Коррупци ан пултăр нихăçан та!

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-06-29 08:36:20 Версия для печати
ИЮНĔН 28-мĕшĕнче район администрацийĕнче районти коррупцие хирĕç кĕрешекен Канашăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна çак Канаш председателĕ, район пуçлăхĕ Менир Хамдеев ертсе пынă.
Ларура район администрацийĕн организацилле ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Зинаида Волкова республикăри патшалăх должноçĕсемпе муниципал должноçĕсене йышăнакан çынсем хушшинче саккунпа чарнă ĕçсене тупса палăртас тĕлĕшпе комплекслă мероприятисем мĕнле пурнăçланни çинчен туса панă доклада итлесе сỹтсе явнă.
Социаллă сфера учрежденийĕсенче коррупцие хирĕç мĕнле кĕрешни çинчен район больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова пĕлтернине итленĕ.
Ларăва хутшăннисем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен право йĕркине сыхлакан органсемпе тата федерацин территорири органĕсемпе пĕрле муниципал службин сферинчи коррупци палăрăмĕсене хирĕç çивĕчрех кĕрешмеллине палăртнă.
Шăмăршăри тĕп больница ертỹçисене ялсенчи сиплев учрежденийĕсене тăтăшах тухса çỹреме, коррупци палăрăмĕсене çийĕнчех тупса палăртас тĕлĕшпе «вĕри лини» йĕркелеме сĕннĕ.
П.ИВАНОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru