ПУЯНКАССИНЧЕ ĕçчен çынсем пурăнаççĕ: картиш тулли выльăх усраççĕ, çу каçипех пахчара тăрмашаççĕ. Пысăк хуçалăх тытакансем те пур. Çемйипех хресчен(фермер) хуçалăхĕпе ĕçлесе пурăнакансенчен пĕри - Г.Н.Макаров.
20 çул каялла, 1998 çулта йĕркелесе янă вăл фермер хуçалăхне. Малтанах унта 3 гектар çĕр кăна пулнă. Ĕçлеме вара тăватă пĕр тăван: Геннадий, Олег, Виталий, Светлана Макаровсем - хăйсен çемйисемпе ĕлкĕрсе пынă. Ĕçчен çемье пурăна киле хуçалăхне анлăлатсах, çĕнетсех пынă. Ĕçе пĕлсе йĕркелени те пулăшать ĕнтĕ. Халĕ вĕсен чăн-чăн ферма: мăйракаллă шултра выльăхсем - 82, çав шутра 45 сăвăнакан ĕне. Макаровсем çулталăкра вăтамран 196 тонна сĕт суса илеççĕ, кашни ĕнерен - 4351 килограмм.
Фермер выльăхсен шутне татах та ỹстересшĕн. Геннадий Николаевич кăçал «Выльăх ĕрчетекен çемье ферми» программăна хутшăнса 10 миллион тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Çак укçапа усă курса вăл 130 пуç ĕне вырнаçмалăх вĕр-çĕнĕ вите туса лартасшăн. Кунта фермер пĕтĕмпех çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарма шутлать - сунă сĕте дояркăсен флягăсем çине тултарса алăпа йăтмалла пулмасть, вăл кирлĕ çĕре пăрăхсем тăрăх юхса тăрĕ. Ĕнесене апат хурса парасси те, тислĕк тасатасси те механизациленет. Хальхи самана ыйтакан оборудовани туянассине шута илсен, çĕнĕ ферма уçмашкăн пурĕ 16660 пин тенкĕ кирлĕ пулать.
Халĕ вара Пуянкассин ĕлĕкхи ĕне ферми территорийĕнче хĕрсех пулас вите никĕсне хума çĕр хатĕрлеççĕ, никĕс айне хăйăр сараççĕ. Техника та алă айĕнчех: икĕ «Беларусь» трактор пулăшма хатĕр тăраççĕ: пĕри - шыв цистерни кăкарнăскер, тепри - çĕр тикĕслекен бульдозер. Икĕ трактора та А.Волков ĕçлеттерет. Г.Ельцов бригадир (вăл кунта прораб вырăнĕнчех) ĕне фермине çĕнĕлле, металл конструкцийĕсемпе усăкурса тума палăртни çинчен каласа парать. Е.Гордеев, С.Гордеев, А.Краснов, Н.Пушкин, С.Кузнецов тата Н.Гордеев сивĕтиччен фундамент ярса хăварас тесе васкаса, вăр-вар ĕçлеççĕ. Çĕнĕ вите хута каясса кунта нумай çул вăй хуракан Н.Петрова, Л.Алексеева, Н.Макарова дояркăсем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ĕç условийĕсем хальхипе танлаштарсан самаях лайăх пулас пирки В.Макаров ферма заведующийĕ те савăнсах пĕлтерет. Тата 2 çын валли çĕнĕ ĕç вырăнĕ тупăнни те пĕлтерĕшлĕ.
Çапла хĕрỹ ĕçре кĕтсе илеççĕ Г.Н.Макаров ХФХра тăрăшакансем Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне. Çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнỹсем, ăнăçу сире, мал ĕмĕтлĕ хастарсем!
Г.ИВАНОВА.