Лаша кỹлме пĕлмеççĕ, трактортан хăраççĕ...

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-07-06 08:28:01 Версия для печати
«МĔНЛЕ ăру çитĕнтеретпĕр эпир? - тарăхса калаçрĕ манпа Пăчăрлă Пашьелĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ. - Хальхи арçын ачасем лаша кỹлме пĕлмеççĕ, трактор çине ларма хăраççĕ. Хĕрачасем те ĕç патне çыпăçасшăнах мар. Малашне ял пурнăçне камсем тытса пырĕç? Ваттисем ĕмĕрлĕхех кайсан кам ларĕ трактор е комбайн çине, выльăх-чĕрлĕхе кам пăхĕ?»
Эпĕ хам та çамрăк çын мар, çавăнпа та юлташ пăшăрханăвне ăнланатăп. Лаша пирки калас пулсан ялĕпе те икĕ-виçĕ пуçран ытла мар та, ăçтан вĕренччĕр ĕнтĕ ачасем ăна кỹлме? Пыра-киле лашана зоопаркра кăна курасси патне те çитме пултаратпăр. Темшĕн, хисеплеместпĕр çак выльăха, колхозсене аркатнă хыççăн лашасене те сутса ячĕç е какай валли пусрĕç.
Лаша вара хресчене çĕр-çĕр çул хушши пĕтĕм вăй-халне парса пулăшнă. Тен, лашана пула çеç пирĕн халăхăмăр та упранса юлнă? Лашасăр çемье ĕлĕк чи мĕскĕнни шутланнă, йышлă ачи-пăчипе пĕрле ял-ял тăрăх ыйткаласа çỹренĕ. Çĕр ĕçĕнче лашасăр нимĕн те тăвайман: сухаламалла, сỹрелемелле, акмалла, тухăçа пуçтарса кĕртмелле, армана каймалла, хире тислĕк турттармалла, каллех сухаламалла... «Алран кайми аки-сухи», - тесе ахальтен юрламан хресчен.
Лаша вăрçăра тăшмансене çĕнтерме те пулăшнă. Граждан вăрçи вăхăтĕнче утлă çар пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк пулнă. Хамăрăн ентеш Василий Иванович Чапаев юланутçăсемпе пĕрле тата тачанка кỹлсе çапăçура пысăк паттăрлăх кăтартнине лайăх пĕлетпĕр.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче лашасем пин-пин оруди турттарнă, çар кухнине вырăнтан вырăна илсе çỹренĕ, çапăçура йывăр аманнисене госпитале çитме пулăшнă.
Вăрçă хыççăн та лаша колхозра тĕп вăй шутланнă. Пыра-киле çеç, техника ĕмĕрĕ пуçлансан, уй-хирте лашана хăватлă трактор улăштарнă.
Лаша валли ялта пурĕпĕрех ĕç пурччĕ-ха: утă-улăм турттарнă, çĕр улми лартнă, тухăçа пуçтарса кĕртнĕ.
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, яла та мотоблок кĕрлеттерсе çитрĕ. Пахча ĕçĕсене халĕ çак техникăпа тăваççĕ. Лаша ялта кирлĕ мар выльăх пулса тăчĕ. Çапла «тав турăмăр» эпир хамăра çĕршер çул выçса вилесрен çăлса хăваракана. Пыра-киле ку шăпа ĕнене те пырса перĕнесси халех хăратать. Мĕн тăвăн: çак выльăх йышĕ те çулсерен чакать, çамрăксем ĕне усраса нушаланасшăн мар, лавккара порошокран хатĕрленĕ сĕт-турăх пĕр чăрмавсăрах сутаççĕ...
Ачасем трактортан хăраççĕ тени те - чăнлăх. Мĕншĕн тесен халĕ шкулта механизатор ĕçне вĕрентмеççĕ, ялти фермер вара ачасене хăйĕн тракторĕ патне çывăха та ямасть. Ирĕксĕрех трактор маркине те палламан ăру çитĕнет.
Ман шутпа, шкулсенче ял хуçалăх пĕлĕвĕсем парассине çĕнĕрен йĕркелесе ямасан эпир яла кирлĕ кадрсем çителĕклĕ чухлĕ хатĕрлеймĕпĕр. Çак ыйтăва район шайĕнче татса пама май çук пулсан, хамăр суйланă депутатсен республика, çĕршыв шайĕнче çĕклемелле. Депутатсем уяв кунĕ килсе суйлавçăсене саламлаççĕ те кайран пач! çухалаççĕ. Халăх хушшинче пулмасан, вĕсем ял нушине ăçтан пĕлччĕр?
Трактортан хăракан ачасем çитĕнсе çитсен чăн-чăн çĕр ĕçченĕсем пуласси иккĕлентерет. Шел, çакăн патне çитме пултарасси пирки патшалăх шайĕнче шутлани туйăнсах каймасть çав.
Ив.САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru