Шăмăршă пасарне ĕçлеме чарнă

Категория: Новости Опубликовано: 2020-07-21 13:51:19 Версия для печати
Чăваш Республики территорийĕнче коронавирус инфекцийĕ сарăлассине асăрхаттарассипе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ июлĕн 17-мĕшĕнче иртрĕ. Республикăн сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов регионта COVID–19 чирĕпе чирлени çинчен калакан информаципе паллаштарчĕ.

«Республикăри лару-тăру стабильлĕ, вăл лайăхланса пынин динамикине палăртатпăр. Çапла инфекци сарăлнин коэффициенчĕ 0,94-па танлашать, пушă койка фончĕ _ 70,4 процент, тестсем ирттернин кăтартăвĕ 103,6 процент чухлĕ. Ку позицие тытса тăратпăр», _ палăртрĕ министр. Апла пулин те хăйĕн сăмахĕнче Владимир Степанов коронавируспа чирлессин кăтартăвĕ 14 районта республикăри вăтам кăтартуран та пысăкраххине пĕлтерчĕ.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертỹçи Надежда Луговская республикăра çынсем йышлă пулакан вырăнсенче коронавируса сарăлассине хирĕç кĕрешмелли мероприятисене пурнăçлани çинче чарăнса тăчĕ. Ертỹçĕ кану вырăнĕсене, вăл шутра пляжсене те, чикĕлевсенчен тухмалли виççĕмĕш тапхăрта кăна уçма ирĕк пуррине аса илтерчĕ.

Июлĕн 20-мĕшĕ тĕлне Шăмăршă районĕнче коронавируспа чирлекенсем пурĕ 116 çын пулнине палăртнă. Ку таранччен 110 çын сипленсе тухнă, 1 çын çак инфекцие пула вилнĕ.

Районти лару-тăру кăткăс. Çынсем вара коронавирус сарăлни çине алă сулнă тейĕн: çын йышлă пулакан вырăнсенче маска тăхăнакан сахал. Чирлекенсем сахал маррине тата инфекци хăрушлăхне шута илсен обществăлла вырăнсенче, суту-илỹ объекчĕсенче социаллă дистанцие пăхăнасси, маска тăхăнасси хальлĕхе хăйĕн çивĕчлĕхне нимĕн чухлĕ те çухатман. Çавăнпа санитари йĕркине кашни çыннăн пăхăнмалла. Пĕр-пĕрин хушшинче дистанци тытни те инфекци сарăлассинчен асăрхаттарма пулăшать. Çапла майпа инфекцие сарăлма памалла мар тата харпăр хăйĕнпе çывăх çынсен сывлăхне упрамалла.

Пĕтĕмĕшле илсен, алла час-часах супăньпе çумалла тата дезинфекци хутăшĕпе тасатмалла, пỹлĕме час-час уçăлтармалла тата унта дезинфекци хутăшĕсемпе усă курса тирпейлесе тăмалла. Килтен тухса кĕнĕ хыççăн ним тытиччен малтан алла тата пит-куçа тасатмалла.

Районти обществăлла вырăнсенче дезинфекци ĕçĕсене унччен те пурнăçланă, халĕ те пурнăçласа пыраççĕ. Апла пулин те çакă маска тăхăнмалла маррине пĕлтермест.

Лару-тăрăва контрольте тытас тĕллевпе районти мобильлĕ ушкăнсем обществăлла транспортра, суту-илỹ объекчĕсемпе ытти предприятисенче хăрушсăрлăх мерисене тата санитари йĕркине пăхăннине тĕрĕслесе тăраççĕ, çынсемпе ăнлантару калаçăвĕсем ирттереççĕ. Çак тĕрĕслевсен шутне хальлĕхе чакарма та сăлтав çук.

Çынсене çак инфекцирен сыхлас тесе районта ку эрнере Шăмăршăри пасарта суту-илỹ тума чарнă. Ял хуçалăх таварĕсене кăна туянма пулĕ.

Санитари йĕркине пăхăнас вăхăт тăсăлса пырать пулин те, йĕркене пăхăнмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Çапла кăна хамăрăн тата çывăх çынсен сывлăхне упраса хăварма пулать.

Н.ИЛЬИНА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2022

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru