Ăçта çỹретĕн, ачам?

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-07-03 08:34:11 Версия для печати
озеро-1000x666.jpg
ÇУ кунĕсем, савăнăç илсе килнипе пĕрех, канăçсăр та. Çак тапхăрта ялта ачасен йышĕ икĕ-виçĕ хут ỹссе каять. Хулара пурăнакан ывăлĕ-хĕрĕ хăйсен тĕрлĕ ỹсĕмри пепкисене ашшĕ-амăшĕ е ваттисем патне килсе ярать. Ялти уçă сывлăш, ĕне е качака сĕчĕ, çырла, ытти апат-çимĕç çитĕнекен организмшăн усăллă пулни каламасăрах паллă.
«Мăнуксем килчĕç те хăнана, пỹртри мĕнпур япалана пуçхĕрлĕ çавăрчĕç, - каласа парать Шăмăршăра пурăнакан пĕр хĕрарăм. - Халĕ хамăра мĕн кирлине те тупса пĕтерейместпĕр: куçлăх - диван айĕнче, юн пусăмне виçмелли аппарат - урамри хăйăр купи çинче...»
Ача ачах ĕнтĕ, ватти виçĕ утăм тунă çĕре вăтăр утăм тăвать, асăрхаса-сыхласа пĕтерме те кансĕр. Уйрăмах алла шăрпăк тавраш тытасран хăрушă. Иртнĕ çулсенче ачасем ашкăннипе вут-кăвар тухнă тĕслĕхсем пулни пушар хуралĕн ĕçченĕсене хытă шухăшлаттарать. Вĕсем аслисене çав тери тимлĕ те асăрхануллă пулмалли пирки манма хушмаççĕ.
Ачасене электроприборсем патне те пыртармалла мар: ăнсăртран ток çапасран е пушар тухасран хăрушă. Газ плитин краникне уçасран та асăрханмалла. «Пĕчĕк чухне - пĕчĕк хуйхă», - тетпĕр те, хуйхи пысăк пуласран Турă сыхлатăр ĕнтĕ.
Çак кунсенче чуна çỹçентерекен тепĕр хыпар та куççуль кăларчĕ: Çĕрпỹ районĕнче 6 çулхи арçын ача, Хĕрлĕ Чутай районĕнче пиллĕкри хĕрача шыва путса вилнĕ. Икĕ тĕслĕхĕнче те ачасем аслисен тимлĕхĕнче пулманнине, хăйсене ирĕк çỹренине палăртнă.
Çурт-хуралтăра тата пахчара тем чухлĕ ĕç пулсан та ачасем çинчен пĕр самант та манмалла мар. Ăçта çỹреççĕ вĕсем, камсемпе выляççĕ? Шыв хĕррине каймаççĕ-и?
Ĕлĕкрех, эпир ача чухне, пĕчĕккисене кỹршĕри ватă çын аллине хăварнă. Вăл хăйне шанса панă тивĕçе яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлатчĕ: ашкăнма-иртĕхме чаратчĕ, пусă патне тата çырма хĕррине те пыртарман, итлеменнисене çара ỹтрен вĕлтĕренпе вĕтелеме те пултарнă.
Унтанпа нумай-нумай çул шуса иртсен те эпир хамăрăн çирĕп ыйтакан «хуралçăсене» - ялти ватăсене - ырăпа кăна аса илетпĕр.
Ман шутпа, çак йăлана çĕнĕрен чĕртсе тăратсан пĕрре те япăх пулас çук. Ял тăрăхĕн администрацийĕн ваттисемпе тĕл пулса ăшшăн калаçмалла, çу кунĕсенче урамри йĕркелĕхшĕн тăрăшма ыйтмалла. Вĕсем хирĕç пулас çук, мĕншĕн тесен кас хуралĕ сыхă тăрсан ял пурнăçĕ те лăпкăрах пулĕ.
Кỹлĕ е пĕве хĕррине: «Кунта шыва кĕме юрамасть!» - тесе çырса çапнипе çеç лăпланмалла мар. Çырни те кирлĕ-ха, çапах та шыв хĕрринче çитĕннĕ çын сыхă тăрсан çĕр хут лайăхрах. Шăрăхра ачасене шыв магнит пек хăй патне туртнине пурсăмăр та пĕлетпĕр. «Инкек юнашарах çỹрет», - тесе ваттисем шутламасăр каламан. Çу кунĕсем пĕр куççульсĕр, ăшă кулăпа та ырă ĕçсемпе çеç иртсе кайсан мĕн тери лайăх пулĕччĕ!
Ив.САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru