Владимир Путин: "Конституци тӳрлетӗвӗсем пирки сасӑлассине урӑх вӑхӑта куҫармалла"

Категория: Новости Опубликовано: 2020-03-29 11:37:11 Версия для печати
Ҫӗршывӑн тӗп саккунне улӑштарнипе ҫыхӑннӑ сасӑлавӑн ҫӗнӗ кунне палӑртӗҫ

Коронавирус инфекцийӗ ан сарӑлтӑр тесе ирттерекен профилактикӑна пула Конституцири тӳрлетӳсемпе ҫыхӑннӑ Пӗтӗмраҫҫейри сасӑлав кунне улӑштарӗҫ. Малтан сасӑлав апрелӗн 22-мӗшӗнче иртмеллеччӗ.

"Сасӑлава каярахпа ирттермелле тесе шутлатӑп", – палӑртнӑ Путин.
Маларах ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн пӑшӑрханса сасӑлава урӑх вӑхӑта куҫарма пултарасси пирки РФ Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Элла Хохлова каланӑ пулнӑ.

Ҫӗршывӑн тӗп документне чылай тӳрлетӳ кӗртме палӑртнӑ. Улшӑнусем ачасене хӳтӗлессине, ҫемье пахалӑхӗсене, социаллӑ гарантисене, паха медицинӑна пырса тивеҫҫӗ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru