Ăçта эсир, çамрăк вăрманçăсем?

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-07-03 08:36:43 Версия для печати
НУМАЯХ пулмасть республикăри шкул лесничествисен XXXII слечĕ иртнĕ. Унта 11 районтан (Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шупашкар, Вăрмар, Пăрачкав, Етĕрне, Тăвай) тата Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенчи командăсем хутшăннă. Слета шкул лесничествисен вĕренỹ çулĕнчи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетме ирттернĕ. Ачасен зоологи, ботаника, гидробиологи, лесоведени, вăрман ĕрчетни енĕпе пĕлĕвне тĕрĕсленĕ.
Шел те, слета пирĕн Шăмăршă районĕнчен пĕр команда та пырайман. Тахçан кунти шкул лесничествисем республикипех кĕрлесе тăнă пулсан, халĕ çамрăк вăрманçăсен ĕçĕ пачах та курăнмасть. Районта çамрăк ăрăва тăван çут çанталăка, вăрмана юратма вĕрентес тĕлĕшпе те çителĕксĕр ĕçлеççĕ. Çакă, паллах, пирĕн хисеплĕ педагогсене пĕрре те чыс кỹмест. Республикăри слета кайма пĕр команда та йĕркелеймерĕмĕр пулсан, районта шкул лесничествисем те хут çинче çеç шутланса тăнăн туйăнать.
Шăмăршă лесничествипе «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче ĕçлекенсене те шкулсенче çамрăк вăрмаçăсем çитĕнменни хытах шухăшлаттармалла.
И.УРМАНОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru