Çỹп-çап та укçасăр пуçтарăнмасть çав...

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-07-06 08:40:27 Версия для печати
МИКУЛАЙ ТЕТЕ Шăмăршăри К.Маркс урамĕнче пурăнать. Вăтăр çул ытла районти промышленноç комбинатĕнче ĕçленĕ вăл. Ĕç ветеранĕ. Çулĕсем те чылай ĕнтĕ, саккăрмĕш теçеткере пырать.
- Михалыч! - терĕ Микулай тете мана иртнинче тĕл пулсан. - Килти çỹп-çапа ниçта хума аптăратпăр вĕт. Унччен урамра контейнерсем пурччĕ, вĕсене те пуçтарса кайрĕç. Çынна калама намăс: ачасем хуларан килсен автомашина багажникне çĕр улми хурас вырăнне икшер-виçшер михĕ çỹп-çап тиесе яратпăр. Хулара контейнерсем çителĕклех, теççĕ. Пирĕн патăрта та çĕнĕрен контейнерсем вырнаçтарма çук-ши?
Ватă çын ыйтăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илсе, эпĕ Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Андрей Удинпа калаçрăм.
- Çỹп-çапа ниçта та хума çук тенипе килĕшместĕп, - терĕ Андрей Николаевич. - Кашни уйăхрах - виççĕмĕш шăматкун - ятарлă автомашина килсе михĕсене тултарса хунă çỹп-çапа тиесе каять. Тен, хăшĕ-пĕри çак йĕркене пĕлмест е ăнлансах пĕтереймест пулĕ, çавăнпа та тепĕр хут калатăп: килти хуçалăхра пухăнакан çỹп-çапа михĕсене тултармалла та, июлĕн 21-мĕшĕ тĕлне хапха умне кăларса хумалла. Çак кун эпĕ мусоровоз водителĕпе пĕрле хам ларса çỹретĕп, урамра михĕсем пулсан никама та сиктерсе хăвармастпăр. Паллах, çỹп-çап турттарса кайнăшăн укçа тỹлемелле.
Контейнерсем пирки калас пулсан, вĕсене йĕрке çуккипе пуçтарса илнĕ. Çỹп-çапа кунта пырса тăкакансем хушшинче укçа тỹлеме манакансем нумайччĕ, çапла вара мусоровозшăн татăлма та çитейместчĕ. Контейнер йĕри-тавра тĕрлĕ тасамарлăх тăкса тултарни те илемлĕ мар. Хуçасăр йытăсемпе кушаксем те кунтан кайма пĕлмеççĕ. Çуллахи вăхăтра чир-чĕр сарăласран та хăрушă.
Хулари пек контейнерсем те вырнаçтарма пулать, паллах, анчах халăх культури ỹсни кирлĕ. Çỹп-çапа уйăра-уйăра тĕрлĕ контейнера хурсан михĕсемпе турттарас нушаран та хăтăлма пулĕ. Хальхи ыйтусене тивĕçтерекен контейнерсем туянма сахал мар укçа кирлĕ, ял тăрăхĕн бюджечĕ çак ĕç валли халлĕхе вăй çитереймест.
- Андрей Николаевич! Çỹп-çап ыйтăвĕ Сирĕн чунăра ыраттарнине ăнланатăп-ха. Çапах та уйăхра пĕр кун кăна тасамарлăха тиесе кайнипе çỹп-çапран хăтăлса пĕтейĕпĕр-ши?
- Ман шутпа, графике тĕрĕсех çирĕплетнĕ, килти хуçалăхра пĕр уйăхра икĕ-виçĕ михĕрен ытла çỹп-çап пуçтарăнмалла мар. Çĕрме пултараканнисене компост купи çине хурса пахча валли паха удобрени хатĕрлеме пулать. Тирпей-илем ял тăрăхĕн администрацине çеç мар, кашни çыннах кирлĕ. Атьăр-ха тăван ял илемĕшĕн пурте тăрăшма пуçлар, çỹп-çапа урама е çырма хĕррине тăкакансене намăслантарма манар мар.
Ив.САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru