Карапайсем Чăваш Ен чысне хỹтĕлеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-08-10 08:59:59 Версия для печати
победители карабай.jpg
НУМАЯХ пулмасть Чăваш Республикин çамрăксен пĕрлештернĕ команди Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинчен призер Дипломĕпе таврăнчĕ. Йĕкĕтсем 18 кун хушши оборонăпа спорт кану лагерĕнче пулчĕç, тĕрлĕрен спорт тата çар ăмăртăвĕсене хутшăнса вăй-халне тĕреклетрĕç, сывлăхне çирĕплетрĕç.
Питех те кăмăллă, Чăваш Ен пĕрлештернĕ командинче республика чысне хỹтĕлеме Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем: Евгений Михайлов, Дмитрий Денисов, Денис Филиппов - тивĕçнĕ. Лагерьте вĕсем çар пурнăçĕпе çывăххăн паллашрĕç: салтаксем пекех казармăра пурăнчĕç, хальхи çĕнĕ йышши хĕç-пăшал тата çар техникине хăйсен куçĕпе курчĕç, çыхăну меслечĕсене вĕренчĕç. Сапер, разведчик, снайпер пулма та тиврĕ. Пулас çар çыннисем - кашниех Тăван çĕршыва сыхлас тивĕçе пурнăçлас ĕмĕтлĕ - Атăлçи федераци округĕнчи 9 регионтан пухăннă яшсемпе тĕрлĕ конкурссенче тупăшрĕç. Чăваш Ен команди уйрăмах «Пушар хăрушсăрлăхĕ», «Раççей çар пуçлăхĕсем», «Медицина пулăшăвĕ», «Топографи», «Çĕнтерỹ юррисем» конкурссенче, автомата салатса пуçтарас енĕпе, турник çинче туртăнассипе, кĕлеткене урайĕнчен çĕклессипе тата 100, 3000 метра чупассипе палăрчĕç, малти вырăнсене йышăнчĕç.
Чăваш Ен пĕрлештернĕ ушкăнĕ Атăлçи шайĕнчи ăмăртусенче çитĕнỹсем тунинче пирĕн шкул ачисен тỹпи те пысăк. Евгений, Дмитрий тата Денис Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн ятне çỹллĕ шайра тытма пултарнипе питĕ савăнатпăр. Вĕсене малашне те çитĕнỹсем тума ăнăçу сунатпăр.
Ю.ЕРМОЛАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru