Уй-хирте, йĕтем çинче...

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-08-31 08:30:54 Версия для печати
На току.jpg
АВГУСТĂН 29-мĕшĕ тĕлне районта кĕрхи тыр-пула пухса кĕртес ĕç вĕçленнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 7115 гектар çинчен 16034 тонна çапса илнĕ, çав шутра 7920 тонна тулă, 6520 тонна урпа, 1420 тонна сĕлĕ, 90 тонна пăрçа тата 84 тонна ыраш. Тухăç пĕр гектартан вăтамран 22,5 центнерпа танлашать.
Хальхи вăхăтра уй-хирте 22 комбайн тата 35 единица автотранспорт ĕçлет.
Йĕтем çинче те хĕрỹ ĕç пырать. Хиртен турттарса килекен тырра тасатаççĕ, типĕтеççĕ, упрама хатĕрлеççĕ.
Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те малалла пырать. Нумай çул ỹсекен курăка 1980 гектар çинчен, пĕр çул ỹсекеннисене - 145 гектар çинчен çулса илнĕ. Планпа 1650 тонна утă хатĕрлеме пăхнă пулсан, 1720 тонна янтăланă. Улăм - 620, фураж - 780 тонна хатĕрленĕ. Çак ĕç вĕçленмен-ха. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçармашкăн 4000 тонна силос хурса хăвармалла.
В.СЕВРЮГИН.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru