«Çылăх - тĕтĕм мар...»

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-08-07 08:33:37 Версия для печати
«ÇЫЛĂХ усала çывăх», - тетчĕ пирĕн ватă кукамай. Пире те çылăх тумасăр, усал ĕçпе çыхланмасăр пурăнма ăс паратчĕ. Çын япалине перĕнме хушман, вăрлани пысăк çылăх пулнине эпир мĕн пĕчĕкрен ăнланса ỹснĕ. Усал сăмах калани те, çын пирки элек сарни те - çылăх. Çавăнпа та ваттисем шутламасăр калаçма хушман. Çылăха каçарттарма пулĕ, анчах усал ят ĕмĕрлĕхех юлĕ.
Шăмăршăра пурте пĕр-пĕрне паллаççĕ, пысăк мар ялта çын мĕнле пурăннине витĕр курса-пĕлсе тăратпăр. Кам тỹрĕ чунлă, кам ăнман кăмăллă пулни те паллă. Хăшĕсем çапла çылăх туса тултараççĕ те, кайран мĕн ватăлса çĕре кĕричченех чиркỹ çулне такăрлатаççĕ.
«Эпĕ - Турă умĕнче таса, вилсен пĕр чăрмавсăрах çăтмаха каятăп», - теççĕ çавнашкаллисем хăйсене ытла та пысăка хурса. Çын пирки усал калаçнине, элек сарнине, суйнине вĕсем пĕрре те çылăх тесе шутламаççĕ. Тĕрĕсех каланă пуль çав ваттисем: «Çылăх тĕтĕм мар, куçа кĕмест». Шутлатăп та тĕлĕнетĕп: лайăх мар ĕç тунине пĕлсе тăрсах çав çынсем хăйсене «çвяттуй» вырăнне хураççĕ.
Пĕр хĕрарăм виçĕ ачине упăшкин алли çине пăрахса хăварсах тепĕр арçынна качча тухнă. Юрать-ха, аслашшĕпе асламăшĕ сывлăхпа çỹреççĕ, мăнукĕсене вĕсем пăхаççĕ. Хуйха ỹкнĕ арçын эрех черкки енне туртăнма тытăннă. Ĕçекен атте ачисене лайăх воспитани парса ỹстересси те иккĕлентерет. Тепре авлансан темле хĕрарăм çакланĕ-ха, упăшкин ачисене çывăха хурĕ-и? Тата виçĕ ачаллă арçынпа пĕрлешме кăмăл тăвакан йĕркеллĕ хĕрарăм тупма та йывăр.
Тепĕр çемье хăйне-хăй Турă саккунĕсене çав тери хисеплесе-пăхăнса пурăннă пек кăтартать. Яланах чиркĕве çỹреççĕ. Çав вăхăтрах ачисем çынна улталаса пуяс çул çине тăнă. Çăмăл автомашина тупса паратăп тесе шантараççĕ те, кайран машини те, укçи те çук. Суда та параймастăн: укçине çынна шанса панă вĕт-ха, улталама пултарасси пирки шутламасăр хут çырса алă та пустарман. Çакăн пек тĕслĕхсем Шăмăршăра иккĕ-виççĕ те пулчĕç ĕнтĕ. Машина «вăррисем» (урăхла епле калăн-ха çак йĕксĕксем пирки?) ним пулман пекех пурăнаççĕ, ашшĕпе амăшĕ вĕсен çылăхĕсене чиркỹре «каçарттараççĕ».
Е тата çын пирки темĕн те пĕр калаçакансем сахал-и? Вĕсен хушшинче ватлăх енне сулăннисем те пур. Кашни эрнерех чиркĕве çỹреççĕ, Турра ĕненсе пурăнатпăр теççĕ.
Ман шутпа, чиркĕве кайнипе çеç çын тасалмĕ, Турă çуртĕнчен урама тухсанах ырă мар ĕç туни чуна тата та ытларах варалать.
Пĕр-пĕринпе ятлаçмасăр, çынна улталамасăр, вăрламасăр, усал сăмах сармасăр пурăнсан çеç сан пирки ялта ырă ят çỹрĕ. Çак чăнлăха ача чухнех ăша хывмалла та пурнăç тăрăшшĕпех чун тасалăхĕшĕн тăрăшмалла.
Мĕн тери лайăх пулĕччĕ ырă ĕç тăвассишĕн тăрăшакан çынсем ытларах пулсан! 2018 çула Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ май, начартарах пурăнакансене, тăлăхсемпе сусăрсене пулăшма тăрăшасчĕ. Вăрçăну-харкашу таврашне вуçех те пăрахаçласчĕ, хирĕç пулсан пĕр-пĕрне: «Ырă ир!», «Ырă кун!», «Ырă каç!» - тесе саламласа йăл! куласчĕ. Ун пек чух усал ĕç тăвакансем те сахалрах пулĕç, таса чунпа илемлĕ пурăнма тытăнăпăр.
Ив.САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru