Ăсатаççĕ ăшă кулăпа

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-07-06 08:21:13 Версия для печати
Лукойл.JPG
«Лукойл » компанин Шăмăршăри автозаправки Çĕрпỹ-Ульяновск аслă çул хĕрринче вырнаçнă. Куллен 700 ытла автомашинăпа трактора çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе «чун кĕртеççĕ» кунта ĕçлекенсем. Клиентсене ырă кăмăлпа кĕтсе илсе ăшă кулăпа ăсатаççĕ.
Туслă коллектив ĕçлет кунта. Акă, Ирина Тимофеева менеджер 17 çул вăй хурать. Ольга Александрова техслужащи, Римма Батровапа Инна Батрова операторсем, оператора пулăшаканĕ Изольда Иванова шанса панă ĕçе вăр-вар та тĕплĕ тăваççĕ.
- Пирĕн япăх кăмăлпа ĕçлеме юрамасть, - ăшшăн кулса калаçать Ирина Тимофеева менеджер. - Чăваш Республикине килекен хăнасем чăн малтан пирĕн пата чарăнаççĕ вĕт-ха, эпир мĕнле ĕçлени тăрăх вĕсем чăваш халăхне те хаклаççĕ. Тăван халăх ятне ярас марччĕ тетпĕр.
В.Юманов,
хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru