Йытă, тилĕ, качака... Пăхăнтарчĕç халăха

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-10-09 10:15:25 Версия для печати
ÇАПЛА, çапла. Тăват ураллисен чури пулса тăчĕ паянхи çын. Чăваш классикĕн К.В.Ивановăн «Нарспи» поэминчи вилĕмсĕр йĕркесем урăхларах янăраççĕ тесен те юрать.
«Çакă çутă тĕнчере
Вăйли çук та этемрен...» -
тес вырăнне:
«Çакă çутă тĕнчере
Вăйли пур çав этемрен...» -
теме тивет.
Сăлтавĕ? - Сăлтавĕ XXI ĕмĕрти çын выльăх-чĕрлĕх, тискер чĕр чуна уямасăр, вĕсене тимлĕх уйăрмасăр пурăннинче.
«Çын» тени вĕсенчен ик ураллă пулнипе кăна мар, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен чи вăйлă аталаннă чĕрĕ чун пулнипе уйрăлса тăрать. Апла пулсан, çĕр çинче вăл - хуçа. Алла вĕрентнĕ выльăх-чĕрлĕх е тискер кайăк, кайăк-кĕшĕк шăпи - веçех унран килет.
Шел пулин те, çĕнĕ ĕмĕр çын хуçасăрлăхĕ, тимсĕрлĕхĕ, явапсăрлăхĕ обществăшăн ытла хака ларать.
Юлашки вăхăтра ялсенче, уй-хирте, çырма-çатрара хуçасăр йытăсем ĕрчесе кайрĕç. Ăçта пăхан - унта чуна сехĕрлентерекен йытă ушкăнĕ чупать. Каçхине мар, кăнтăрла та урама пĕччен, çитменнине, туясăр тухма хăрамалла. Ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчине машинăпа е çуранах, пĕрле, ăсатакан пулчĕ. «Пĕрремĕш класри хĕрĕме туя тыттарса килтен ăсататпăр. Хамăн ерçỹ çук: район центрне ĕçе ĕлкĕрмелле. Йытă-качка пепкеме тивесрен чун çук... - тет чĕререн татăлса паллакан хĕрарăм.
Кăçалхи çуркунне-çулла Васан тăрăхĕнче сурăхсемпе пăрусене, хур-кăвакала синкер кăтартнă тĕслĕхсем пулчĕç. Ытти çĕрте те пулнах вĕсем.
Палтиел ялĕнче кăна çуллахи пĕр кун çапкаланчăк йытăсем виçĕ хуçалăхăн кăкарăнса тăракан качака путеккисене тĕп тунă. Хам та йытăсен тискерлĕхĕн свидетелĕ пулса тăтăм. С-сен пуш çурт лаптăкĕнче кăкарнă качака путеккине куç умĕнчех туртса çурчĕ йытăсен пысăк ушкăнĕ. Эпир, анкартинче çумлакансем, чупса çитнĕ çĕре аманнă мекек юлашки сывлăшĕпе сывлатчĕ. Кĕленчеленнĕ куçĕпе пире тилмĕрсе пăхни, вăйсăрланнă кĕлетке чĕтревĕ, унтан та кунтан палкакан юн... Чуна çỹçентерекен ỹкерчĕк! Тем те туса пăхрăмăр - усси пулмарĕ. Районти ветеринари участокне шăнкăравларăмăр. «Сирĕн пата çитме транспорт çук», - пулчĕ хурав. Район шайĕнчи организацире (каçарччăр мана ертỹçĕсем) васкавлă тухса çỹреме транспорт пулмаллах!
Укçа тем те тăвать: ветеринара таксипе кỹтĕмĕр. Питĕ шел, кая юлтăмăр: качака путеккин суранĕ ытла та тарăнччĕ çав, паллах, вăхăта та нумай çухатрăмăр. Ял администрацийĕ урлă полици уйрăмне пĕлтертĕмĕр. Пакунлă пĕр çын – дежурнăй – килсе сăн ỹкерчĕк турĕ, акт-протокол çырчĕ, алă пустарчĕ. Килсĕр йытăсем кам выльăхне, хур-кăвакалне шар кăтартни çинчен каланине итлерĕ. Тархасласах килсĕр йытăсем пирки мера йышăнма ыйтрăмăр. Çакăнпа ĕç ... путланчĕ.
Ку пăтăрмах хыççăн татах алхасрĕç тăватă ураллă «туссем», паянхи кун та хăйсем пирки «ас илтерсех тăраççĕ». Хăлхара шав çĕнĕ сас-хура: «çавсенне хурне тытнă», «çавсенне сурăхĕсене тапăннă»... Хăçан, камран хỹтлĕх кĕтсе илĕпĕр?!
Выльăха сиен кỹреççĕ тĕк, урамра вылякан е иртсе пыракан ача-пăчана та ним мар инкек кăтартма пултараççĕ йытăсем. Тур сыхлатăр!
Саккун тăрăх, чĕр чуна вĕлерме юрамасть. Анчах та вăл выльăха, çынна сиен кỹчĕ пулсан, ăна мĕнле чармалла? Кам хуравлĕ çак ыйтăва? Паянах, халех татса памалла ку ыйтăва.
Пытарма кирлĕ мар, хăш-пĕр хуçасем усал йытăсенех ирĕкре çỹретеççĕ. Йĕрке - пуриншĕн те пĕр. Йытта усрасах тетĕн пулсан – сăнчăрта тыт! Сых ятне, уртаракан чиртен прививка тутар!
Хальхи вăхăтра ялсене тилĕсем тухма пуçларĕç. Кăнтăр кунĕнчех урамра е пахчара куратпăр. Çине-çинех чăх-чĕпе йăкăртаççĕ тискерсем, йăрăскерсем. Килти чĕр чунсемпе хутшăнăва кĕрсе, ним мар усал чире сарма пултараççĕ. Хăрушă! Ял администрацийĕсем, ветеринари служби, сунарçăсен пĕрлĕхĕ хутшăнмасăр уйрăм çын ку хăрушлăха тимĕр карта лартса чараймĕ. Çине тăрсах асăннă лару-тăру пирки татăклă йышăну тумаллах!
Сăмах май, ирĕкри качакасем те пуçтахлансах кайрĕç. Эпир вĕсем пахча çимĕçе тĕп тунине хăнăхрăмăр пулас. Тата çул çинче те хуçаланаççĕ-çке мекексем. Шăмăршă - Анат Чаткас трасса çинчи чарăнура район центрĕн качакисем хỹтлĕх тупнă. Ĕçкĕçсем «уяв» тунă хыççăн пăрахса хăварнă эрех кĕленчисемпе пĕрле тăват ураллă чĕр чунсем «акса» хăварнă «виноград çимĕçне» пăхма йĕрĕнмелле! Çирĕмшер качакаран кая мар тăракан сĕмсĕр ушкăн обществăлла транспорт чарăнмалли вырăна варалани никама та чыс кỹмест. Çĕрпỹ - Сызрань, Çĕнĕ Шăмăршă - Анат Чаткас çулĕсем хĕресленнĕ çĕрте шурă качакасен пысăк ушкăнĕ чинлăн тăнине е васкамасăр иртсе кайнине эпĕ хам та пĕрре мар асăрханă. Вĕçĕмсĕр кумакан машина тавраш та хăратмасть вĕсене. Енчен те вĕсен айăпĕпе авари пулсан... Кама явап тыттармалла?
Лаша выльăх хуçисен те явапсăрлăхĕ пысăк. Ирĕкри янавар сăтăрлăхĕ уйрăмах çурхи-çуллахи вăхăтра тарăхтарать. Чун тарĕпе, пĕчĕк ачана пăхнă пек, акса-лартса ỹстерекен çĕр улми, чĕкĕнтĕр, утă анине туххăмрах тĕшĕрсе пăрахать вĕт ĕç выльăхĕ. Хăш-пĕр «маттур» хуçа лашине çĕрле кăларса яма та хăрамасть, именмест. «Ан тив, тăрантăр вăл!»
Çапла, эпир - çынсем - выльăх-чĕрлĕх, чĕр чун хуçисем пулас вырăнне вĕсен чурисем пулса тăтăмăр. Вĕсене «юраса» хамăр яваплăх çине алă султăмăр. Хамăр таврари çынсене инкек кăтартасран та асăрханми пултăмăр.
Çыннăн вара выльăхран, тискер кайăкран çỹллĕрех тăмалла. Çутă ăсĕпе, совеçĕпе, ылтăн аллипе.
Зинаида СВЕКЛОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru