"Шăмăршă хыпарне" йỹнĕрех хакпа!

Категория: Новости Опубликовано: 2020-12-01 11:10:39 Версия для печати
ПОДПИСКА НА САЙТ.jpg
Юратнă та хаклă вулаканăмăрсем! Эсир юратнă хаçата 2021 çулхи пĕрремĕш çур çулта çырăнса илме ĕлкĕртĕр-и? Çырăннă пулсан питĕ аван! Кам та кам вара çырăнса ĕлкĕреймерĕ, тăхтаса тăмасăрах почта уйрăмне çитме е почтальонпа тĕл пулма васкăр.

Декабрĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа çак уйăхăн 13-мĕшĕччен "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата йỹнĕрех хакпа _ 320 тенкĕ те 88 пуспа çырăнса илме май пур. Васкăр, тусăмсем, хаçатсăр ан юлăр! Аса илтеретпĕр, хаçат 2021 çулта эрнере пĕр хутчен 8 страницăпа эрнекунсенче тухса тăрĕ.

Çавăн пекех редакцие пырса илмелле _ 250 тенкĕ, электронлă çырăнтару _ 200 тенкĕ.

Эсир пирĕнпе пĕрлех пуласса, çыхăнăва татмасса шанатпăр.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru