Гектарсем ỹссех пыраççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-08-07 08:29:56 Версия для печати
комбайн.jpg
РАЙОНТИ хуçалăхсенче кĕр тыррисем 2030 гектар йышăнатчĕç пулсан, çак лаптăка йăлтах пуçтарса кĕртнĕ. Тухăç - гектартан 20 центнертан пуçласа 34 центнера çити. «АгроТранСпорт» ООО кăçал та районта чи пысăк тухăç илнĕ. Хура пусă хыççăн акнă, минерал удобренийĕпе туллин усă курнă хирсем типĕ çул та савăнтарчĕç.
Çавăн пекех хура пусă хыççăн акнă В.Кузнецов (Шăмăршă), В.Павлов (Хĕрлĕ Васан) фермерсем те кашни гектартан 27-28 центнер тухăç илнĕ.
И.Быковпа В.Кузнецов фермерсем Шупашкар элеваторне çĕнĕ тухăç леçеççĕ. И.Быков 200 тонна ытла, В.Кузнецов 60 тонна кĕрхи тулă сутнă. Çак ĕç малалла пырать.
Хуçалăхсем халĕ урпа вырса çапаççĕ. Василий Павлов, Валерий Кузнецов, Игорь Быков фермерсем гектартан вăтамран 18-22 центнер тухăç илеççĕ.
Тырă пĕр вăхăтра ĕлкереймест, çавăнпа та лаптăксене суйласа илсе пуçтарса кĕртеççĕ. Пĕрлех кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеççĕ, вăрлăх сортлаççĕ.
В.СЕВРЮГИН.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru