Пуянкасси - малашлăхлă ял

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-10-11 16:17:23 Версия для печати
IMG_8976.JPG
Тĕрĕ ăсти
ЯЛТА чăваш йăли-йĕркине тытса пыракан ăстаçăсем пĕтмеççĕ-ха. Пуянкасси ял тăрăхĕнче те ал ĕçĕпе - чăвашсен авалтан пыракан пултарулăхĕпе - палăрса тăракансем сахал мар. Сăмахран, Ольга Тимофеева тĕрĕ ăсти. Унăн пысăк кил-çурчĕ таса, тирпейлĕ, çутă. Картишĕнченех илем тĕнчине кĕрсе ỹкетĕн. Кашни пỹлĕмĕнчех тĕлĕнмелле хитре тĕрĕсем, тĕслĕ çиппе эрешленĕ сĕтел çиттисем, минтерсем, кавирсем, çивиттисем. Тĕрленĕ роза, лили, мăкăнь чечекĕсем çине куçа илмесĕр пăхас та пăхас килет, ытла та хỹхĕм те чĕрĕ пекех тухнă вĕсем Ольга Николаевнăн аллинче, - вут-хĕм сапса чуна ăшăтса тăраççĕ. Стена çинчи виçĕ пăхаттирĕн маттур лашисем те халь-халь пирĕн ума сиксе тухассăн туйăнать - çав таранччен ăста пулса тухнă!
Вăл тĕрлеме пĕчĕкренех юратнă. Халĕ те пушă самант тупăнсанах алли йĕп патне туртăнать. Анчах хальлĕхе панĕски йĕппипе çырлахма тивет - 2 çулхи Софья мăнукĕпе кун ирттерет вăл ывăлĕпе кинĕ ĕçре чухне. Нуски тавраш çыхма вара ача кансĕрлемест. Пỹртре çỹремелли тапочкăсем те темĕн чухлех çыхса тултарнă вăл - вĕсем хăнасене парнелемелĕх те пур.
- Ал ĕçĕ кăмăл-туйăма çĕклет, пурнăçра хавхалантарса тăрать, - тет ăстаçă. - Мăшăрăм икĕ çул каялла вăхăтсăр уйрăлса кайнă хыççăн уйрăмах палăрать çакă...
Николай Тимофеевпа - «Хисеп палли» ордена тата «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ ĕçчен те сăпайлă мăшăрĕпе - 40 çул юратупа килĕшỹре пурăннă вăл. Икĕ ывăлпа хĕр ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, мăшăрлантарнă вĕсем. Хăтлă кил-çурт çавăрнă. Ачисем те хăйсем пекех ылтăн алăллă пулни çав тери савăнтарать. Шупашкарта пурăнакан Даша мăнукĕ те ĕç кружокне çỹресе тем ăсталама та вĕреннĕ. Вăл кукамăшне парнеленĕ панносем çав тери чипер.
О.Тимофеева юрра-ташша та ăста. Пуянкассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Аххаяс» пултарулăх ушкăнне тахçантанпах юрлама çỹрет, фольклор коллективĕнче чи çỹллĕ илемлĕ сассипе юрă пуçлаканĕ вăл.
Çапла тĕрĕ ăшĕнче Алеша ывăлĕн çемйипе, юрă-кĕвĕ тĕнчипе чун киленĕçĕ тупса пурăнать 59 çулхи вĕлле хурчĕ пек ĕçчен, сăпайлă та ăшă кăмăллă ал ĕç ăсти Ольга Николаевна.
Ялти культура вучахĕ
Пуянкассинчи Культура çурчĕ икĕ хутлă кермен пек çуртра вырнаçнă. Унта кĕрсенех купăс сасси янăранине илтсе тĕлĕнтĕмĕр. Купăсçи Культура çурчĕн директорĕ Николай Андреев иккен. Октябрĕн 20-мĕшĕнче «Аххаяс» халăх фольклор ушкăнĕ (ертỹçи Н.Федотова) Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнче иртекен «Ĕмĕрсен эрешĕ» фестивальте «Кĕр сăри» конкурса хутшăнать. Унта кайма хатĕрленет пулас. Тата вăл купăс калама вĕренес текен шкул ачисене кĕтетчĕ. Кăçал Николай Анатольевич çамрăк купăсçăсен кружокне уçнă. Темиçе уйăх çỹресех купăспа кĕвĕ кăларакансем те пур вĕсен хушшинче. Сăмахран, В.Пушкин, К.Антонов В.Дедоков, Д.Никифоров Ваттисен кунĕнче аслă ăру çыннисене купăс каласа савăнтарнă.
Культура çурчĕн 2-мĕш хутĕнче ял библиотеки вырнаçнă. Унăн хуçи - Н.Федотова, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ. Çỹлĕксем çинче - килĕшỹллĕ вырнаçтарнă кĕнекесем. Кăçалхи Раççейри Ырă ĕç тăвакансен тата Чăваш Енри И.Я.Яковлева халалланă çулталăкпа çыхăннă стендсене кăмăлпа, тăрăшса хатĕрлени сисĕнет. Библиотека техника тĕлĕшĕнчен те пуян. 2017 çулта республикăри ял библиотекисен конкурсне хутшăнса гранта тивĕçсе компьютер, тĕслĕ принтер, проекторпа экран, хаклă йышши фотоаппарат илнĕ вĕсем.
Вулакансен йышĕ çулсерен чакса пыни кăна пăшăрхантарать библиотекаре. Мĕн тăвăн, чылайăшĕ паян, компьютер ĕмĕрĕнче, цифра технологийĕпе усă курса информаци илет. Çапах та пахча ĕçĕсем вĕçленсен кĕнеке, хаçат-журнал вулама çỹреççĕ-ха библиотекăна. Надежда Петровна хĕрарăмсем валли тĕрлĕ кружок йĕркелет, унсăр пуçне чăваш юррисене кăмăллакансене «Аххаяс» фольклор ушкăнне явăçтарать. Ял тăрăхĕнче кăна мар, районти пур мероприятие те хутшăнать çак ушкăн, республикăри конкурссенче тупăшса Дипломсене тивĕçет. Мĕнех, ăнăçу пултăр юрăçăсене малашне те!
Тăван ял туртăмĕ
Шăмăршăран Пуянкассине асфальт çул илсе кĕрет. Техника паркĕнченех («Усадба» теççĕ ăна ял çыннисем) çулăн икĕ айккипе кермен пек капмар çуртсем ỹссе ларнă кунта çак ĕмĕр пуçланнăранпа. Юлашки 10 çул хушшинче кăна Пуянкассипе Шăхаль ялĕсенче 12 çĕнĕ çурт çĕкленнĕ. Çамрăксем пĕрлешсен тăван килпе сыв пуллашма васкамаççĕ - çемйипе ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнакансем йышлă. Хулана куçса каякансем те нумаях мар. Тăван кил ăшшинче, аслисен хỹттинче йăха малалла тăсса пыраççĕ, ача-пăчана пĕрле çитĕнтереççĕ - çавăнпа çурт-йĕрне те пысăк та хăтлă çавăраççĕ. Акă Пуянкассинчи тĕп шкулта 38 ача пĕлỹ илет. Тата Шăмăршăри вăтам шкулта çирĕм ытла çамрăк вĕренет. Чылай çуртра халĕ хулари пек хăтлăхсем: шыв, ăшă, çăвăнмалли тата санитари пỹлĕмĕ.
Мĕнпе пурăнать-ха ял çынни? Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ, çĕрпе пĕлсе усă кураççĕ. Аякри хуласенче вахтăпа ĕçлекенсем те пур, паллах. Анчах та кил вучахне сỹнтермеççĕ, тăван кил ăшшине упраççĕ. Çавăнпа çуралакансемпе вилекенсен йышĕ пит уйрăлсах тăмасть çак ял тăрăхĕнче. Сăмахран, 2017 çулта 13 туй кĕрленĕ, 16 пепке çуралнă, 21 çын пурнăçран уйрăлнă. Пуянкассипе Шăхаль ялĕнче пурĕ 705 çын пурăнать - çак хисеп нумай çул ĕнтĕ пĕр шайрах тăрать теме те юрать. Эппин, ял пурăнать, çĕнелет, аталанать. Яланах çапла пултăрччĕ!
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru