Çурт-йĕр хăтлăхĕ хамăртан килет

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-07-16 16:23:28 Версия для печати
капремонт.jpg
ИЮЛĔН 12-мĕшĕнче пирĕн района Шупашкартан «Республикăри нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсас ĕç фончĕ» коммерциллĕ мар организацирен А.Осипов - тĕп инженер тивĕçне пурнăçлакан - тата Л.Николаева - ертсе пыракан специалист - килсе халăхпа тĕл пулу ирттерчĕç, çурт-йĕре юсас ĕç пирки хускатнă ыйтусем çине хуравларĕç. Çавăн пекех Шăмăршăри "Жилкомсервис" УК" ООО пуçлăхĕ А.Садретдинов та нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен ыйтăвĕсене уçăмлатрĕ, кашнинех тĕплĕ хуравпа тивĕçтерчĕ.
Мĕншĕн-ха хăш-пĕр кивелсе çитнĕ çурта юсама васкамаççĕ, теприне вара çийĕнчех çĕнетеççĕ? Хваттерте никам та пурăнмасан укçа тỹлемелле-и? Панеллĕ çуртра юсав ĕçĕ кăна мар, ăшăрах тума май пулмасть-и? Тĕрлĕ ыйту пăшăрхантарать пухăннисене. Çуртра юсав ĕçĕсем ирттересси пурăнакансем çак тĕллевпе укçа-тенкĕ вăхăтра пуçтарнинчен килет. Енчен те пурăнакансен 90 проценчĕ укçа параймасан, юсав ĕçне пуçăнаймаççĕ. Пирĕн районта капиталлă юсав валли укçа пуçтарасси пурĕ те 73 процент чухлĕ кăна пурнăçланса пыни çинчен пĕлтерчĕ Александр Владимирович.
Акă район центрĕнчи Космовский урамĕнчи 30-мĕш çурт куç умĕнчех çĕнелсе пырать. Часах çĕнĕ çивитти илемлетсе тăрĕ ăна. Унсăр пуçне, пурăнакансем ыйтнипе, электропроводка, шыв, ăшă пăрăхĕсем тата ытти хатĕре те улăштарма пултараççĕ. Асăннă çуртра пурăнакансем юсав валли пурте вăхăтра укçа хывнă иккен.
«Çурта тĕпрен юсаттарас тесен, укçа пуçтарас ĕçре активлă пулмалла, ун хыççăн тин кирлĕ документсем хатĕрлемелле», - çапла каларĕ Шăмăршăри «Жилкомсервис» УК» ООО ертỹçи Алмаз Агзамович ĕçлĕ тĕл пулăва пĕтĕмлетсе.
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru