Çурăлнă çĕр, сарăхнă калча...

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-08-06 16:33:02 Версия для печати
IMG_8027.JPG
ÇУ КАÇАХ çумăр çуманнипе ял хуçалăхĕ питĕ кăткăс лару-тăрăва кĕрсе ỹкнине кура, район администрацийĕ июнĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа уйрăм кăтарту пуличчен районта чрезвычайлă лару-тăру режимне туса хума йышăнни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Çак йышă- нăва вырăнта мĕнле хакланине тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе эпир ытларикун Пашьел-Чукал тăрăхне çитсе куртăмăр.
- Çăва тухнăранпа пĕрре те çумăр çумарĕ тесен те йăнăшмăп, - пăшăрханса калаçрĕ пирĕнпе Çĕнĕ Чукалти Валерий Симурзин фермер. - Курăр-ха, çĕр çурăлнă вĕт, хытса-чулланса ларнă.
30 гектар çинче çĕр улми çитĕнтерет фермер. Типĕ тăпраран нỹрĕк илейменнипе, çĕр улми аври сарăхма пуçланă. Пĕрне туртса кăлартăмăр та, мăйăр пек улма куç умне тухса тăчĕ. Иртнĕ çулсенче Илем кунĕнче çĕнĕ улма çинĕ вĕт-ха, кăçал хăçан ĕлкĕрĕ?
- Çумăр çукаласан октябрь уйăхĕнче тухăçа пуçтарса кĕртме пулать, - ĕмĕтленет фермер. - Анчах лартма-çитĕнтерме кайнă тăкаксем каялла таврăнаймасси халех паллă.
Валерий Симурзин 30 гектар кĕрхи тулăпа 130 гектар çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнтерет. Кĕрхи тулă лайăх тухăç парасса кĕтме пулать, анчах çурхисем пĕр шитрен те çỹллĕ ỹсеймесĕрех пучах кăларнă. Пĕчĕк пучахра пĕрчĕсем те вĕтĕ.
- Гектартан 10-15 центнер илейсен тем пек лайăх пулĕччĕ те, - пирĕнпе калаçса чунне лăплантарать салху сăнлă фермер.
Василий Бибуков комбайнерпа ăна пулăшакан Данил Храмов СК-5 М-1 «хир карапне» лайăх юсаса хатĕрленĕ, кĕрхи тулла вырса та пăхнă. Тырă халлĕхе ешĕлтерех пулнипе вырма ĕçĕсем сарăлайман-ха.
Çак кунах эпир Асанкассинчи Сергей Данилов фермер хуçалăхĕнче те пултăмăр. Сергей Зинонович 80 гектар урпапа 14 гектар çĕр улми, 30 гектар нумай çул ỹсекен курăксем çитĕнтерет. Фермер темиçе уйăх çумăр çуманшăн чунтан пăшăрханать.
- Чĕмпĕр тăрăхĕнчен «гала» сорт çĕр улми вăрлăхне туянтăм, - тет вăл. - Технологие çирĕп пăхăнса, минерал удобренийĕпе туллин усă курса лартса хăвартăм. Çу каçа рет хушшисене икĕ-виçĕ хутчен те кăпкалатнă, колорадо нăррипе кĕрешнĕ. Анчах çумăр çуманнипе чаплă сорт та савăнтараймарĕ. Çĕр улми куç умĕнчех сарăхать, çимĕçĕсем те ранетка панулмирен пысăк мар. Тăпрара нỹрĕк пачах та çук, çĕр çурăкĕсем патвар арçын ал лаппи сарлакăш.
Сергей Данилов йышлă выльăх-чĕрлĕх усрать. Мăйракаллă шултра выльăхсем 20 пуç, çав шутра сăвакан ĕнесем - 10. Выльăх-чĕрлĕх валли кирлĕ чухлĕ утă хатĕрлеме пултарнишĕн савăнать вăл. Ялти ытти çынсем те выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлессишĕн пысăк вăй хураççĕ.
- Тырă пирки ытлашши пуç ыратмасть, пĕлтĕрхи те пайтах-ха, - пĕлтерчĕ фермер. - Çĕр улми шăпи вара хăрушлăхра. Çĕре лайăх витерсе çумăр çусан «иккĕмĕш çăкăр» тухăçĕ те ỹсмелле те, мĕнле пулĕ ĕнтĕ?
Ыррине кăна ĕмĕтленер, ял-йыш, тахçантанпах кĕтекен çумăр çуса савăнтарасса шанса пурăнар.
Хресчене нихăçан та çăмăл пулман. Мĕнле йывăр çул та вăл аллине усман, яланах лайăххи те пуласса шаннă. «Шанăç пуррисем телейлĕ», - теççĕ халăхра. Çапла пултăрччĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru