппана 90 çулхи юбилей ячĕпе эпир - ял-йыш, кỹршĕ-аршă, тăванĕсем, ветерансен канашĕ - ăшшăн саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр.
Л. ЕГОРОВА,
библиотекарь,
Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru