«Вăрман вăй-хал та, канăç та парать»

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-10-05 08:50:09 Версия для печати
Никитин АИ.JPG
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ ял тăрăхĕнче ĕçчен çынсем пурăнаççĕ: выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ, вăрман пурлăхĕпе усă курма пĕлеççĕ. Ялти ĕçпе киленĕç тупса ĕмĕрлекен сăпайлă çемьесенчен пĕри - Никитинсем.
Кил хуçи - Александр Иванович Никитин 1955 çулта çуралнă. Мăшăрĕ те - Людмила Петровна - çак ялтах ỹссе çитĕннĕ. Иккĕшĕ те вăрман сывлăшĕпе, тарпа пиçĕхсе ỹснĕ.
А.Никитин Карапай Шăмăршăри 8 класлă шкулта вĕреннĕ çулсенчех колхозра ĕçлеме тытăннă: 7-мĕш класс хыççăн çу каçипе пушмак пăрусен кĕтỹçĕ пулнă. Çуллахи лагерьте, ирхине улттăран пуçласа каçхине 6 сехетчен, кĕтỹç пушшине хул пуççи урлă çакса, колхоз пăрăвĕсене вăрман тăрăх илсе çỹренĕ. Сакăр класс пĕтерсен Ульяновскри Сенгилей хулинче çулталăк тракториста вĕреннĕ. Ун хыççăн 12 çул колхозра механизатор пулса ĕçленĕ. Çапах та чунĕ вăрманах туртнă, Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне илсе çитернĕ. Унта вăл заочно майпа вĕренсе вăрманçă специальноçне алла илет.
Александр Ивановичăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 46 çулпа танлашать, çак шутран çирĕм пĕрĕшĕ вăрманпа çыхăннă. Кучек паççулкинчи картунта ирттернĕ вăл çак тапхăра. Тĕрĕсрех каласан, район центрĕнчен 35 çухрăмра, тăван ялĕнчен 20 çухрăмра вырнаçнă Кучек таврашĕнчи хыр вăрманĕнче. Вăрман хуралĕн патшалăхинспекторĕ (чăвашла çапла куçать унăн ĕç тивĕçĕ) 2 пин çурă гектар çĕре пăхса, сăнаса тăнă. Сильвия лашапа, УАЗик машинăпа, «Беларуç» тракторпа е çуран çỹресе. Кунне 15-20 çухрăм çуран утасси ăна ниме те тăман. Вăрман сыхласси кăна мар, тискер чĕр-чунсене, кайăк-кĕшĕке шута илесси те «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн наука ĕçĕсемшĕн питĕ кирлĕ.
Картунта мăшăрĕпе пĕрле пурăннă. Юрать-ха, вăл та вăрмана питĕ кăмăллать, кашни кун унта кайса хăйсене кăна мар, ачисем, тăванĕсем валли те çырла-кăмпа, мăйăр, сиплĕ курăк пуçтарнă, милĕк хатĕрленĕ. Унсăр пуçне картунта ĕне, лаша, вăкăрсем, сурăхсем, чăх-чĕп усранă. 15 сотка çĕр лаптăкĕ çинче тухăçлă пахча çимĕç çитĕнтернĕ.
- Упа кĕтесĕ мар вăл Кучек паççулкки. Электричество та пур, кĕсье телефонĕпе те калаçма пулать, телевизор, радио... Çулла ачасем, мăнуксем тăтăш килсе çỹретчĕç, хамăр та яла каймасăр тăман. Тĕрĕссипе, вăрман вăл хăй асамлă, илĕртỹллĕ вырăн, нимĕнле çĕнĕ йышши техника та кирлĕ мар унта. Вăрман пурнăçĕ унсăрăнах хăйне майлă питĕ интереслĕ. Унăн хăйĕн шăплăхĕ, шавĕ, çут çанталăк кĕвви.
- Шăна-пăванран мĕнле сыхланаттăр? - ыйтатăп унран.
- Вĕсем пире унта пĕрре те кансĕрлеместчĕç. Сăхса тарăхтарман пачах та. Те палласа çитнĕччĕ, те пире хăйсен йышне илнĕ, - шỹтлесе илет Александр Иванович,- шăрăхра футболкăпах çỹреттĕмĕр, курăк çине ларса канаттăмăр. Выльăхсене те аптăратмастчĕç.
А.Никитин 3 çул ĕнтĕ пенсире. Халĕ вăл мăшăрĕпе Карапай Шăмăршăра Алексей ывăлĕн çемйипе пĕр килте пурăнать. Пысăк, икĕ хутлă çуртра. Ывăлĕсем хăйсенчен аякка ан кайччăр тесе çапла тăрăшса лартнă вĕсем çуртне - çак ĕç 2010 çулччен 8 çул хушши пынă. Халĕ вĕсем унта улттăн пурăнаççĕ - хăйсемпе пĕрле ывăлĕпе кинĕ тата 2 мăнукĕ. Пĕр-пĕринпе питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ. Аслă ывăлĕ Шупашкарта тĕпленнĕ, вĕсен пĕр ача.
Тивĕçлĕ канура мĕнле пурăнаççĕ-ха вăрманçăсем?
- Кану сăмаха ăнлансах та каймастпăр эпир, çĕр çинче ỹснĕскерсем, - тет Александр Иванович. - Ĕçсĕр пурăнма та пĕлмест пуль вăл ял çынни. Ĕç пире ватăлма памасть, пурăнма пулăшать, - кашни сăмахне шутласа калаçать ĕç ветеранĕ.
Чăн та çаплах пуль. Халĕ Никитинсен картишĕнче 4 сăвăнакан ĕне, 4 вăкăр, сурăхсем, йышлă хур-кăвакалĕ, чăххи-чĕппи. Вĕлле хурчĕсем те тытаççĕ. Ирхине 4 сехет çурăрах ура çинче вĕсем. Ирхи ĕçсем 8 сехете вĕçленеççĕ. Кун выльăх таврашĕнчех иртет. Çулла ĕçĕ тата та ытларах: хирте çĕр участокĕ - 3 гектар, Кучекре - 4. Утă-улăм нумай хатĕрлеме тивет. Кунта ачисем пулăшаççĕ, паллах. Хиртен выльăх çимине турттарма техника хăйсен пурри те пысăк çăмăллăх. Çапах та алă вăйĕпе ĕçлемесĕр нимĕн те пулмасть. Вăй-халне каллех ĕç, вăрман парса тăрать Никитинсене. Урисем çавах вăрман еннелле утасшăн. Чунĕ те унтах туртать.
- Ĕне кĕтĕвне уйăхра 4 кун вăрманта кĕтетпĕр. Çакă хăшĕ-пĕришĕн йывăр ĕç. Эпĕ вара савăнсах вăрманта ĕнесемпе çỹретĕп, ывăнни те нимĕн чухлĕ те сисĕнмест. Вăрмана пĕтĕм чунтан юрататăп, унта чун канăвне тупатăп. Тата пире, ватăсене, Люда мăнукăм савăнтарса, вăй хушса тăрать.
Людмила Никитина текен ят-хушамата хаçат вулакансем «Шăмăршă хыпарĕнче» час-час кураççĕ. Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренỹре лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пыракан спортсменка тата активистка вăл. Кухньăра мĕн кăна хатĕрлеме пĕлмест тата? Асламăшĕ кăтартнипе яшка-пăтă кăна мар, кукăль-хуплу таранах ăста пĕçерет. Амăшĕ ĕçре чухне пỹрт-çурта тирпейлеме те, мунча хутса хума та ĕлкĕрет вăр-вар та çаврăнăçуллă хĕрача. Шкулта учительсем питĕ мухтаççĕ ăна.
Çапла пурăнаççĕ Никитинсем. Килĕшỹре, ĕçпе, çамрăксен пуласлăхĕпе.
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru