Çĕре юратсан...

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-07-16 16:15:17 Версия для печати
воробьев петр.jpg
- 1979 çулта Шăмăршăри «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче вĕренсе тракторист специальноçне илтĕм те, унтанпа тăван уй-хиртен пĕрре те уйрăлман, - терĕ Чаткас тăрăхĕнче çеç мар, районĕпех паллă механизатор Петр Воробьев.
Петр Данилович халĕ Елена Пондякова фермер хуçалăхĕнче тăрăшать. Унăн «Беларус» тракторĕ мĕн çуркуннеренпех хĕрỹ ĕçре: çĕр хатĕрленĕ, тырă акнă, çумкурăксемпе тата сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа кĕрешсе калчасене гербицидпа пĕрĕхнĕ... Нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнă чух утта пресс-подборщикпа çыхăласа склада турттарчĕ.
Ĕç тупăнсах тăрать хастар механизатор валли. Кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлемелле, вырма ĕçĕсем те çывăхарсах çитрĕç.
- Пурĕ 400 гектар çинчи тыр-пула пуçтарса кĕртмелле пирĕн, - каласа парать фермер хуçалăхĕн управляющийĕ Григорий Кашкаров. - Петр Данилович пек ăста механизаторсем пур чух вырма ĕçĕсем лайăх иртĕç тесе шутлатпăр. Ăна кĕрхи тулă акма та шанатпăр.
Елена Пондякова кăçал «Тин çеç ĕçе пуçăннă фермер» республика программине хутшăнса 3 миллион тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. Çак укçапа мăйракаллă шултра выльăхсем ĕрчетме усă курасшăн. Апла пулсан, выльăх апачĕ те нумай хатĕрлемелле. Тырă фуражĕ те, утă-улăм та чылай кирлĕ пулать. Григорий Кашкаров управляющи апат пирки пăшăрханмалла мар тесе шутлать: ăна ытлă-çитлĕ хатĕрлессишĕн юлташла çыхăнусемпе те усă курĕç. Çитес çул вара выльăх апачлĕх культурăсен лаптăкне икĕ хут ỹстерме палăртаççĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru