Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăва хаклани

Категория: Новости Опубликовано: 2021-02-02 16:30:11 Версия для печати
Владимир ДЕНИСОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ:
"Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне хăйĕн пĕрремĕш Çырăвĕпе тухрĕ. Ертỹçĕн Çырăвĕ анлă та пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Унта вăл республикăри пахалăхлă ĕçсем çинче те чарăнса тăчĕ, çитменлĕхсем çине те пусăм турĕ.
Чăваш Республикин çирĕплетнĕ бюджечĕ темиçе çул ĕнтĕ лайăх ĕçлесе пыма май парать, хуласемпе ялсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕр пек аталантарма пулăшать. Çулсеренех çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕкленеççĕ, вĕсенче çынсем пĕрремĕшле пулăшу илме пултараççĕ. Сывлăх сыхлавĕн тытăмне лайăхлатас тĕлĕшпе те сахал мар ĕç пурнăçланать. Акă республика тĕп хулинчен вертолет вĕçсе килсе йывăр чирленĕ çынсене больницăна илсе каять. Шкулсемпе ача сачĕсем уçасси, вĕсене тĕпрен юсаса çĕнетесси те тимлĕхрен çухалмасть. Шăпăрлансене пурне те ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтернĕ.
Çул-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсем те кирлĕ шайра тăраççĕ. Хуласенче те, ялсенче те çынсем пурăнкан вырăнсене хăтлăх кĕртессипе сахал мар ĕç пурнăçланать. Çакă веçех çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшать. Канупа спорт площадкисем уçни те çакнах çирĕплетсе парать. Çулран-çул районта пурăнакансем çак пурнăçланакан мероприятисен пĕлтерĕшĕ пысăк та курăмлă пулнине туйса пыраççĕ, вĕсенчен нумайăшĕ тĕрлĕ программăсене хутшăнма ăнтăлать.
Республикăра сахал тупăшлă çемьесене пулăшмалли çинчен те манмаççĕ, вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама тăрăшаççĕ.
Ял хуçалăхĕн аталанăвĕ пирки те манмалла мар. Ку енĕпе те ĕçсем лайăх пыраççĕ. Районсенчи çĕр ĕçченĕсем тырă-пулăпа, аш-какайпа, сĕт-çупа, пахча çимĕçпе республикăна тивĕçтереççĕ. Çавăн пекех вĕсем туса илнĕ продукцие экспорта яраççĕ. Анчах та çав вăхăтрах яллă вырăнсенче ĕç аллисем çитмеççĕ, професси илнĕ çамрăксем хăйсем çуралнă кĕтесе таврăнмаççĕ.
Республикăра çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси те пысăк вырăнта. Юлашки вăхăтра волонтерсен юхăмĕ хастарлăх кăтартать, хăйсен пархатарлă ĕçĕпе ырă тĕслĕх кăтартса палăрать.
2021-2024 çулсенче "Экологи" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Таса шыв" проектпа килĕшỹллĕн Шăмăршă районĕнчи Палтиел çывăхĕнчи шыв управĕнчен Патарьел, Шăмăршă, Комсомольски районĕсене пăрăхсем тăсма тытăнмалла, тинех вара тахçантанпа район халăхне хумхантаракан ĕçме юрăхлă шыв ыйтăвĕ татăлĕ.
2021 çул - Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ. Çакна халалласа республикăра тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Çавăнпа та çак ĕçе пурин те хастар хутшăнмалла, пурин те пĕрле ĕçлемелле, чăваш халăхĕ кăтартнă паттăрлăха никамăн та манса каймалла мар, пурин те ăна асра тытмалла.
Олег Николаевăн Çырăвĕнче çынсен пурнăçне лайăхлатмаллине, вĕсен пурнăç пахалăхне ỹстермеллине, социаллă инфратытăма аталантармаллине ырласа йышăнатăп. Ĕç пахалăхлăхне ỹстерес тесен, пысăк тухăçлă продукци туса илес тесен пирĕн кĕске вăхăтрах кадрсен ыйтăвне татса памаллах".
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2022

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru