Çут тĕнчене мăшăрĕн куçĕпе курать

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-08-07 08:41:39 Версия для печати
харитоновы.jpg
Ĕмĕр сакки сарлака.
ПУРНĂÇА малтан мала пĕлсе тăма май çук. Паянхи кун епле иртĕ? Ыран мĕн кĕтет? Пĕтĕмпех вăрттăнлăх.
... 1971 çулхи сентябрь уйăхĕ. «Шемуршинский» совхозра вăй-хал тапса тăракан çамрăк тракторист уй-хире аммиакпа апатлантарать. Кăмăлĕ савăк, кун каçипе ĕçлесе те ĕшенни сисĕнмест. Ĕç кал-кал пырать, вĕр-çĕнĕ "хурçă учĕ" талăкĕ-талăкĕпе пĕр чарăнми туртать. Çĕр ĕçченне килĕнче савнă мăшăрĕ, 3 ачи - икĕ ывăлĕпе хĕрĕ - кĕтеççĕ. Анчах... Каç сĕмлĕхĕнче асăрханса ĕлкĕреймен-ши, аммиак шĕвекĕ трактористăн куçне лекет... Çак самантран пуçласа Николай Харитоновшăн тавралăх яланлăхах сĕм-тĕттĕм пулса тăрать – ирхине те, кăнтăрла та....
Шупашкарта та, Мускавра та операци тăваççĕ хирургсем - 33 çулхи арçăннăн куçĕсене çăлса хăвараймаççĕ...
Çапла ĕмĕрлĕхех сĕм-суккăр пулса юлать вăл.
Малтанах питĕ йывăррăн хăнăхнă Н.Харитонов улшăннă пурнăç йĕркине. Хăнăхмаллах-ши ăна? Çапла шухăш та пĕрре кăна мар çуралнă унăн пуçĕнче. Юрать-ха, мăшăрĕ Валентина Антиповна кашнинчех вăхăтра асăрхаса ĕлкĕрнĕ çак самантсене - инвалид пурнăçне çăмăллатса, тăтăш йăпатса тăнă, пуçа усма паман. Арăмĕн чун-чĕри çапла вĕçĕ-хĕррисĕр хĕрỹ те ырă пулнине паян кунчченех туйса пурăнать вăл. Тỹсĕмлĕ хĕрарăм тăрăшнипе Николай Васильевичăн пурнăçĕ те майĕпен йĕркеленсе каять.
56 çул каялла çемье çавăрнă вĕсем, Энтĕрьелĕнче çуралса ỹснĕ чипер сăн-питлĕ Валентина Шишкинапа Çĕпрел районне кĕрекен Куршанкă Шăхаль каччи - патвар Николай Харитонов. Мĕн тесен те вĕсем телейлĕ çăлтăр айĕнче пĕрлешнĕ. Шăпи çемье умне пысăк йывăрлăх кăларса тăратсан та - Харитоновсем пурнăç тĕрĕслевĕ витĕр тĕрĕс-тĕкел тухма пултарнă. Парăнман, алă усман. Паллах, малтанхи çулсенче пĕтĕм ĕç Валя аппан хул пуççийĕ çине тиеннĕ. Çав çулхине вĕсем (1971) Шăмăрша Куршанкă ялĕнчен куçса кăна килнĕ-ха - çурт çавăрма тытăннă. Пỹртне туса кăмака çавăрма ĕлкĕрнĕ - хапхи, хуралтăсем, мунча тăвасси веçех хĕрарăма лекнĕ. Ĕçне те кашни кун чупнă (сысна ферминче тăрăшнă), кил-хуçалăхне тытса тăнă. Ĕнесĕр пĕр çул та пурăнман. Тĕп тивĕçĕ тесе вара ачасен ашшĕне пур енлĕн ăшă сăмахпа пулăшса тăрасси пулнă. Ашшĕ яланах, халĕ те, çемье пуçĕ. Унпа пур ĕçе те пĕрле сỹтсе яваççĕ. Пурин çинчен те унпа канашлаççĕ. Ун сăмахĕнчен тухмаççĕ - мăшăрĕ те, ачисем те. Николай хăй те ларса-тăма юратмасть. Унччен те кунĕпе чупса çỹресе ĕçлекен мăшăрне май килнĕ таран пулăшнă: шыв ăсса кĕнĕ, пахчара çĕр улми кăларнă çĕре хутшăннă (авăрне лăскама, улмана витрепе йăтма). Мăшăрĕпе кĕпе-йĕм те пĕрле чỹхенĕ - пĕрремĕш хутне кăна Валя аппа çунă. Халĕ те Николай тете уйран çỹпçипе çу уçлать, аш арманĕпе (мясорубка) фарш çавăрать...
Епле телей вăл - çумри мăшăр сăмахсăрах ăнланни, сана пулăшса тăни, пурнăç тĕшшине курма, куллен кунпа киленме май пани! Çакна пурнăçлама ăçтан вăй-хăват илсе тăрать-ши Валентина Антиповна? Пуринпе те тарават, ăшă кăмăллă вăл. Николай Васильевич, кăçал 80 çул тултарчĕ пулсан та, сывлăхпа çирĕп-ха. Унчченхи пек хут купăсĕпе хурлăхлă юрăсем юрламасть ĕнтĕ. Ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнать, вĕсен пурнăçĕпе интересленсех тăрать.
Харитоновсен виçĕ ачи те çитĕнсе ĕçчен пулса ỹснĕ. Асли Николай çемйипе Энтĕрьелĕнче тымар янă, халĕ тивĕçлĕ канура. Вĕсен мăнук та пур ĕнтĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Игорь - предприниматель, виçĕ ача ашшĕ. Вĕсен çемйипе пĕр килте 25 çул шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ те ватăсем - кинĕпе хунямăшĕ питĕ килĕштереççĕ, укçа-тенкĕ пĕр енчĕкре тытаççĕ. Апат пĕçерекенĕ - асламăшĕ - халĕ те кунне 3 хутчен тутлă апат хатĕрлеме ỹркенмест. Пахчинче те пĕр çум курăкĕ тупаймастăн. Мăнукĕсем те асламăшĕ-аслашшĕпе питĕ çывăх.
Альбина хĕрĕ Шăмăршăри тĕп больницăн хирурги уйрăмĕнче пĕр улшăнми 35 çул медицина сестри пулса ĕçлет. Икĕ ывăлĕ те хăйсен пек ĕçчен те тирпейлĕ. Асли мăшăрлă.
Паян Харитоновсем Марина мăнукне качча пама хатĕрленеççĕ. Ватăсем çамрăксене туйра чĕререн тухакан пил сăмахĕ каласшăн. Хăйсен пек çирĕп çемье çавăрма, пĕр-пĕриншĕн шанчăклă тĕрев пулма, йышлă ача-пăча ỹстерме.
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru