Валеçет хаçат ял тăрăх...

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-07-06 08:17:43 Версия для печати
тюнюкова юлия.jpg
«Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, çирĕплетнĕ заданисене ăнăçлă пурнăçласа пынăшăн Юлия Николаевна Тюнюкована - Кивĕ Чукалти çыхăну уйрăмĕн 3 класлă почтальонне - Федераци почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Хисеп хăми çине кĕртнĕ», - çапла çырнă район хаçачĕн иртнĕ номерĕнче. Сăмах ман хреснанне çинчен пынине ăнлансан питĕ савăнтăм.
Чăн та тивĕçлĕ çак хисепе Юлия Николаевна. Вăл çак ĕçре 14 çул тăрăшать. Почтальон сумкки вара ăна амăшĕнчен - Мария Михайловна Трифоноваран - куçнă. Сăмах май, хреснаннен аккăшĕ Анна Николаевна Лубошнова та Кивĕ Чукалта почтальон тивĕçне 1975 çултанпах пурнăçлать. Чăн-чăн çемье династийĕ.
Паллă ĕнтĕ, юлашки вăхăтра хаçат-журнал çырăнтарас ĕçре, Интернет вăй илсе пынă май, хăш-пĕр йывăрлăхсем сиксе тухрĕç. Çапах та Ю.Тюнюкова участокĕнче, почтальон хастарлăхне кура, çырăнтару япăхланни туйăнмасть. Акă, кăçалхи 2-мĕш çур çулта та ял çыннисем хаçат-журнал унчченхи шайрах илсе тăрĕç.
Почтальонăн кулленхи ĕçĕнче хаçат-журнал валеçесси кăна мар, ватăсене пенси укçине вăхăтра çитерсе парасси те. Унсăр пуçне подписчиксене тĕрлĕрен тавар (тип çу, кĕпе-тумтир çумалли порошок тата ытти те) сутма та тивет. Анчах та çакă юратнă ĕçрен сивĕтме пултараймасть халăхпа ĕçлеме пĕлекен почтальона.
- Мĕн чухлĕ тав сăмахĕ илтетĕп кунĕпе ял тăрăх çỹресе - çынсемпе кăмăллăн калаçни, вĕсем мана кашни кун кĕтсе тăни ывăннине ирттерсе ярать, кăмăл-туйăма çĕклет, - хавхаланса каласа парать хăйĕн профессийĕ çинчен ман хреснанне. - Хаçат вулама юратакансем те чакмаççĕ-ха. Вĕсем ытларах пенсионерсем пулни кăна малашлăхшăн пăшăрхантарать. Яланах 3-4 экземпляр хаçат-журнал çырăнакансене вара ятран асăнса хăварас килет: А.Чурбанов, В.Веденеева,Г.Иванова, В.Малеева, М.Малеев, П.Чамеев, Е.Емелькина...
Юлия Николаевна мăшăрĕпе 3 ачана чун панă. Асли çемьеллĕ те ĕнтĕ - мăнукĕ пурне те савăнтарать. Иккĕмĕш хĕрĕ Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче вĕренет, кĕçĕнни 1-мĕш класа кайма хатĕрленет. Тюнюковсем кил-хуçалăхĕнче ĕне выльăх, сыснасем, чăх-чĕп йышлă усраççĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрет кил хуçи хĕрарăмĕ.
Ĕçчен те уçă кăмăллă почтальона професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, ĕçре çитĕнỹсем сунатпăр.
Е.ЖОЛОБОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru