Сывлăхлă çамрăксенче - шанчăклă пуласлăх

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-08-10 08:56:16 Версия для печати
Ич.jpg
АЛЕКСАНДР ИЧАНКИН яш çулсенче педагог пулас тесе ĕмĕтленмен. Кун-çулне спортпа çыхăнтарас пирки те шутламан. Шкулта вĕреннĕ чухне спорт вăййисене каçса кайсах вылянă ĕнтĕ - пĕр класра вĕренекенсенчен футбол командисем йĕркелесе час-часах ăмăртусем ирттернĕ. Икĕ çул çарта çыхăну ротинче службăра пулнă хыççăн производствăра ĕçленĕ.
Активлăхĕпе пуçарулăхне кура 1986-88 çулсенче ăна Шăмăршăри комсомол райкомне чĕнсе илеççĕ, çамрăксемпе ĕçлеме сĕнеççĕ. Çакăнтан пуçланса каять те унăн тренер пурнăçĕ. Ачасемпе ĕçлес ăсталăхĕ те яр-уççăн палăрма тытăнать. Александр футбол вăййине çĕнетсе ярать («Тайфун» ăмăртусенче чăннипех те тинĕсри çил-тăвăл евĕр ытти командăсене парăнтарма тытăнать), Шăмăршă районĕнче пуçласа дзюдо секцийĕ уçать. Кĕрешỹ мелĕсене вăл Ульяновск хулинче ĕçленĕ вăхăтра спорт секцийĕнче вĕреннĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче çĕршывра тин çеç сарăлма пуçланă çĕнĕ кĕрешỹ тĕсĕсене вĕренес текенсем ялта та йышлăн пулнă. Çавăнпа та ăна 1988 çулта Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче тренер должноçĕ параççĕ. Унта вăл халĕ те пĕр улшăнми 30 çул хушши çамрăксене самбо, дзюдо, чăваш наци кĕрешĕвĕн мелĕсене вĕрентет.
Кашни çулах виçĕ ушкăн ертсе пырать Александр Михайлович - 50-шар ача çỹрет ун патне. Вăл ĕнтĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физкультура факультетĕнче ятарлă пĕлỹ илнĕ, аслă категориллĕ тренер-преподаватель. Камсене явăçтарать-ха вăл? Ун патĕнче ытларах - маларах урамра ним тума пĕлмесĕр çапкаланса çỹренĕ арçын ачасем. Нумай ачаллă çемьере тимлĕх çитмен йĕкĕтсем. Ашшĕсĕр ỹсекен çурма тăлăх арçын ачасем те ун патне туртăнаççĕ - унра шанчăк, хỹтлĕх шыраççĕ. Кĕрешме вĕрентнисĕр пуçне, тренер вĕсене çирĕп йĕркене хăнăхтарать. Сăмахран, тренировкăсене эрнере 3 хут, пĕр сиктермесĕр, вăхăтра çỹремелле. Пирус туртакансем, усал сăмахпа калаçакансем пачах пулмалла мар кĕрешỹçĕсен хушшинче. Вĕсен çи-пуçĕ те тирпейлĕ пулмалла, çỹçне те кастарсах тăмалла. Дисциплинăна пурте пăхăнаççĕ кунта. Тренер ачан кашни кăлтăкне, çитменлĕхне тỹрех асăрхать, тĕрĕс çул çул çинчен пăрăнма памасть. Кĕрешỹ секцийĕн тĕп принципĕ: эрех-сăрана, пирус туртассине тата çын пурлăхне хапсăнассине хирĕç. Пĕчĕкрен тỹрĕ кăмăллă, таса чунлă пулса çитĕнмелле.
Акă йышлă çемьере ашшĕсĕр юлнă Евгений С. дзюдо секцине 11 çулта çырăннă. Арçын ача унта кĕрешỹ вăрттăнлăхĕсене 5 çул хушши вĕреннĕ, пайтах республика тата Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăннă. Кĕрешỹ ăсталăхĕсĕр пуçне, мĕн чухлĕ ырă канаш илмен-ши вăл тренертан? Лайăхпа япăха уйăрса илме те, урамри киревсĕрлĕхрен пăрăнма та, пушă вăхăта сывлăхшăн усăллă ирттерме те. Александр Михайлович уншăн тренер та, учитель те, аслă юлташ та. Тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн Женьăна Ульяновскри олимп резервĕн физкультурăпа спорт техникумне хăех илсе кайнă, вĕренме кĕме пулăшнă. Халĕ Евгений унта 1 курс вĕренсе пĕтерчĕ те ĕнтĕ - спорт мастерĕн кандидачĕ. Тăван килне килмессерен вĕрентекенĕпе курнăçать. Лешĕ ăна яланхи пекех пурнăçра хавхалантарса тăрать, йĕкĕтĕн çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан хĕпĕртет.
Саша М-ăн ачалăхĕ те çăмăл килмен - инвалид, çурма тăлăх (ашшĕ вилнĕ). 2011 çултпа А. Ичанкин патне спорт секцине çырăннă хыççăн йывăр шăпаллă ачан кун-çулĕ телейпе çуталма тытăнать, унăн пурнăçĕнче те савăнăçлă самантсем пуçланаççĕ. Александр Михайловичăн ырă кăмăлĕ, ачан пултарулăхĕшĕн савăнни малашлăха шанчăк парса тăрать, тренировкăсенче тата та тăрăшарах пулма хистет. Вăхăт иртнĕçемĕн Саша та ăмăртусенче Дипломсем çĕнсе илме тытăннă, çитĕннисен 1-мĕш разрядне пурнăçланă. Ăна та тренер Ульяновскри физкультурăпа спорт техникумне вырнаçтарнă. Çамрăк кĕрешỹçĕ ăна кăçал ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ. Халĕ Чĕмпĕрти педагогика университечĕн физкультура факультетĕнче аслă пĕлỹ илесшĕн.
Мĕн чухлĕн вĕсем, Александр Михайловичăн алли витĕр тухнă дзюдоистсем, самбистсем! Вĕсен хушшинче спорт мастерĕсем те сахал мар. Хăйĕн шăпине çамрăксене спорта явăçтарас ĕçпе çыхăнтаракансем те - тренерсем, физкультура учителĕсем- теçеткипех. Çар училищисенче вĕренекенсенчен чылайăшĕ А.Ичанкин патĕнче кĕрешỹ мелĕсене вĕреннĕ. Десантниксем, спецназра службăра тăнисем кайран ăна, çартан таврăнсан, тав туса пĕтереймеççĕ.
Район центрĕнче пурăнакансем кăна мар, кỹршĕ ялсенчен те пайтах çỹреççĕ кĕрешме: Карапай Шăмăршă, Çĕнĕ Шăмăршă, Васан, Ярăслав, Виç-пỹрт, Асьял... Вырăс, чăваш, тутар, ирçе ачисем кĕрешỹ ăсталăхне туптаççĕ. Пĕр-пĕринпе яланах туслă. Юлашки вăхăтра хĕрсем те çỹреме тытăнчĕç - вĕренччĕрех вĕсем те. Тен, пурнăçра кирлĕ пулĕ. Халĕ хĕрсем те çар ĕçне кăмăллаççĕ.
- Кĕрешни ачана спорт форминче тытса тăма пулăшать. Чăн-чăн арçынсен шкулĕ теме пулать пирĕн секцие - шăм-шака тĕреклетме, вăй-хал тĕлĕшĕнчен аталанма, чăтăмлăх туптама май парать. Кĕрешỹре çĕнтерме те, выляса яма та пĕлмелле - кỹренỹсĕр. Тупăшакансем пĕр-пĕринчен кăмăллăн уйрăлмалла. Тата çирĕп дисциплинăна пăхăнма вĕренни паха. Çамрăксем урамра тĕлсĕр-палсăр çапкаланса ан çỹреччĕр, сывă пурнăç йĕркипе ỹсчĕр, - тет Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.
Ашшĕ-амăшĕ те питĕ кăмăллă А.Ичанкинăн пархатарлă ĕçĕпе. Ун патне çỹрекен ачасем обществăри йĕркене пăсмаççĕ, шкул хыççăн та çирĕп йĕркепе пурăнаççĕ, малтан мала ăнтăлаççĕ. Ахальтен Шăмăршă ял тăрăхĕн депутатне суйламаççĕ ял-йышра хисепе тивĕçнĕ тренера.
... Шăпи педагогика çулĕ çине илсе тухнăшăн пĕрре те ỹкĕнмест вăл. Çĕршер арçын ачана кĕрешỹ секцине явăçтарнăшăн савăнать кăна. Кашниех спорт мастерĕ пулаймасть ĕнтĕ. Тренер е учитель пулма та тĕллев лартмасть. Чи кирли - çамрăксем сывă пурнăç йĕркине хăнăхаççĕ. Çакă чылайăшĕн пурнăçне яланлăхах кĕрсе юлать.
Физкультурник кунĕ ячĕпе саламласа, çамрăксене воспитани парас ĕçе малашне те чун-чĕре хушнипе пурнăçласа пыма ăнăçу сунатпăр Сире, Александр Михайлович!
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru