Халăх патне çĕнĕ хыпарсем çитереççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-10-11 16:10:16 Версия для печати
IMG_8989.JPG
ПĔтĔм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕн тапхăрĕнче районти почтальонсем уйрăмах ырми-канми ĕçлеççĕ. Çак тапхăрта ял çыннисене йỹнĕрех хакпа хаçат-журнал çырăнтарас тесе вĕсем кашни киле çитме тăрăшаççĕ. Çак вăхăтра эпир те, «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат ĕçченĕсем, хаçат тусĕсемпе, почтальонсемпе тĕл пулма васкатпăр.
Акă, виçĕмкун «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Наталия Ильина Пуянкассинчи почта уйрăмĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, 2019 çулхи пĕрремĕш çурçула çырăнтармалли тапхăр мĕнле пынипе кăсăкланчĕ. "Вунăкунлăх тапхăрĕнче район хаçатне йỹнĕрех хакпа çырăнма май пур. Хакĕ 421 тенкĕ те 92 пуспа танлашать. Çак вăхăтра чăннипех те хаçат-журнала ытларах çырăнаççĕ", - пĕлтерчĕ почта уйрăмĕн ертỹçи Елена Николаевна Алексеева.
Вăл ертсе пынипе кунта 2 почтальон ĕçлеççĕ. Алина Гладкова тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Виçпỹрт ялне тата Канаш паççулккине хаçат-журнал, çыру çитерет. Почтальона уйрăмах Канаш паççулкинче пурăнакансем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Кунти халăха вăл уйăхра пĕр хутчен пенсипе тивĕçтерет, сутлăх хаçат-журналсем сĕнет.
Пуянкассипе Шăхаль ялне тивĕçтерекен Любовь Макарова почтальон та хăйĕн ĕçне çынсемпе тĕл пулса калаçма май тупнишĕн юратать. Почта ĕçĕнче пилĕк çула яхăн тăрăшакан Любовь Петровна çак кунсенче хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Çак ятпа эпир те, редакци ĕçченĕсем, ăна паллă кун ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей, ĕçре ăнăçу сунатпăр.
Калаçуран ку тăрăхри çынсем район хаçатне юратса вуланине пĕлтĕмĕр.
Хисеплĕ вулакансем, аса илтеретпĕр, декада вĕçлениччен икĕ кун çеç юлчĕ. Апла пулсассăн почтальонсемпе тĕл пулма васкăр, юратнă хаçатпа туслă пулса район хыпарĕсене пĕлсе тăрăр.
Н.МОРОЗОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru