Тавах сире, учительсем!

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-10-09 10:04:48 Версия для печати
Учителям - Грамота Минобр ЧР.jpg
УЧИТЕЛЬ профессийĕ чи пархатарлисен шутне кĕрет. Çакă чăннипех те яваплă, хисеплĕ ĕç. Çавăнпа та пĕлỹ тытăмне аталантарасси - патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ. Шкулти кабинетсене çĕнĕ оборудованипе пуянлатаççĕ, учительсем хальхи вĕрентỹ технологийĕсемпе анлăн усă кураççĕ. Анчах темле пулсан та, вĕрентỹ ĕçне творчествăри лару-тăрура йĕркелеме пуçаруллă та хастар, хăйĕн ĕçне чунтан юратакан вĕрентекен кăна пултарать. Çакăн пек педагогсем ĕçлеççĕ те пирĕн районта.
Учитель кунĕ ячĕпе хисеплĕ вĕрентекенсене, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене Шăмăршăри Культура Керменĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов чун-чĕререн саламларĕ, нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене Хисеп грамотипе чысларĕ. Камсем тивĕçнĕ-ха кăçал Чăваш Республикин Вĕренỹпе çамрăксен политикин Хисеп грамотине? В.Мандрюкова (Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкул) тата С.Столярова (Карапай Шăмăршăри вăтам шкул). Район администрацийĕн Хисеп грамотине Э.Азизова, К.Анисимов, Г.Веденеева (Шăмăршăри вăтам шкул), Й.Тарамасова (Анат Чаткас), А.Антонова, В.Туктамышева (Палтиел), Т.Яковлева (искусство шкулĕ) тивĕçрĕç. Районти обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакан учительсене - И.Ендиеровăна (Васан), Ю.Ермолаева (Карапай Шăмăршă), С.Хафизова (Шăмăршă) «Единая Россия» партин районти уйрăмĕ Хисеп хучĕпе хавхалантарчĕ.
Тăрăшуллă учительсене район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн Хисеп грамотипе те чысларĕç. Çак ушкăнта - М.Абсалямова, Ю.Яковлева (Шăмăршăри вăтам шкул), Н.Ермолаева (Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкул), Н.Пушкина (Пуянкассинчи тĕп шкул).
Малалла районти педагогсен профсоюз организацийĕсен председателĕ С.Жилкина сăмах илчĕ, пултаруллă вĕрентекенсене районти педагогсен профсоюз комитечĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Çак чыса тивĕçнĕ И.Митрофанова (Шăмăршăри «Аленушка» ача сачĕ), Г.Тимофеева (Васанти тĕп шкул), Е.Убасева (Шăмăрăшăри вăтам шкул) чăннипех те ĕçре те, ял-йышра та активлă.
Çавăн пекех Светлана Геннадьевна районти вĕрентỹ тытăмĕнчи профсоюз ĕçне те пĕтĕмлетрĕ. Куçса çỹрекен Кубока Шăмăршăри шкул тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăн - Палтиелĕнчи, виççĕмĕш - Карапай Шăмăршăри вăтам шкулсенче.
Юлашкинчен, яланхи пекех, - учительсен ячĕпе уяв концерчĕ. Концерта Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен кадетсем илемлĕ вальспа пуçларĕç. Шкул ачисем вĕрентекенсен кăмăл-туйăмне юрă-ташăпа, шỹтлĕ сценкăсемпе çĕклерĕç. Районти учительсен пĕрлештернĕ хорĕ те (баянист - К.Анисимов, дирижер - Т.Яковлева) учитель çинчен хывнă юрăсене çĕкленỹллĕ те мăнаçлă шăрантарчĕ. Культура Керменĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ те учительсене саламласа юрă хыççăн юрă парнелерĕ. Учительсем, уйрăмах тивĕçлĕ канури педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, професси уявне йĕркелекенсене чунтан тав турĕç, килĕсене тулли кăмăлпа саланчĕç.
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru