Хитре çĕрсем нумай çĕршывăн, анчах та Шăмăршă - пĕрре!

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-07-03 08:28:26 Версия для печати
IMG_7923.JPG
ХУТЬ ТЕ мĕнле тиркес тесен те, лайăххине, кăмăла çĕклекеннине курмасăр тăма май çук. Акă, хамăрăн район центрĕ юлашки икĕ-виçĕ çул хушшинче чылай илемленнине шăмăршăсем те, хăнасем те асăрхаççех ĕнтĕ. Итлесе пăхар-ха вĕсен шухăшне.
Таисия ГУРОВА,
сывлăха сыхлас ĕç ветеранĕ, СССР хисеплĕ донорĕ,
Шăмăршă ялĕ:
- Мана халăхра «Китай стени» текен кирпĕч стенана тустарса, тимĕртен чĕнтĕрлесе илемлĕ карта тытни тата хапха туни питĕ килĕшет.
Космовский урамĕнчи тротуарсене юсани те - влаçсем халăхшăн тăрăшни. Унччен кунта такăнмасăр утма та май çукчĕ, халĕ çатма пек тикĕс çулпа утас та утас килсе тăрать. Шел, ватăлатпăр, эпĕ те тăхăрвунналла çывхарса пыратăп ĕнтĕ. Кунта çуралса ỹснĕрен, Шăмăршăри нумай хваттерлĕ кашни çурт хăçан çĕкленнине, кашни урам мĕнле йĕркеленнине лайăх астăватăп. Космовский урамне илем кỹрекен чи малтанхи çăкасене те субботник кунĕ больница коллективĕпе лартнăччĕ.
Олег ХЛЮКИН,
фермер:
- Шăмăршă çамрăкланса пынăн туйăнать. Те ертỹçĕсем хăйсем те çамрăкран, район центрĕнче кăмăла çĕклекенни ытларах тĕл пулать. Сăмахран, «Эпĕ Шăмăрша юрататăп!» баннер пурне те килĕшет пулĕ.
Мĕн сĕнесшĕн-ха пуçлăхсемпе депутатсене? Район центрне ешĕллентерес тата чечеклентерес тĕлĕшпе ытларах ĕçлемелле, бордюрсене уяв умĕн çеç мар, çăвĕпех шуратса тăмалла.
Паллах, тирпейлĕхшĕн тăрăшмалла. Пирĕн пата хăнана килекен çынсем çак тирпейлĕхе курса тĕлĕнччĕр, пиртен тĕслĕх илччĕр.
Василий РОМАНОВ,
профессор,
Ульяновск хули:
- Мана Шăмăршă яланах килĕшнĕ, юлашки çулсенче район центрĕ тата та илемленнĕн туйăнать.
Акă, ипподром хăй кăна мĕне тăрать! Чăнласах та чăваш ялĕ куçса ларнă тейĕн чечеклĕ çерем çине! Урхамахсем ăмăртмалли вырăн та, трибунăсем те илĕртỹллĕ. Ытти районсем Шăмăршăри пек ипподром пирки ĕмĕтленме çеç пултараççĕ.
Мĕн пăшăрхантарать-ха мана? Шăмăршăра чăваш чĕлхине манса пыни хытах палăрать. Урамра та, лавккара та вырăсла çеç калаçаççĕ. Çав вăхăтрах район центрĕнче 80 процент ытла чăваш пурăнать. Тăван чĕлхерен ютшăнас марччĕ, кỹршĕллĕ Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчен тĕслĕх илер.
Ив.САЛАНДАЕВ çырса илнĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru