Людмила СЕМЕНОВА: «Эсĕ, шкулăм, илемлĕ паян»

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-10-05 08:36:56 Версия для печати
Семенова Л.А..JPG
Пурăннă чух пурăнмалла,
Пĕрне пĕри ыр сунмалла.
(Чăваш халăх юрринчен).
ПУРНĂÇНЕ пĕтĕмпех Виçпỹрт ялĕпе çыхăнтарма çырнă ăна Турри. 1987 çулта, Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ хыççăн, янă ăна Виçпỹрт Шăмăршăри сакăр класлă шкула чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме. Икĕ çултан телейлĕ шăпи кунти маттур каччăпа - Александр Семеновпа - пĕр çемьене пĕрлештернĕ. Çапла 31 çул Виçпỹртре тĕпленсе пурăнать Людмила Алексеевна.
Çуралса ỹснĕ ялĕ - Чăваш Ишлĕ - Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрет. Йышлă çемьере (4 ывăлпа 2 хĕр) çăвĕпе çара уран чупса, колхоз хирĕнче чĕкĕнтĕр çумласа, шăрăхра çывăхри пĕвере чỹхенсе çитĕннĕ.
Çамрăк учитель малтанхи çулах хăйĕн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе ял çыннисене савăнтарма, тĕлĕнтерме тытăнчĕ: шкула чăваш халăх костюмĕпе çỹрет, уроксем хыççăн ялти клубра юрă ансамблĕнче янăравлă сассипе тыткăнлать, килĕшỹллĕ ташлать, спектакльсенче хуть мĕнле сăнара та артистран кая мар выляма пултарать. «Мĕншĕн артиста кайман-ши - сцена çинче ытла та пултаруллă-çке ку вĕрентекен!» - тĕлĕнетчĕç районĕпех.
«Учителĕн артистран пĕрре те кая пулмалла мар», - çапла шутлать 2010 çултанпа Шăмăршăри вăтам шкулта ĕçлекен Людмила Семенова. Çак сăмахсене учительсен професси конкурсĕсенче пайтах аса илетĕп. Республикăри чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен 2009, 2013 çулхи конкурсĕсене хутшăнчĕ вăл. Кашнинчехăна сумлă жюри членĕсем 2-мĕш вырăна тухнă ятпа Дипломпа наградăларĕç, учителĕн ăсталăхĕнчен тĕлĕннине пытармарĕç. Чăн-чăн артистка вăл сцена çинче. Уçă урок ирттересси, залра ларакан ăсчахсем умĕнче хăйĕн шухăшне (эссе) уçса парасси унăн çăмăллăн пулса пычĕ. Хăйĕнпе паллаштарнине (визитная карточка) вара куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Кĕтмен пăтăрмахсенче те çухалса каймасть вăл. Республика шайĕнчи конкурсра чăваш ташши ташлама тăрсан техника юрăхсăра тухни теприне хăратса ỹкеретчĕ пуль. Людмила Алексеевна вара такмак каласа «Аххаяс» чăваш ташшипе илемлĕн авкаланса сцена çийĕн юхрĕ те юхрĕ. Çав самантра «Уяв» ансамблĕн вăйăçи таçтан сиксе тухрĕ купăсĕпе - эх, алă çупрĕç те пирĕн артисткăна! Чăваш юррине те питĕ илемлĕ шăрантарчĕ, сăвă вуласа та кашнин чунне çемçетрĕ.
Учитель ĕçĕ пĕртте çăмăл мар. Унăн кашни урока тĕплĕн хатĕрленмелле, яланах шыравра пулмалла. Педагогсем ывăнма пĕлмесĕр, ачасене тарăн пĕлỹ парас тесе çунаççĕ. Вырăсла калаçакан шкулсенче, çав шутра Шăмăршăри вăтам шкулта та, чăваш чĕлхине вĕрентме кăткăслансах пырать. Ачи чăвашла вĕренесшĕн пулсан та хăш-пĕрин ашшĕ-амăшĕ вырăс чĕлхине кăна хисеплет. Мĕн чухлĕ нумай чĕлхе пĕлетĕн, ăс-тăн çавăн чухлĕ лайăхрах аталанса пынине чухлаймастпăр-ха. Учитель шкул ачисене тĕрлĕ майлă хăйĕн предмечĕпе илĕртме тăрăшать. Акă Людмила Алексеевна «Шăпăрлансем» ятлă пуканесен театрĕ йĕркелесе янă - 3-мĕш çул хавхалансах ертсе пырать ăна. Спектакль валли текст суйласа илсе чăвашла хăй куçарать, пуканесене те хăех çĕлесе тумлантарать. Çапла ачасене чăвашла калаçтарма май тупать. С.Маршакăн «Ачаш шăши çури» чăвашлатнă вариантра пур чĕрчун та - чăваш халăх тумĕпе. Çавăн пекех И.Я.Яковлевăн калавĕсене те («Кулачă», «Уçăлма тухнă шăши çури») выляççĕ пуканесем. Пĕлтĕр шкулти пукане театрĕ республикăра та çĕнтерỹçĕ пулнă.
Шкул ачисен çитĕнĕвĕсем предмет олимпиадисенче те палăраççĕ. Вырăс программипе вĕренекенсен регионти чăваш чĕлхи олимпиадинче 2011-2013 çулсенче М.Семенова, К.Алюкова, Д.Семенова çĕнтерỹçĕ е призер Дипломне тивĕçнĕччĕ. Республикăри «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль-конкурсра та Л.Семенован вĕренекенĕсем виçĕ çул - 2012-2014 çулсенче - призер пулнăччĕ.
Ăшă чунлăскер, вăл кашни япаларах илем курма, унпа киленме, савăнма пĕлет. Чĕрере вырнаçайми çак ырă туйăм çинчен сăвăласа çырма юратать. Уйрăмах çемйипе - мăшăрĕпе, 2 хĕрĕпе, ывăлĕпе тата хунямăшĕпе хуняшшĕпе - пĕр-пĕрне ăнланса, ырă сунса пурăнни ăна çунат хушса, вăй-хăват парса тăрать. Хĕрĕсем аслă пĕлỹ илеççĕ, ывăлĕ те кăçал Пермьри çар институтне вĕренме кĕнĕ - курсант.
Пурнăçра чуна ыраттаракан пулăмсем те тĕл пулаççĕ çав. Унсăрăн мар... Уйрăмах чăвашлăх пĕтсе пыни кăмăлне пăсать. Ĕлĕкхилле тăвансемпе пуçтарăнса тĕл пулма та манса пыратпăр - юбилейсемпе туйсене çеç пухăнатпăр. Унта та кафере е ресторанта тамада куçĕнчен пăхса ларатпăр. Хамăр тĕллĕн юрласа савăнма та пĕлми пулатпăр.
Ултавçăсем, чапшăн çунса чунне сутакансем тата та ытларах пăшăрхантараççĕ. Ĕçтешне путарса, такăнтарса «чыс» илекенсем уншăн - чи пỹтсĕр çынсем. Чĕлхепе йăпăлтатса, пуçлăха юраса çỹлелле çĕкленекенсем те тỹрĕ чунлă учительшĕн тискер те ют. Унăн таса туйăмĕсем - сăвă кĕнекисенче: «Телей палли», «Чун-чĕре кĕввисем», «Чул çинчи чечексем» ятпа тухрĕç вĕсем умлă-хыçлăн.
Учитель сăнарĕ яланах çепĕç кăмăллă, хĕвел пек ăшă та сăпайлă. Пултарулăхĕ иксĕлми çăл куç пек тапса тăрать. Акă епле рифмăласа сăнлать хăйĕн кун-çулне Л.Семенова:
Илемпе киленсе савăнатăп,
Тен, халь кам-тăр кулать, тĕлĕнет.
Туйăмсем ырă ман, вăтанмастăп -
Ачалла савăнни те телей!
Çапла çĕкленỹллĕ туйăмсемпе шкул ачисене хĕмлентерсе тăма яланах сывлăх, ăнăçу пултăр сирĕн, хисеплĕ Учитель!
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru