Светлана Захарова: «Чунăмпа эпĕ халь те шкулта, ачасем хушшинче...»

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-07-13 08:48:02 Версия для печати
Захарова Светлана.jpeg
УНĂН илĕртỹллĕ сăн-питĕнче - яланах савăк йăл кулă. Япăх кăмăлпа çỹренине никам та курман пулĕ. Пурне те хăй патне туртакан ăшă туйăм тапса тăрать çак вĕрентекенре. Çураласса та июль уйăхĕн хĕрỹ хĕвеллĕ кунĕнче çуралнă Светлана Николаевна Захарова. Çак кунсенче Тури Чаткас ялĕнче пурăнакан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ 60 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Светлана Алиуллова (хĕр чухнехи хушамачĕ) çемьере асли пулнăран, ашшĕ-амăшне пĕчĕк шăллĕпе йăмăкне ỹстерме пулăшнă, вĕсене йăпатнă-выляттарнă, каярах çырма-вулама та хăнăхтарнă. Пĕчĕкренпех чун-чĕри ачасене вĕрентес ĕç патне туртăннă, учитель пулас ĕмĕтпе çунатланнă. Çавăнпа та вăл ялти шкулта 8-мĕш класа «5» паллăсемпе кăна вĕçленĕ хыççăн нумай шутласа тăмасть - Канашри педагогика училищине пуçламăш классен учителĕ пулма вĕренме каять. Çапла 1977 çулта вăл тăван яла - Анат Чаткасри вăтам шкула - учитель дипломĕпе таврăнать, ачасене вĕрентме тытăнать.
Çакă С.Захарован ĕç кĕнеки çинче те курăнать. Унтанпа вара 2013 çулччен, тивĕçлĕ канăва тухичченех - 36 çул хушши пĕр улшăнми пĕр шкулта, пĕр тивĕçре тăрăшса, киленсе ĕçлерĕ шкул ачисен юратнă вĕрентекенĕ. Ĕçленĕ хушăрах заочно майпа аслă пĕлỹ те илчĕ. Миçе ачана çырма-вулама, шутлама, юрлама-ташлама, лайăха курма вĕрентмерĕ-ши çак çулсенче - хăй те пĕлмест. Чи кирли - çирĕп пĕлỹ, тĕрĕс воспитани пани. Пуçламăш класра илнĕ пĕлỹ тата хăнăху - малашлăх никĕсĕ. Ахальтен мар 2000 çулта вăл вĕрентнĕ класран харăсах 5 ача Анат Чаткасри вăтам шкула медальпе вĕçлерĕç. Кун пекки шкул историăĕнче халĕччен те пулман. Çак çитĕнỹре Светлана Николаевнăн ĕçченлĕхĕпе яваплăхĕ, методика ăсталăхĕ тата хăйĕн ĕçне чунтан юратни, парăнни.
Куç умĕнче - «2003 çулхи чи лайăх учитель» район шайĕнчи конкурс. С.Захарова Шăмăршăри вăтам шкулта 3-мĕш класра вĕренекенсемпе «Хохломская роспись» темăпа рисовани урокĕ ирттерет. Палламан ачасемпе тỹрех пĕр чĕлхе тупса, илĕртỹллĕ лăпкă сассипе пĕр тикĕссĕн ертсе пычĕ урока - мĕн чухлĕ çĕннине пĕлчĕç тата ỹкерчĕç, сăрларĕç, юрларĕç вĕренекенсем. Киленсе, пĕр ывăнмасăр ĕçлерĕç вĕсем. Çепĕç чунлă, пурне те ырă сунакан учителе ăнланма йывăр мар. Светлана Николаевна урокра кашни ачан хуравне, çитĕнĕвне асăрхаса-хавхалантарса тăчĕ. Çапла 45 минут пĕр сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ - ачасем учительпе кăмăллăн сывпуллашрĕç, интереслĕ урокшăн тав турĕç. Тепĕр конкурс та - урок тулашĕнчи мероприяти - методика тĕлĕшĕнчен çỹллĕ шайра иртрĕ. Сцена çинче хăйĕнпе паллаштарасси те («Визитная карточка») тĕлĕнмелле интереслĕ пулса тухрĕ. Янăравлă те уçă саслă Светлана Николаевна хăйĕн ĕçĕ-хĕлне юрă урлă уçса пачĕ. Çапла унăн вокал ăсталăхне курса тĕлĕнтĕмĕр ун чухне. Конкурсант вара призер Дипломĕпе çырлахрĕ, республика шайĕнчи професси конкурсĕнче район чысне хỹтĕлеме çамрăксене çул пачĕ.
С.Захарована, пуян опытлă учителе, районти тĕрлĕ комисси ĕçне явăçтараттăмăр. Вăл пуçламăш класс учителĕсен хушшинче обществăлла методист тивĕçе икĕ теçетке пурнăçласа пычĕ, районти вĕрентỹ пайне пулăшса тăчĕ. Аттестаци е ытти тĕрĕслев вăхăтĕнче учительсене усăллă канашсем паратчĕ, ĕçтешĕсен методика ăсталăхне тĕрĕс хакласа ăна ỹстерессишĕн тăрăшатчĕ.
- Халĕ, тивĕçлĕ канура, канлĕрех пуль, кашни шкул ачишĕн пăшăрханмастăр, канăçсăрланмастăр ĕнтĕ. Шкулта чухне уроксем хыççăн та ачасемпе пĕрмаях уйрăммăн ĕçлеттĕрччĕ, - ыйтатăп педагогика ĕçĕн ветеранĕнчен.
- Эпĕ вĕрентỹрен - юратнă ĕçрен - нихăçан та ывăнман. Вăхăт çитереймесен вара кулянаттăм. Халь тесен халь шкула кайма хатĕр. Маншăн шкул - чуна хавхалантаракан, пурнăçа савăнăç кỹрекен, вăй-хал паракан вырăн. Уйрăмах вĕренỹре ĕлкĕрсе пырайман, сывлăхпа хавшакрах е ăнăçлах мар çемьере çитĕнекен ачасене çупăрлас, пулăшас килетчĕ. Кашни ачан телейлĕ пулас килет-çке! Пирĕн, педагогсен, ачасене пулăшма майсем çителĕклех. Çавăнпа хамăн профессине килĕштеретĕп те! - куçĕсем савăнăçпа çиçеççĕ чăн-чăн педагог чунĕллĕ учителĕн.
Вĕренекенĕсем те учительне манмаççĕ, тăтăш шăнкăравласа тăраççĕ, хăйсен çитĕнĕвĕсем çинчен савăнса пĕлтерсе тăраççĕ. Акă нумаях пулмасть çитĕннĕ каччă хăйĕн пулас мăшăрĕпе паллаштарнă, туйне йыхравланă. Светлана Николаевна чĕререн ырă сунни, пиллени епле çитмĕ? Ĕнер авă Шăмăршăра пурăнакан хĕрарăм пĕрремĕш учительне курса ытамласа илчĕ, класпа ирттерекен тĕл пулăва пыма чĕнчĕ. Эппин, ахаль иртмен вĕрентỹпе воспитанин пархатарлă ĕçне халалланă çулсем...
Килĕнче Светлана Николаевна - шанчăклă мăшăр, ытарайми анне, юратнă асанне тата кукамай. Икĕ хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ вĕсем Виталий Федоровичпа, кашнинех аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Тăватă мăнук халĕ вĕсен çемйинче.
Хисеплĕ Светлана Николаевна! Эпир Сире юбилей ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru