Тепĕр çуллаччен, çăмăл атлетсем!

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-10-09 09:49:45 Версия для печати
Главы - призеры.jpg
ĔНТĔ çу кунĕсем те хыçа юлчĕç. Çуллахи спорт тĕсĕсемпе сыв пуллашмалли самант та çитрĕ. Иртнĕ эрнекун çак ятпа Шăмăршăри вăрман уçланкинче районти çăмăл атлетсем пуçтарăнчĕç, хăвăрт чупассипе пĕр-пĕринпе ăмăртрĕç.
Ял тăрăхĕсем хушшинче - пурĕ 5 команда тупăшрĕç - Шăмăршă ял тăрăхĕ çĕнтерчĕ. Карапай Шăмăршă - 2-мĕш, васансемпе палтиелсем - 3-мĕш вырăн йышăнчĕç.
Предприятисемпе организацисем, учрежденисем те малти вырăнсемшĕн çивĕч кĕрешрĕç, çапах та район администрацийĕн спортсменĕсем пуринчен те пултаруллисем пулчĕç. Призерсем: районти полици уйрăмĕ тата техника инвентаризацийĕн бюровĕ (БТИ).
18-35 çулхи хĕрсемпе хăрарăмсенчен чи хăвăрт чупакан - Е.Сорокина(«Росгосстрах»), 2-мĕш вырăнта - Р.Садыкова (Палтиел), пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине Е.Краснова (МФЦ) хăпарчĕ.
35 çултан аслăраххисен ушкăнĕнче Н.Гаврилова - Карапай Шăмăршăри «Василек» ача сачĕн воспитателĕ - палăрчĕ. Ун хыççăн финиша çак ялти А.Савельева чупса çитрĕ. О.Захарова (райадминистраци) 3-мĕш вырăнпа çырлахрĕ.
18-39 çулхи арçынсем те тăрăшса чупрĕç. Кунта В.Дмитриев (Карапай Шăмăршă) - чи пултарулли пулни курăнчĕ. Иккĕмĕш вырăна П.Макаров (Шăмăршă) вĕçертмерĕ, виççĕмĕш вырăнта - Ю.Ильин (Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ).
40 çулта е унран та аслăраххисен ушкăнĕнче полици майорĕ Н.Тепитов мала тухрĕ. А.Михайлов (БТИ) тата В.Ермошкин (вăрлăх инспекцийĕ) - призерсем. Ăмăрту çĕнтерỹçисемпе призерĕсене Хисеп грамотипе, медальпе чысларĕç.
Л.ФОМИНА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru