«Сывă пул, хуратул!» - терĕç пуль...

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-07-13 08:36:26 Версия для печати
Na-paseke-e1515474923375.jpg
«ВĔЛЛЕ хурчĕ - ылтăн хурт», - тенĕ ваттисем. Ахальтен çапла каламан, паллах. Сывлăхшăн çав тери сиплĕ пыл ылтăн тĕслех вĕт. Ĕçчен вĕлле хурчĕсем çак пыла пуçтарассишĕн мĕн чухлĕ тăрăшмаççĕ-ши? Шăмăршăри паллă утарçă, выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци пуçлăхĕ Петр Пирогов пĕррехинче мана çапла каласа тĕлĕнтернĕччĕ: пĕр вĕлле хурчĕ чечек шыраса кун тăрăшшĕпе 10-12 хутчен вĕçеве тухать иккен, вĕллене 400-500 миллиграмм нектар илсе килме пултарать. Пĕр килограмм пыл пултăр тесен вара вĕлле хурчĕн 19 миллион чечек нектарне пухмалла. Çакăн чухлĕ пыла пĕрлехи вăйпа 200 вĕлле хурчĕ пуçтарать. Çемьере 50 пин таран вĕлле хурчĕ пурăнма пултарать, вĕсем хушшинче ĕçлекенсем çурри çеç. Ĕçлекен вĕлле хурчĕн вăтам ĕмĕрĕ 30-33 куна тăсăлать пулсан, пĕр хурт хăй виличчен 2-5 грамм пыл пухса ĕлкĕрет...
Шăмăршăра та, ытти ялсенче те вĕлле хурчĕ ĕрчетекенсем сахал мар. «Çав тери ĕçчен çынсем», - тенĕ пулăттăм эпĕ утарçăсем пирки. Патирекри Радик Хамдеев, Улмаллăри Анатолий Дмитриев, Баскакри Василий Ревунов, Шăмăршăри тăватă Николай - Володин, Сапруков, Калашников тата Яковлев, Виталий Никифоров, Вадим Севрюгин, Вячеслав Дмитриев, Борис Силюков, Валерий Убасев, Пăчăрлă Пашьелĕнчи Николай Анисимов, Василий Мандрюков, Карапай Шăмăрăшри Василий Тенишев тата ытти утарçăсем çуллен тенĕ пекех пыл сахал мар илеççĕ.
- Вĕлле хурчĕ пăхакан пĕр çын та хăй миçе çемье усранине тĕп-тĕрĕс каламасть, - терĕ йăл! кулса Василий Тенишев. - Тĕшмĕш йăли темелле-и çакна? Эпĕ хам 30 ытла çемье тытатăп, ăнăçлă çул 10 флягăран кая мар пыл илнĕ. Тупăшлă-и вĕлле хурчĕсем усрани? Пĕр флягăна сутса 20 пин тенке яхăн укçа ĕçлесе тума пулать. Утарçă ĕçĕ мĕн ĕлĕкрен тупăшлă пулнă. Ỹркенмелле кăна мар.
Утарçăсемпе курса калаçатăн та, вĕсем районта хатĕрлев кантурĕ çуккишĕн, пыла вырнаçтарма йывăрришĕн пăшăрханнине илтетĕн. Василий Тенишев, акă, çын урлă Мускава ăсатать, тĕп хулара пыл хакĕ пысăкрах иккен. Теприсем Шупашкара е Ульяновска, виççĕмĕшĕсем Хусана илсе кайса сутаççĕ. Вырăнта - хамăр районта - нумай пыла сутма май çук. Пасарта 2-3 банка пыл сутайсан та аван. Темшĕн, пирĕн халăх çак продукт сывлăхшăн питĕ сиплине шута илсех каймасть, ун вырăнне михĕпех сахăр туянать. Тухтăрсем сахăра «шурă вилĕм» тесе каланине те, пыла «çĕр чиртен сыватать» тесе хакланине те ăнланма тăрăшмастпăр.
Утарçăсене пăшăрхантараканни тата та нумай. Вĕсенчен пĕри - ĕç хурчĕсем нумай вилни. Ял хуçалăхĕнче пестицидсемпе усă курнă май, тырă уйĕнчи чечексем çинчи вĕлле хурчĕсем наркăмăша ĕçсе чылай вилеççĕ.
Варроатоз чирĕ те пысăк сиен кỹрет. Çак хăрушă чирпе кĕрешме çăмăл мар, ăсталăхпа пĕлỹ кирлĕ.
Районта пыл паракан культурăсем те сахал акаççĕ. Хуратул лаптăкне ỹстермелли пирки миçе çул калаçатпăр, ĕçне туни курăнмасть. Енчен те пилĕк-ултă çул каялла çак культурăна 200-250 гектар акаттăмăр пулсан, кăçал пурĕ те 50 гектар çеç вырăн панă.
Пыл нумай паракан тепĕр культурăна - донника - пачах та акмастпăр. Донник июль уйăхĕнчен пуçласа сентябрьчченех чечекре ларать. Вĕлле хурчĕсем пĕр гектартан 300 килограмм таран нектар пухма пултараççĕ. Донник пылне медицина çав тери пысăка хурать. Вăл çыннăн сывлăш çулĕсене, сосучĕсене сипленипе пĕрлех тромбоз пуласран та сыхлать, юнри лейкоцидсен хисепне ỹстерет, юна шĕветет тата ытти те.
Çывăхра чечек çуракан ỹсентăран çуккипех вĕлле хурчĕсем нектар шыраса аякка вĕçеççĕ, инçе çулта ывăнаççĕ е вилеççĕ те. Пыл паракан культурăсем çывăхрах пулсан вĕлле хурчĕсем ир пуçласа каçченех сĕрлесе çеç тăрĕччĕç, утарçăсене савăнăç кăна кỹрĕччĕç.
Ман шутпа, районти фермерсен чăн малтан тăван çут çанталăкшăн тăрăшмалла, хăйсем те вĕлле хурчĕ усрама тытăнсан вара пыл паракан культурăсем те акма пуçлĕç. Ив.САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru