Юрласа яр, тăван, юрруна...

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-07-10 09:02:56 Версия для печати
«ХАЛĔ ĕçкĕ-çикĕн илемĕ çук, - пăшăрханса калаçаççĕ аслă ăру çыннисем. - Арçынсем пуçтарăнса картла выляççĕ, вылянă чухнех вĕсене эрех-сăмакун ĕçтереççĕ. Хĕрарăмсем юрлам пекки тăваççĕ-ха, анчах сăмахĕсене путлĕ пĕлекенни сахал. Хăнана эрех-сăмакун ĕçессишĕн, тутлă апат çиессишĕн кăна каймалла мар вĕт-ха, юрласа-ташласа та савăнмалла».
Вĕсен сăмахне итленĕ май пирĕн енчи çĕнĕ хăта юрри асăма килчĕ:
«Курка çине курка килет: ỹсĕртесшĕн пуль,
Алла курка тытаймиех тăвас теççĕ пуль.
Алла курка тытаймиех пулас марччĕ ман,
Çын умĕнче çак намăса курас марччĕ ман...»
Пĕр шутласан, ĕçкĕпе çыхăннă юрă темелле пек. Анчах шухăшĕ тарăн: курка çине курка парсан та ăса çухатмалла мар, кашни черккенех тĕппипе пушатсан ỹсĕрĕлсех кайăн. Çавăнпах хуçисем те: «Чуп туса кăна пар ĕнтĕ хуть черккỹне!» - тесе çеç хистеççĕ хăйне хăнара питĕ тирпейлĕ тытакан çынна.
Тĕрĕс калаççĕ аслă ăру çыннисем: ĕçкĕ-çикĕ спирт пек хăватлă самакунпа мар, юрă-ташăпа илемлĕ. Несĕлсем пирĕн валли пуян еткер хăварнă. Чăвашсем мĕн авалтан çĕр çинче суха туса, тырă акса ĕçлесе пурăннă май, юррисем те çĕр ĕçĕпе çыхăннă. Юррăн пуянлăхĕ савăнăçлинче е хурлăхлинче мар, унăн илемĕнче, чунĕнче, шухăшĕнче.
Миçе çĕр çул юрлаççĕ-ши ĕçкĕ-çикĕ, çĕнĕ хăта, туй юррисене? Вĕсем ăруран ăрăва куçса пынă, халăха савăнăç парнеленĕ. Шел, хальхи ăру («Компьютер яш-кĕрĕмĕ», - тет манăн пĕр юлташ, учительте ĕçлекенскер) мăн асаттесемпе мăн асаннесенчен сыхланса юлнă юрă-такмака малашне упраса хăварасси иккĕлентерет.
Ялсенче фольклор ушкăнĕсем пур-ха, анчах та вĕсем пуçарулăх çинче çеç тытăнса тăнине йышăнмаллах. Çамрăксем, уйрăмах каччăсем, фольклор ушкăнне çỹресшĕнех мар. Çапла вара Акатуйра та, ытти уявра та паллакан çынсене çеç куратпăр. Вĕсене - халăх йăли-йĕркине, юрри-ташшине чун хавалĕпе упракансене - пуç тайса тав тумалла. Шел, укçа-тенкĕпе пулăшас вырăнне сăмахпа йăпатма çеç пĕлетпĕр. Тепĕр чух вара тав тума та ăс çитерейместпĕр.
Шăмăршă тăрăхĕнчи юрă-ташă ăстисен чапĕ аякка-аякка саланнинче фольклор ушкăнĕсен тỹпи питĕ пысăк. Акă, пуянкассисемпе виçпỹртсем ăçта-ăçта кăна пулман-ши? Виçпỹртсем 1995 çулта Францие кайса килни те юмах мар, чăн пулни. Пĕтĕм тĕнчери халăхсен фестивальне хутшăнса вĕсем французсем умĕнче 22 хутчен концерт лартса панă.
Ас тăватăп-ха, киле таврăнсан Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Нина Тихоновна Смирнова мана хавхаланса çапла каласа панăччĕ:
«Французсем халăх юррисене çав тери юратаççĕ, магнитофонпа та çыра-çыра илчĕç. Хăйсен юрăçисене вĕсем чи чаплă çын вырăнне хурса хисеплеççĕ. Çĕршыври пĕр уяв та халăх юрăçисене чыс тумасăр иртмест. Сăмахран, хăйсен фольклор ушкăнĕсене патшалăх наци тумĕпе тата музыка инструменчĕсемпе тỹлевсĕрех тивĕçтерет».
Эпир вара... Купăс туянма та, параппан илме те, инçе çула тухма та кĕлмĕç пек укçа шыраса çỹретпĕр. Фольклор ушкăнне пулăшма бюджетра кĕмĕл тупăнмасть çав, бензин валли тупайсан та лайăхчĕ те... Хамăр пĕрмай ял культурине ỹстересси пирки нумай калаçатпăр, халăхран тухнă талантсене тивĕçлĕ пулăшу параймастпăр.
Районта ача-пăча фольклорне аталантарас ыйту та çивĕч тăрать. Ачасем - пирĕн пуласлăх, шанăç. Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Васанти халăх музейĕн ертỹçи Герман Ларшников каланă пек, ачаран юрламасан-ташламасан çын çитĕнсе çитсен тин пысăк пултарулăх кăтартаймĕ. Çавăнпа та ача сачĕсенче тата шкулсенче халăх йăли-йĕркине, юрри-ташшине вĕрентесси çине ытларах тимлĕх уйăрмалла тесе шутлатăп.
Ив.САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru